Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.27 Сӑпайлӑ, ӑш пиллӗ, канӑҫсӑр (Чăваш хĕрарăмĕ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ирхи апат хыҫҫан яланхи кун йӗркипе Скворцовсем шкула васкаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ чылай чухне килте ҫуккине хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, унӑн яланах ӑмӑртусем, тренировкӑ-сем... Мӑшӑрне ӑнланать Альбина Алексеевна: шкул директорӗн ӗҫӗ яваплӑ, уроксем пуҫланиччен канашламалли, татса памалли ыйту сахал мар.

Коллективра Альбина Алексеевна хӑй те сӑпайлӑхӗпе, ачасене юратнипе, вӗсенчен ҫирӗп ыйтнипе, хӑйӗн предметне тӗплӗ пӗлнипе, пысӑк тавра курӑмлӑ, ӑста алӑлпӑ пулнипе палӑрса тӑрать.

Кӗҫӗн Таяпари Головинсен хӗрӗ Шупашкарти педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетӗнчен вӗренсе тухсан тӑван тӑраха тавраннӑ. Ашшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗрен амӑшне пӗччен пурӑнма йывӑррине туйнӑ Альбина. Ҫамрӑк специалиста Аслӑ Таяпари вӑтам шкулта хаваспах кӗтсе   илнӗ.

Халӗ вӑл Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта ӗҫлет. Аслӑ Таяпа ачисене акӑлчан чӗлхине вӗрентме те пӑрахман. Виҫӗ ҫырма урлӑ каҫса ҫуранах ҫуреме хӑнӑхнӑ. Ара, мӑшӑрӗ районти чи маттур та ӑста спортсмен, арӑмӗ те унран юласшӑнах мар. Ахальтен-им районти, респубпикӑри спорт ӑмӑртӑвӗсене ҫемйипех ҫуренӗ, малти вырансене йышӑннӑ. Халӗ те аптрамасть-ха, ҫуран та, йелтӗрпе те чупать Альбина Алексеевна.

Уроксене тӗрлӗ мелпе ирртерсе ачасене хавхалактарма тӑрӑшать вӑл. Ыт ахальтен мар ют чӗлхесемпе кӑсӑкланакансем ҫулсерен нумайланса пыраҫҫӗ. Перремӗш категориллӗ педагог хӑйӗн пӗлӗвне те тӑтӑшах устерсе пырать.

Ун патӗнче вӗренекенсем ҫупсерен ӳсӗмсемпе савӑнтараҫҫӗ, районти, республикӑри, ҫӗршыври конкурссенчен те парӑнса юласшӑн мар. А.Родионова акӑ «Ехсеlsior 2009» конкурсра ют чӗлхепе юрлассипе виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗ. Ытти ҫулти ҫитӗнӳcем те сулмаклӑ. Ывӑлӗ Алексей «Британский Бульдог» конкурсра регионта пӗрремӗш вырӑн йышӑннинче те амӑшӗн тӳпи пысӑк. Ют чӗлхесен районти олимпиадинче те Кӗҫӗн Таяпасем халиччен маххӑ паман. «Марш парков» конкурсра та мала тухнӑ вӗсем. Ӗнерхи вӗренекенӗсем хӑйӗн ҫулне суйласа илнӗшӗн те хӗпӗртет учитель. Аслӑ шкулсенче пӗлу илнӗ тата халӗ вӗренекен О.Маркова, М.Степанова, В.Калинина, Д.Маркова паян та унран канашсем ыйтса шӑнкӑравлаҫҫе. Вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе чӑннипех те    савӑнать А.Скворцова.

 

Валентина Кириллова

Елчӗк районӗ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика