Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.06 Ашшӗ-амӑшӗн вшпӗмӗпе аталанать ача (ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ульяновск облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Йӗпе Пӑкӑрлӑри вӑтам шкулта хӑйне евӗрлӗ педагог-психо-лог ӗҫлет. Тутарстанра ҫуралнӑскер ҫав вырӑнта тӗплениччен нумай ҫӗрте пулса курнӑ. Вӗрентекен специаль-ноҫне Алтайри аслӑ шкулта алла илнӗ. Самарта ятарлӑ комендатурӑра ӗҫленӗ. Шӑпи Йӗпе Пӑкӑрлӑна илсе ҫитернӗшӗн пачах укӗнмест. Унӑн халӗ хӑтлӑ хваттер, чуна килӗшекен ӗҫ пур. Хӗрарӑма телейлӗ пулма чи кирли - юратнӑ ҫын та - ҫумра...

Арӑмӗпе упӑшки пӗр-пӗринпе ҫуралсанах "паллашнӑ" темелле: пӗр больницӑрах, пӗр уйӑхрах, пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫут тӗнчене килнӗ-ҫке. Кайран пӗр класрах вӗреннӗ. Анчах ун чухне юрату туйӑмӗ пирки нихӑшӗ те сӑмах пуҫарман. Пӗр-пӗрне килӗштернине ҫулсем иртсен тин ӑнланса илнӗ. Ҫар тумӗ тӑхӑннӑ кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ каччӑна курсан хӗр чӗри кӑлт-кӑлт тапма пуҫланӑ. Вӑтаннипе пичӗ хӗрелнӗ... Ҫемьери килӗшӳ ӗҫре те пулӑшнине, ырӑ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме те хавхалантарнине пытар-масть ҫаврӑнӑҫуллӑ хӗрарӑм. Унӑн куҫӗ   савӑнӑҫпа   ҫиҫет.   Ара,   телей

"кайӑкӗ" вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ-ҫке. Унӑн "чӗппи" Васильевсен кил-ӗнче вӗҫӗмсӗр чӗвӗлтетсе савӑк кӑмӑл парнелет. Ӑшӑ кӑмӑллӑ Анато-липе Людмила нумаях пулмасть ача усрава илнӗ.

Шӑпӑрлансен савӑнӑҫне, хуйхи-суйхине пайлакан ҫын ҫак йышӑну патне пурнӑҫ тӑршшӗпех "утнӑ". Ача садӗнче ӗҫленӗ чухнех вӑл пӗчӗкки-семпе туслашнӑ. "Ачасемсӗр тулли пурнӑҫпа пурӑнман пек туйӑнать", -тет халӗ вӑл. Вӗсемпе вӑл хӑй тӗнчепе ҫӗнӗрен паллашнӑ. Асли, чӑваш кружокӗ ертсе пынӑ май, "вӗттисене" мӑн асаттесен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ, чӗлхемӗр ҫепӗ-ҫлӗхӗпе паллаштарнӑ.

Вӑхӑтӗнче 5-6 ҫултисене юрӑ конкурсӗсене те илсе ҫӳренӗ Людмила Павловна. Ун чухне пултарулӑхне "уҫма" пултарнӑ Марина Александров-на, сӑмахран, хӗр шутне кӗрсен "Кӗмӗл сасӑ" дипломанчӗ те пулса тӑнӑ. Шкулта организатор пулнӑ май спектакльсем хатӗрлессине те хӑй ҫине илнӗ вӑл. "Тутар-и, вырӑс-и -нихӑҫан та пӗр ачана та сирсе яман. Вӗсем те спектакльте чӑвашлах калаҫатчӗҫ. Куракан кам хӑш наци ачи пулнине туйса илейместчӗ те, -каласа парать Л.Васильева. - Паллах, кӗҫӗн классенче кӑна тӑван чӗлхене вӗрентни ҫителӗксӗр. Чӑвашлӑх туйӑмне упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ ыйтура тата тепӗр ен те пӗлтерӗшли-не палӑртасшӑн. Ача вӗт ашшӗ-амӑшӗ мӗнле чӗлхепе пуплет - ҫавна ӑша хывать. Икӗ наци ҫыннин ҫемйинче, шел, пирӗн тӑван чӗлхене суйламаҫҫӗ ҫав. Пособи таврашӗ ҫитменни те мар, ашшӗ-амӑшӗн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑнса, мӑн асаннесен чӗлхинчен ютшӑнса пыни - ак чӑн ыйту, чун ыратӑвӗ", - шухӑшлӑн калаҫать педа-гог. Ҫук, ачасемшӗн кӑсӑклӑ тӑван чӗлхепе иртекен литература урокӗсем. Кружока ҫӳреме те кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑваш пуян культурипе те, историй-ӗпе те кӑсӑклантарма пӗлет вӗренте-кен. Унӑн сӑмахӗсене ашшӗ-амӑшӗ "ҫирӗплетсен" тем пекехчӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика