Нимĕн иккĕленмесĕр калатăп: пархатарлăх тĕлĕшĕнчен илсен, ман шутпа, учитель ĕçĕпе танлашакан урăх пĕр професси те çук. Унашкалли нихăçан та пулман, малашне те пуласси иккĕленÿллĕ. Çак шухăша «Учитель» ята тивĕçнĕ пĕлĕш-тăван урлă та, хамăн пурнăçри вун-вун тĕслĕхпе те ĕнентерме пултаратăп.
Пирĕн ялта, Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырмара, пĕрремĕш учитель Кондратий Иванович Иванов пулнă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕршывра власть тытăмĕ улшăнсан культура сферинче те революци тапраннă. Кондратий тăван тăрăхра «ликбез» программине пурнăçлаканĕсенчен пĕри пулнă, ялта хăйĕн килĕнче шкул уçса «тĕттĕм» халăха хутла вĕрентнĕ.
«Пĕлетĕн-и, Коля, санăн хурăнташ пиччÿ Кондратий Иванч пире вулама та, çырма та хăнăхтарчĕ. Эй, тем те пĕр пĕлетчĕ», – час-часах çапла каланине илтме тиветчĕ манăн ача чухне ялти ватăсенчен. Е тата: «Едокран» (çын йышне кура) çĕр пайланă чух Кондратий ял-йыша ана-çаран виçсе пачĕ. Тинех çăкăрлă пултăмăр», – тетчĕç теприсем, темшĕн мана тав туса. Пĕр ватă кинеми тата çапла евитленĕччĕ: «Конрат хут çырса пачĕ те – вăрçăран таврăнман упăшкаран укçа килме пуçларĕ. Эй тĕнче! Спаççипах сире».
Ак япала! Вĕсене итлесен пĕтĕм ырлăха ял учителĕ панă пек пулса тухать. Унăн чыс-хисепĕ мана та – аякри тăванне – тиветчĕ, мăнаçлăх кÿретчĕ. Ахальтен мар çынсем Учитель ятне çÿле çĕкленĕ. Сăлтавĕ пулнах-тăр. Хăшĕсем, тен, шахвăртнă, хăшĕсем, тен, чăнласах çапла шутланă. Çапах та халăхра калани тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума пулăшать. «Ял учителĕ» ята тивĕçнĕ кашни вĕрентекен хăй ĕçлесе пурăннă тăрăхра ăс-хакăл культурине çĕнĕ пусăма – вăхăт ыйтнă пек! – çĕклекенĕ пулнă.
Ялти пĕрремĕш учительпе мĕнле хурăнташлă пулнине ача пуçĕпе атте-аннерен ыйтса пĕлнĕччĕ. «Аслаçу енчен тăван тивет», – çапла хурав пулнăччĕ. Çитĕнерехпе тăванлăх çыхăнăвне хут çине ÿкерсех палăртрăм. Ĕç-пуç уçăмланчĕ: Кондратий ашшĕпе манăн асатте – йăх йывăççин пĕр сыпăкри юпписем.
Каярахпа архив материалĕсемпе усă курса унăн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашрăм. Кондратий Иванов Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уездне кĕрекен Чупай вулăсĕнче 2-мĕш Шаксубино (Тури Шурçырма) ялĕнче 1886 çулта çуралнă. Пысăк йышлă, вун пĕр ачаллă çемьерен. Ашшĕ, Иван, ывăлĕсене пурне те хутла вĕрентме пултарнă.
Кондратий Пĕрремĕш тĕнче вăрçине (1914 – 1917) хутшăннă. Вăрçăри пурнăçĕнчен çакă паллă: çар журналисчĕ пулнă, пĕр çапăçура йывăр аманнă, сывалнă хыççăн «службăна юрăхсăр» тесе ăна киле янă.
Учитель, салтак, журналист тăван яла таврăнсан вĕрентÿ ĕçне кÿлĕннĕ, «тĕттĕм халăхăн куçне уçнă». Ĕмĕрĕ кĕске пулнă унăн, вăтăр çиччĕрех пурнăçран уйрăлнă. Унăн ырă ĕçĕ халăх асĕнчех пурăннăран ят-сумĕ мана та, хурăнташ шăллĕне, час-часах тиветчĕ. Нумай çул иртсен те...
Ялти ятлă хурăнташăмпа яланах мăнаçланаттăм эпĕ. Çакă пурнăçăмра тĕлсĕр-йĕрсĕр çухалмарĕ. Самана çаврăмĕнчи шухăш-туйăм улшăнăвĕ иккĕмĕш специальноçа – учитель ĕçне – суйлама хистерĕ.
Кондратий Ивановăн ял-йыша вăхăтпа тан çĕкленме пулăшнă сăнарĕ манăн астăвăмра ĕмĕрлĕхех çапла çырăнса юлчĕ: ял учителĕ – ял пурнăçĕн сумлă, курăмлă, шанчăклă маякĕ. Хам та çавăн пек пулма тăрăшрăм, нумай çул халăха вĕрентес ĕçре вăй хутăм.
Питĕ шел, 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче учитель ят-сумĕ хавшарĕ. Ялта та, хулара та. Чыс-хисеп маякĕ палăрми пулчĕ. Çил-тăманра çул маякĕ пулмасан çÿревçĕ çĕтсе каясси паллă. Ĕлĕкрех идеал шайĕнче пулнă хисеплĕ çын сумсăра тухсан пĕтĕм общество тĕрĕс çултан пăрăнма пултарать-иç! Акă мĕнле хăрушлăх кĕтет пире малашлăхра.
Патшалăх халь асăннă çитменлĕхе асăрхани шанăç кÿрет. Ахальтен мар 2010 çула Раççейре (вăл шутра Чăваш Енре те) Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăннă. Вĕрентÿ тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене татса парас, маттур педагогсемпе, малта пыракан шкулсемпе хăватлă çыхăну хатĕрĕсем пулăшнипе ыттисене паллаштарас ĕçе патшалăх енчен çакнашкал тимлĕх уйăрни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шанас килет, дистанци мелĕпе ирттерекен интернет-уроксем, аудитори анлăшĕ пин-пин хут сарăлнине кура, учитель ят-сумне те ÿстеретех.
Тĕнче хĕсĕнчĕ, çĕршывăн чи тĕттĕм кĕтесне те хыпар-хăнар самантрах çитет. Эппин, ял учителĕн те пĕлтерĕшĕ унчченхи мар. Ăс-хакăл культури çĕнĕ пусăма çĕкленнĕ саманара çынна воспитани парас ĕç те улшăнчĕ. Сăмах калама ансат – ăша хывма йывăр. Ялта кăшкăрни хулара илтĕнет, Вăтам Азире алхасни Европăра курăнать. Пĕр сăмахпа каласан, çĕнĕ ăру кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аслă атмосферăра калăпланать. Эппин, ял-хула, тĕнче педагогĕсем пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçлени халĕ нихçанхинчен те кирлĕрех.
Сăмахăма вĕçленĕ май асăнса хăварас килет. Ку чухне педагогсен хушшинче çапла калакансем йышланчĕç: «Вĕрентекенĕн артист пулмалла». Тепĕр тесен, тĕрлĕ сăнар калăпласа ачасене ăс панинче ним пăсăкки те çук. Çапах та учителĕн тĕп тивĕçĕ – çитĕнекен ăрăва кун-çул тумхахне пăхмасăр пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшасси. Этем пархатарĕн маякĕ кашни пăрнăç-сулнăкра çухату тÿссен, сăн-сăпатне ылмаштарсан мĕн пулать? Пурри çуккипе танлашать. Хăйне валли чыс-хисеп çĕнсе илессишĕн талпăнакан «артистăн» мар, ачасене чунтан юратакан сăпайлă вĕрентекенĕн ĕçĕ-хĕлĕ чылай курăмлăрах. Усăллăрах та.
«Сас паллинчен – çул палли, кайсан-кайсан – самана палли», – акă вăл вĕрентекенĕн йывăр та пархатарлă ĕçĕнчи ансат маршрут». Ырă ĕçĕн чыс-хисепĕ урăх çулпа çаврăнать, самана хĕвелĕ пулса таврăнать. Çав хĕвел мĕнле çутă сапаласси Учительтен те килет.
Николай Ишентей,
педагог, писатель, публицист.