Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.16 “Çак ĕçе чунпа суйласа илтĕм” (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Алина ЛУКИЯНОВА

Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Г.В.Абрамова çак кунсенче ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. Ăна ĕçтешĕсем, ытти шкул учителĕсем, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин представителĕсем пырса курчĕç. Галина Васильевна тăваттăмĕш классемпе ĕçлерĕ, вĕсене пирĕн тăрăхри чĕр чунсемпе паллаштарчĕ.

Ачасем пакшапа тилле вырăсла-чăвашла пур енлĕн хаклама вĕренчĕç. Учитель видеосюжетсемпе, учебникпа вырăнлă усă курни, ачасен пуçарулăхне вăхăтра асăрхаса хавхалантарни вĕренекенсене чăвашла сăмахсене çăмăлрах ас туса юлма пулăшни палăрчĕ. Урок хыççăн вĕсем хăйсем те чăвашла вĕренме питĕ килĕшнине, Галина Васильевнăна юратнине пĕлтерчĕç.

Тĕрĕссипе, Г.В.Абрамовăн кашни урокнех ăсталăх урокĕ тесе çирĕплетме пулать. Вăл - хула шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсен хушшинче чи пултаруллисенчен пĕри. Ун патне вĕренме пыраççĕ, унăн меслечĕсене алла илме тăрăшаççĕ. Галина Васильевна инноваци ыйтăвĕсемпе ирттерекен семинарсене хутшăнакан та яланах нумай.

- Эпир Галина Васильевнăпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Вăл шкулти тăван чĕлхе учителĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать, - тет 59-мĕш шкул директорĕ С.М.Арыченкова. - Галина Васильевна хăйĕн вĕрентÿ кабинетĕнче тавра пĕлÿ музейĕ йĕркелерĕ, унти экспонатсемпе усă курса ачасене чăваш чĕлхине, тăван çĕршыва юратма хăнăхтарать. Хула шкулĕсенчи чăваш чĕлхи учителĕсем валли йăлара, çемьере чăваш сăмахне илтмен ачасемпе ĕçлемелли вĕренÿ-методика комплектне хатĕрлес тĕлĕшпе питĕ нумай тăрăшрĕ. Ачасене чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентни витĕмлĕрех пуласса ĕнентерме пултарчĕ. Комплекта çĕнĕлле - ют чĕлхепе пĕлÿ памалли методика никĕсĕ çинче йĕркеленине ырласа йышăнтăмăр. Чăваш сăмахне икĕ ушкăна уйăрса вĕрентме малтанхи кунсенчен пуçласах майсем туса патăмăр. Пĕр ушкăнра - чăваш ачисем, тепринче - ытти наци ачисем. Çак меслет учительсен ĕçне çăмăллатать, вĕренекенсене те лайăхрах ĕлкĕрсе пыма май парать. Унпа хула шкулĕсенчи ытти вĕрентекен те ăнăçлă ĕçлет. Питĕ пултаруллă, пысăк тавра курăмлă çын вăл - пирĕн Галина Васильевна. Учебниксем çырать, шкулти учительсен фольклор ушкăнне ертсе пырать, фото ÿкерет, тĕрлĕ конкурса хутшăнать, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама та вăй-хал çитерет. Сăмах май, унăн кĕçĕн ывăлĕ Саша пирĕн шкулта вун пĕрмĕш класра вĕренет. Ырă кăмăллă, сăпайлă, вĕренÿре хастар пулнăшăн ăна ачасем те, учительсем те хисеплеççĕ. Эпир Галина Васильевнăн ĕçне тивĕçлипе хакланипе кăмăллă. Ăна Раççей Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп хучĕпе, пĕтĕмĕшле тата вăтам вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн паллипе наградăланă. Малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр.

Шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи А.Л.Краснова Галина Васильевнăпа пĕрле 1994 çултанпа ĕçлет. “Вăл Мускаври конкурсран çĕнтерÿпе таврăнасса пĕртте иккĕленмен эпир, - тет Альбина Леонидовна. - Виçĕ-тăватă çулта ултă учебник, ĕç тетрачĕсем, учительсем валли методика кăтартăвĕсем, электрон пособисем хатĕрлерĕ. Галина Васильевнăн учебникĕсемпе ачасем савăнсах ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă, мĕншĕн тесен нумай чĕлхе пĕлни ачисене тата лайăхрах аталанма çул уçса панине ăнланма пуçларĕç. Тĕрлĕ халăх тата вырăсланнă чăвашсен ачисене чăваш сăмахне хисеплеме вĕрентесси учительрен, ятарлă, уçса вулама илĕртекен кĕнеке пурринчен нумай килет. Ку тĕлĕшпе Галина Васильевна ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл ыттисене те нумай пулăшать, республикăри чăваш чĕлхи учителĕсем валли семинарсем ирттерет, унта пире те явăçтарать. Ăна кура эпир те çĕнĕлĕхсенчен юлас мар тесе тăрăшатпăр”.

Галина Абрамова вĕренмелли тата вĕрентмелли кĕнекесем çырассипе çĕршывĕпех палăрчĕ. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Мускавра иртнĕ “Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенсен ăсталăх класĕ” конкурсра унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. “Вĕренÿ-методика комплектне хатĕрлекен” номинацире вăл - пĕрремĕш, конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх иккĕмĕш вырăн йышăннă. Жюри председателĕ, Мускав патшалăх университечĕн профессорĕ Д.М.Нилов Г.В.Абрамова опытне Раççейĕн мĕн пур регионне сармалла тесе палăртнă. Грознăйри чечен чĕлхи учительници К.С.Хачукаева вара, Чăваш Ен вĕрентекенĕ конкурса 26 кĕнекепе 4 электрон пособи тăратнинчен тĕлĕннĕскер, вĕсен çакăн пек комплектсем хатĕрлес тĕлĕшпе ятарлă институт ĕçленине пĕлтернĕ. Хăш-пĕр регионран хăйсен шкулĕсем валли вĕренÿ-методика комплекчĕсем йĕркелес ĕçе хутшăнма сĕнекенсем те пулнă.

- Манăн тĕллев - вĕренÿ-методика комплекчĕсен тулли ярăмне хатĕрлесе çитересси, - палăртать Г.В.Абрамова. - 1-5-мĕш классем валли пур ĕнтĕ, 6-мĕшĕ - производствăра, кăçал пичетленсе тухмалла. Тата 3 комплект - 7,8,9-мĕш классем валли - кирлĕ. Вĕсене хатĕрлеме ĕç опычĕ çителĕклĕ тесе шухăшлатăп. Шкул администрацийĕ те пулăшать, ачасем те вăй-хăват парса тăраççĕ. Кĕнеке çырасси маншăн пĕртте йывăр туйăнмасть. Паллах, шкулта ĕçлемен, ачасемпе куллен хутшăнман тăк урăхларахчĕ ĕнтĕ, пĕр кĕнекене 3-4 çул та çырма тиветчĕ пулĕ. Манăн йăлтах куç умĕнче, ачасене, вĕрентекенсене мĕн кирлине пĕлетĕп. Кĕнекесем çавна пула пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ çыхăнса пыраççĕ. 7-9-мĕшсем валли вĕсем мĕнлерех пулмаллине, мĕнле материалсем кĕртмеллине, ачасене мĕн килĕшнине, кăсăклантарнине, мĕнле çивĕч ыйтусене хускатмаллине витĕр курса тăратăп. Учебник та, электрон пособи те ачан чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне аталанма пулăштăр. Çакна шута илсе ĕçлетĕп. Тата манăн кĕнекесене илемлетнĕ Елена Енькка художнике тав тăвас килет. Вăл хăй те шкулта ĕçлет, ачасен психологине аван пĕлет, чăвашлăх ыйтăвĕсемпе кăсăкланать. Çавăнпа унăн ÿкерчĕкĕсем ачасене тивĕçтермелле пулса тухаççĕ. Эпир пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр, пире пĕрле ĕçлеме çăмăл.

Галина Васильевна шкул, ачасем, ĕçтешĕсем, малашлăх тĕллевĕсем çинчен калаçнă май сăн-пичĕ, куçĕ тата ытларах çуталса пынăн туйăнчĕç. Юлашкинчен вăл çапла çирĕплетрĕ: “Ачасене юратман пулсан шкулта ĕçлеместĕмччĕ. Тĕнчере паха професси нумай, маншăн чи çывăххи, чи кирли вĕрентекен профессийĕ, ăна эпĕ чунпа суйласа илтĕм, хама çак ĕçре кăна куратăп”.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика