Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Ĕçлекен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ, пепкисене никампа та хăварма пултарайманран, вĕсене ирĕксĕрех садике ăсатма тивет тесе шутлать. Урăхла каласан вăхăтлăх кĕтес вырăнне хурать.
ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви, ЧНК, Чăваш телевиденийĕ ирттернĕ черетлĕ «Чĕре кĕввисем» телетĕпелте ача сачĕсенче тăрăшакансен ĕçĕпе паллашнă хыççăн пачах урăхла шухăш çуралчĕ. Тĕрĕссипе, ача сачĕ шăпăрлансемшĕн чăн-чăн иккĕмĕш кил, пуçламăшсен пуçламăшĕ. «Амăшĕ хăйĕн чун тĕпренчĕкне малтанхи утăмсем тума хăнăхтарать пулсан, садик вара пепкесен пĕрремĕш пурнăç шкулĕ», – палăртрĕ Канаш хулинчи 18-мĕш ача сачĕн ертÿçи З.Игнатьева. 32 çул тăрăшать çак ĕçре Зоя Павловна. Ача сачĕ ЧР Президенчĕн грантне тивĕçлĕ пулнинче, тĕрлĕрен ăмăрту-конкурсра мала тухнинче, паллах, унăн тÿпи пысăк. З.Игнатьева – РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, «Канаш хулин ĕçлĕ хĕрарăмĕ-пики» конкурс лауреачĕ. «Ачасене питĕ юрататăп эпĕ, – терĕ Зоя Павловна. – Çапах та мана чи савăнтараканни – пирĕн ĕç канăçсăрри, шалу пĕчĕкки çамрăксене хăратманни. Вĕсем хăйсен чунĕ ыйтнипе пирĕн профессие суйласа илеççĕ».
Çак шухăша Шупашкарти 180-мĕш ача сачĕн воспитательници Антонина Анатольевна Родионова та палăртрĕ. Кунта пĕчĕккисене тăван чĕлхене вĕрентес, ачасенче чăвашлăх туйăмĕ çуратас, ăна аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Халăх йăла-йĕркине пысăк вырăна хураççĕ. Ачасем пĕчĕклех чăваш тĕрри тĕрлеме хăнăхаççĕ. «Чăваш тĕрри çыруллă» ĕç кĕнеки-тетрачĕ те хатĕрленĕ хастарсем. Унпа республикăра интересленсех паллашаççĕ, хаваспах усă кураççĕ. Çак ырă ĕçĕн пуçаруçи – А.Родионова.
Ачасене тăван чĕлхе пуянлăхне хаклама Шупашкарти 177-мĕш «Мерчен» ача садĕнче те лайăх вĕрентеççĕ. 156-мĕш ача садĕнче вара Людмила Николевна Кулаева педагог ертсе пынипе тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене çеç мар, акăлчан чĕлхине те пĕчĕкренех хăнăхаççĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти 27-мĕш шкулти Валентина Николаевна Балукова та тĕлĕнтерчĕ телетĕпелте. Вăл хатĕрленĕ «Çанталăк мĕнле пулассине чăваш халăх сăнавĕсем тăрăх палăртасси» педагогика технологийĕ пирки чылайăшĕ пĕлме тăрăшрĕ. Чи савăнтараканни – унпа ачасем те каçса кайсах интересленни. Сăмах май каласан, çак паха опытпа Раççейри «Обруч» журнал тĕплĕн паллаштарнă.
Кÿкеçри «Колосок», Çĕмĕрлери 19-мĕш, Елчĕкри «Золотая рыбка» ача сачĕсен коллективĕсенчен, Хĕрлĕ Чутайри Ирина Аббакумовăпа Надежда Гусельщикова воспитательницăсен тата ыттисен куллен кун туса пыракан пархатарлă ĕçĕнчен вĕренмелли, ырă тĕслĕх илмелли нумай.
Телетĕпелте чи хастаррисене чăваш эстрада юрăçисем – Виталий Адюков, Сергей Павлов, Надежда Заводскова, Светлана Бубнова – хăйсен юррисене парнелерĕç.
К.Петров.
Сăн ÿкерчĕкре телетĕпел саманчĕ.
Н.Порфирьев сăн ÿкерчĕкĕ.