Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.19 Яланах вӗренекенӗсен асӗнче (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Шкулсенчи хупӑлчаллӑ парттӑсене хальхи ӑру куҫ умне те кӑлараймасть пулӗ: вӗренекенӗн "ӗҫ" вырӑнне тахҫанах ҫӗнӗ сӗтел-пукан улӑштарнӑ. Тӗрӗссипе чы-лай шкул музейӗнче те хӑйӗн вырӑнне тупайман вӑл. Анчах Шӑмӑршӑ район-ӗнчи Анат Чаткас ял тӑрӑхӗ-нчи темиҫе ҫул каяллах алла аттестат илнӗ ҫынсем унпа... палӑк вырӑнне усӑ курма йышӑннӑ - юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн нӳрӗ витмен сӑрӑпа сӑрланӑ икӗ парттӑна хӑйсене вӗрентнӗ учительсен вил тӑприсем ҫине вырнаҫ-тарнӑ. Пӗрин ҫине "РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенне Никифор Васильевич Патова сума суса - вӗренекен-сенчен", теприн ҫине "Ле-нин орденӗн кавалерне Фи-липп Афанасьевич Афанась-ева тав туса - вӗренекенсенчен" тесе ҫырса хунӑ.

Хисеплӗ ҫынсем ҫут тӗнчерен уйӑрӑлса кайнӑранпа чылай вӑхӑт иртнӗ пулин те вӗсен ырӑ ячӗ ха-лӑх асӗнче. Ялта чи хисеплӗ ҫынсем пулнӑ Никифор Ва-сильевичпа Филипп Афанасьевич патне ял-йыш тӗрлӗ ыйтупа пынӑ, калаҫнӑ, ка-нашланӑ, паха сӗнӳ илнӗ. Ентешӗсен ачисене пӗлӳ кӑна паман вӗсем, хӑйсен тӗслӗхӗпе ыттисене те ырра вӗрентнӗ. Икӗ вӗрентекенӗн 586 вӗренекенне патшалӑх наградипе чысланӑ: СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин орден-медальне, хисеплӗ ячӗсене тивӗҫнӗ. Вырӑнти шкултан ӑс пухса тухнӑ ҫӗр-ҫӗр ҫын пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра ахаль колхозникран пуҫласа ертуҫӗ таран тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ку тӑрӑхри ялсене 15 ҫул каяллах ҫут ҫанталӑк газӗ илсе ҫитернӗ, асфальт сарнӑ ҫулсем тунӑ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ С.Ф.Сайкин хӑйӗн ҫуралнӑ кӗтесӗнчи шкул ҫинчен ҫакӑн пек йӗркесем ҫырса хӑварнӑ: "Мана Н.В.Патовпа Ф.А.Афанасьев вӗрентнӗ. Вӗсем манра вӗрентекен пулас ӗмӗте ҫуратнӑ. Эпӗ вӗрентекен пултӑм".

Юрий ЛИСТОПАД

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика