Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.13 Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре - çĕнĕ технологисем (ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Татьяна НАУМОВА


 

Кĕнеке, электрон доска, электрон пособи - çаксем урока çĕнĕ технологисемпе усă курса иттерме кирлĕ япаласем. Текста вуланă май мультимедиа хатĕрĕсем доска çине илемлĕ ÿкерчĕксем кăларса тăратаççĕ. Аттепе аннен çеç-ха диафильм пăхма та майĕ сахал пулнă, çур ĕмĕр каялла çеç телевизорпа тĕрлĕ кăларăм пăхакан йышĕ нумай тупăнман. Паян вара чăваш чĕлхи урокĕсене те çÿллĕ шайра ирттерме пулать.

Çакна Шупашкарти 59-мĕш шкулта вăй хуракан Галина Абрамова та çирĕплетет. Ара, ачасене çĕнĕлле вĕрентме хатĕрлекен кĕнекесен авторĕ те хăйех-çке. Çапла, пултаруллă та тăрăшуллă Йĕпреç хĕрĕ хула ачисене тăван сăмахлăхпа паллаштарма пособисем хатĕрлет. Чĕлхене парăннă Галина Васильевна чăвашлăха хисеплеме, юратма вĕрентет. Çавна май шкулта таврапĕлÿ музейĕ те йĕркеленĕ. Ачасене несĕлĕмĕрсен культурипе паллаштарнă чухне вĕрентекен учебниксемпе çеç мар, экспонатсемпе те усă курать.

Паллах, ĕçе темле юратсан та йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Хула ачисен хушшинче те чăвашла тĕрлĕ шайра пĕлекен тĕл пулать. Чăваш ачисем тăван сăмахлăха аванах тĕшмĕртеççĕ, вырăссемпе вара кансĕртерех лекет. Çапах та хĕрарăм йывăрлăхсене парăннине курнă-и эсир? Вĕсене тÿссе ирттерсен çĕнтерÿ тата та пылакрах, çитĕнÿ тата та хавхалануллăрах-çке.

Иртнĕ эрнере Шупашкарти 59-мĕш шкулта чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Галина Абрамова уçă урок ирттерчĕ. Электрон пособисемпе усă курнине хаклама министерство ĕçченĕсем те çитрĕç.

Шкул директорĕ Сирине Арыченкова та чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пирки ыррине çеç асăнать:

- Галина Васильевна пирĕн шкулти чăваш чĕлхи учителĕсен хушшинче - чи малти. Ыттисемшĕн вăл маяк евĕр. Пирĕн шкула килсенех вăл ыттисене ачасене чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентмеллине палăртрĕ. Хăйне май методика сĕнчĕ. Вăл - пултаруллă та хастар. Шкулти учительсен фольклор ушкăнне те йĕркелесе пырать. Килекен хăнасене яланах хаваслă кĕтсе илетпĕр.

Республикăри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен хушшинче малти вырăна тухса Чăван Ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме тÿр килнĕччĕ новатор вĕрентекене. “Вĕрентÿпе методика комплектне тăвакан” номинацире Галина Абрамовăна çитекен пулман. Раççейри наци чĕлхине вĕрентекен учительсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ вăл. Тăрăшуллă учительпе юнашар вăй хума пÿрнишĕн ĕçтешĕсем те савăнаççĕ, унпа мухтанаççĕ.

- Галина Васильевна Мускаври конкурсра çĕнтересси пирки пĕрре те иккĕленмен эпир. Унпа пĕрле çак шкулта 1994 çултанпа ĕçлетпĕр. Эпир унăн ĕçĕсене курсах тăратпăр. Хăйĕн сывлăхне, вăй-халне шеллемесĕр юлашки виçĕ-тăватă çулта чăваш чĕлхи ултă учебникĕ, ĕç тетрачĕсем, методика кăтартăвĕсем, электрон пособисем хатĕрлесе кăларчĕ. Республикăри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем валли семинарсем çÿллĕ шайра ирттерет. Галина Васильевна пире те вĕрентет, - тет шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Альбина Краснова.

- Чăваш чĕлхине вĕрентме чăнах та çăмăл мар. Тĕрлĕ наци ачисем пуçтарăннă пирĕн. Вырăссемсĕр пуçне узбексем те, тутарсем те пур. Паллах, вĕсене чăвашла калаçтарма çăмăл мар. Çапах та эпир ачасем чăвашла калаçма пултарччăр, вĕсем çак чĕлхене юратчăр, хисеплеччĕр тесе тăрăшатпăр. Паллах, чăвашла пуплеме вĕрентесси учительтен çеç мар, кĕнекесен пахалăхĕнчен те килет. Учебниксен ачасене тивĕçтермелле, вĕсен кăмăлне те тĕпе хумалла. Ача урокра мĕн пирки сăмахласшăн е мĕн çинчен калаçасшăн мар - ăна та асăрхамалла. Тема кăсăклă пулмасан вĕренекене явăçтарма йывăр, - каласа кăтартать Галина Абрамова.

Халĕ Г.Абрамова вĕрентÿпе методика комплексне туса пĕтерес енĕпе ĕçлет. Вĕсенчен пиллĕккĕшĕ хатĕр ĕнтĕ /1 - 5 классем валли/, улттăмĕшĕ /6 класс/ - производствăра. Унсăр пуçне тата виçĕ комплект хатĕрлемелле. Вĕсем 7 - 9 классенче ăс пухакансем валли.

- Ачасемпе тачă çыхăнса ĕçленĕрен кĕнеке еплерех пулмаллине витĕр курса тăратăп. Вĕсене хатĕрлеме манăн ĕç опычĕ те, çирĕплĕх те пур. Шкул администрацийĕ, ытти вĕрентекен пулăшни, шкул ачисем кăсăкланни те хавхалантарать. 4 тата 5 классем валли хатĕрленĕ видеосюжетсемпе тăтăш усă куратпăр. Ун пек ĕçленине ачасем те юратаççĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе пирĕн çĕнĕ технологисемпе йĕркелемелле. Çакă пысăк пулăшу парать тесе шухăшлатăп.

Çак шкула лекнине ăнăçупа танлаштарать Галина Васильевна. Вĕрентекене аталанма пур услови те пур кунта. Кĕнеке çырма та, семинар ирттерме те никам та чăрмантармасть. Кирек хăш урока та медиа-центрта ирттерме пулать.

- Кĕнекесем хатĕрлеме, паллах, нумай вăй кирлĕ. Вĕрентÿ министерстви нумай пулăшать. Раççей шайĕнче “Вĕрентÿпе методика комплектне тăвакан” номинацире çĕнтернĕ хыççăн çул çăмăлланасса шанатăп, - сăмахлать чăваш хĕрарăмĕ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика