Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.06 Вӗрентекен - пархатарлӑ професси (ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

"Ырӑ сӑмах ылтӑнран та хаклӑ", - тет чӑваш. Шӑпах ҫакна тӗпе хурса ҫуралнӑ та республикӑра "Чӗре кӗвви-сем" телетӗпел. Унӑн тӗллевӗ - кирек  мӗнле  ӗҫӗн  пуҫла-мӑш   сыпӑкӗнче   тӑракансене -   механизаторсене,   дояркӑ-сене, рабочисене тата ыттисене    -   лайӑх   ӗҫшӗн   тав тӑвасси, хавхалантарасси, чысласси.   Пӗлтӗр   республикӑра Ҫӗр ӗҫченне чысларӗҫ. "Чӗре кӗввисем" телетӗпелӗн паттӑ-рӗсем ял ӗҫченӗсем  пулчӗҫ. Трактор тӑвакансен  культура керменне   уй-хирпе    фермӑ-сенче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар -сӗтел ҫинче апат-ҫимӗҫ тулли пултӑр тесе тӑрӑшакан  ытти професси ҫыннисем - культура,    медицина,    педагогика, суту-илӳ ӗҫченӗсем тата ыттисем ҫитрӗҫ.

Кӑҫал "Чӗре кӗввисем" пар-хатарлӑ та сумлӑ ӗҫченсене -вӗрентекенсене - кӗрекене чӗнмесӗр тӑма пултараймарӗ. Нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче "Учитель ячӗ мӑнаҫлӑн янӑрать" ятпа теле-тӗпелӗн пӗрремӗш уявӗ Вӗрентекен ҫулталӑкӗ пуҫланнине халалласа уҫӑлчӗ.

Телетӗпеле чыслама сцена ҫине чӗннӗ паттӑрсенчен пӗри Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлу паракан 14-мӗш вӑтам шкул директорӗ Светлана Иванова та, хӑйӗн юррипе вӗренте-кенсене чи маптан саламла-кан чӑваш эстрада юрӑҫи Августа Уляндина та турех ҫакна палӑртрӗҫ: республикӑри вӗрентекенсен сӑнарӗн -хӗрарӑм сӑнӗ. Ку чӑнлӑхран ниҫта та пӑрӑнаймӑн: шкул-сенче вӗрентекенсен пысӑк пайӗ - хӗрарӑмсем. Ҫапах та

вӗсем вӗрентӳ ӗҫӗнче йыш-лӑн ӗҫлени савӑнтарать те. Ачан, вӗренекенӗн чунне ҫывӑхраххи, ӑна ытларах ӑнла-наканӗ - хӗрарӑм. Вӑл анне пекех е анне, асанне вырӑн-ӗнчех. Ҫавӑнпа вӗсен аллин-че вӗрентӳ, воспитани ӑнӑ-ҫлӑрах пулса пырать те.

Акӑ Шупашкарти 17-мӗш шкул директорӗ Вера Ионова вӗренекенсемшӗн - пӗрре те "пуҫлӑх" мар. Тӑван амӑшӗ патне туртӑннӑ пек ун патне пыраҫҫӗ ачасем. Вӗренӳпе ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр ыйтӑва хус-катмалла-и е пӗр-пӗр мероп-рияти йӗркелемелле-и - тӳрех ун патне чупаҫҫӗ. 40-мӗш вӑтам шкулти Александра Ан-тропова вара, телетӗпелте палӑртнӑ тӑрӑх, асанне вырӑ-нӗнче. Унӑн педагогикӑри стажӗ - 32 ҫул. Чӑваш Рес-публикин тава тивӗҫлӗ учи-телӗ халӗ тивӗҫлӗ канура. Апла пулин те кашни кун тенӗ пекех шкулта курма пулать ӑна. Управлени ка-нашӗн членӗ, вӑл.

Канашри 3-мӗш вӑтам шкулти пуҫламӑш классене вӗрентекен Галина Самылки-на та ырӑ ята тивӗҫ. Ялан ҫӗннине шырать вӑл. Пил-лӗкмӗш ҫул ӗнтӗ "Шкул -2100" программӑпа ӗҫлет. Тӗнчипе паллӑ педагогсен Л.Занков, Л.Петерсон ӗҫ ме-лӗсемпе вӗрентупе воспитани ӗҫӗнче туллйн усӑ курать.

Шупашкарти. 22-мӗш вӑтам шкулти Елена Михайлова та вӗрентекен профессине ӑнсӑртран суйласа илмен. Унӑн аслашшӗ Семен Яков-лев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫичченех Муркаш районӗ-нчи Кашмашра пуҫламӑш класс ачисене вӗрентнӗ. Вӑ-

рҫа тухса кайсан 1941 ҫул-тах хыпарсӑр ҫухалнӑ. Унӑн аппӑшӗ Ксения та шкулта вӗрентнӗ. Вӑл та вӑрҫа хутшӑннӑ. Елена Самуилов-нӑн амӑшӗн куккӑшӗ Со-фрон Яковлевич та учи-тельте ӗҫленӗ. Амӑшӗн тӑ-ванӗсем Зоя Петровӑпа Екатерина Клинская 45-шер ҫул ачасене вӗрентнӗ. Е.Михайловӑн ӑрӑвӗнче пе-дагогсем татах та пур. Пӗтӗмӗшле стаж вара 214 ҫулпа танлашать.

Пӗрин хыҫҫӑн тепри тухрӗҫ телетӗпел варрине республи-кӑри чи хастар учительсем. Шупашкарти 60-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Людмила Федо-това, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта темиҫе ҫул директорта ӗҫленӗ, халӗ музей ӗҫне йӗркелесе пыракӑн Людмила Лермонтова, Ҫӗнӗ Шупаш-карти 13-мӗш шкулти хими учителӗ, директор ҫумӗ Люд-мила Кадеева, Вӑрмар райо-нӗнчи Улкашри шкулта вӑй хуракан педагогика наукисен кандидачӗ Светлана Романова...

Кашниех хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫӗпе тӗлӗнтерет. Пурин валли те ӑшӑ тав сӑмахӗсем тупӑнчӗҫ уявра. Савӑк юрӑ-сем янӑрарӗҫ.

Пухӑннисене телетӗпел ҫӗнӗлӗхӗ - педагогика паттӑ-рӗсемпе паллаштарнӑ вӑхӑтра пысӑк экран ҫинче вӗсен ӗҫӗ-хӗлӑ, шкулсем, вӗренте-кенсен коллективӗсем ҫинчен видеоклип кӑтартса пыни те - питӗ килӗшрӗ. Мӗн калӑн, ырри, лайӑххи пирки илтме, пӗлме, курма тем пекех аван-ҫке.

К.ПЕТИН.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика