Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.25 Çын пуласси… шкултан пуçланать (ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Нарăсăн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменне республикăри педагогсем Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнине халалланă телетĕпеле пухăнчĕç. Ĕç паттăрĕсен пурнăçĕ çинчен каласа панă вăхăтра экран çинче видеокадрсем шкул пурнăçне çутатни пуриншĕн те çĕнĕлĕх пулчĕ.

Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе ăслăлăх министрĕ Андрей Фурсенко: “Чăваш Ен - Раççей вĕрентĕвĕн лидерĕ, яланах çапла пулĕ”, - тенĕччĕ. Раççей Вĕрентÿпе ăслăлăх министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, чăваш ачисенчен 92 проценчĕ паян тĕнчери чи çÿллĕ шая тивĕçтерекен шкулсенче вĕренеççĕ /Раççейĕпе - 60 процента яхăн/. Чăваш Ен - предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре 2-мĕш вырăнта. Пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрăксем çĕршыври чи лайăх аслă шкулсене кĕресси XXI ĕмĕрте 100 хут ÿснĕ.

Çапла, пирĕн вĕрентекенсемпе мухтанмалла. “Чĕре кĕввисем” телетĕпелте вĕсен ячĕпе каланă ăшă, ырă сăмах çине-çинех янăрарĕ.

- “Çын мĕнле пуласси ачаранах паллă”, - тетпĕр. Эпĕ урăхларах каланă пулăттăм: çын пуласси - шкултан пуçланать, - хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ Шупашкарти 43-мĕш шкул вĕрентекенĕ Людмила Трофимова. Шупашкар районĕнчи Хыркассинче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер шăпăрлансене вулама-çырма, шутлама хăнăхтарни, пĕлÿ илме пулăшни çеç çителĕксĕр тет. “Учителĕн ачасене чăн-чăн çын пулма вĕрентмелле. Çакă вĕсене пурнăç çулĕпе çирĕп утма май парать”, - тет Людмила Викторовна. Çавăнпа класс ертÿçин тивĕçне уйрăмах тимлĕ пурнăçлать: вĕренекенсен шкул тулашĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать.

Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи 3-мĕш шкулăн математика учителĕ Светлана Викторовна та ачасене тивĕçлĕ воспитани пама хăйĕн майĕсене тупнă. Вăл шкулта кадет класне уçассишĕн вăйхалне те, вăхăтне те шеллемен. Халĕ çак класс республикăри эксперимент площадки шутланать. Шкулта çар мухтавĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Р.Зорге разведчикăн тата Никита Бичурин востоковед-тĕпчевçĕн музейĕсем пуррине пĕлтерчĕ вăл.

Шупашкарти 60-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Людмила Федотова та - шкулти музей ĕçне йĕркелекенсенчен пĕри. Кунти этнографи музейне республикипех пĕлеççĕ. Çак кунсенче ăна туса хунăранпа 10 çул çитнĕ.

Кÿкеçри 1-мĕш вăтам шкулти технологи вĕрентекенĕ Николай Востриков: “Кашни ачана ĕçе юратма хăнăхтармалла”, - тет. Паллах, ун пек çын йывăрлăхра пуç усмĕ, çухалса каймĕ. Ĕçе юратакансем - чи пуçаруллисем, чи хастаррисем.

Шупашкарти 49-мĕш шкулăн технологи учителĕ Валерий Кудряшов пуçарнипе “Эткер” пĕрлешÿ йĕркеленĕ. Унта ачасем ал ĕçĕсем тăваççĕ. 2000 çулта уçăлнăскер - çĕршыври, регионсенчи, республикăри вун-вун ярмăрккапа курав çĕнтерÿçи.

Хăйсем пĕлÿ панă ачасем учитель профессине суйласа илни вĕрентекенсене пуринчен ытла савăнтарать-мĕн. Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкул ачисемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Шкул директорĕн çумĕ Марина Ермеева телетĕпелте пĕлтернĕ тăрăх, кунта Совет Союзĕн Геройĕ М.Силантьев та пĕлÿ пухнă. Вун-вун шăпăрлан педагог профессине алла илме ĕмĕтленет-мĕн.

 

Константин Петров

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика