Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.10 Ăс-тăнпа та пит сатур, чун хавалĕпе те паттăр (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
«Ял учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ хуларинчен чылай уйрăлса тăрать, – пуçларĕ калаçăва Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкул директорĕ В.Чернышев. – Шкула çул тытиччен ирех выльăх-чĕрлĕх пăхать вăл. Ĕç хыççăн киле васкамалла унăн. Каçхине хăш-пĕр вĕрентекен каллех пĕлÿ çуртне хыпаланать, кунта тĕрлĕ секци ертсе пырать».

Хальхи саманара пурнăçа саплаштарма вĕрентекенĕн выльăх-чĕрлĕхпе те усă курма тивет çав. Унсăрăн çемье бюджечĕ чухăнлансах пырать.

«Çĕнĕлле ĕçлеме пĕтĕм услови пур пирĕн шкулта, – малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. – Çавна май компьютерсем те çителĕклĕ, видеоуроксем те ирттеретпĕр, электронлă учебниксемпе те усă куратпăр. Хальхи саманара кĕнекепе, пурăпа çеç ĕçлеме май çук. Пурнăç аталаннă май технологи те çĕнелет. Ача-пăчана вĕсене алла илме пулăшмалла».

340 ача вĕренет асăннă шкулта. Вун тăватă ялтан пухăнаççĕ вĕсем. 37 вĕрентекен вăй хурать. Вĕсенчен чылайăшĕ аслă, пĕрремĕш категорипе ĕçлет. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята илнисем иккĕн: Р.Кудряшовăпа В.Дикина.

Асăннă пĕлÿ çурчĕ 2006 çулта Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Çакна та асăнмасăр иртме çук: гуманитари тата наука енĕпе тарăн пĕлÿ парас тĕлĕшпе профильлĕ классем йĕркеленĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне те хăйсен профилĕпе суйласа илекенсем çулсеренех ÿссе пыраççĕ. Çавна май аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ те пысăкланать. Ахальтен мар Санкт-Петербургри инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕ тăрăшнипе пĕлÿ çуртĕнчех хатĕрленÿ курсĕсем йĕркеленĕ. Вĕренекенсем математикăпа, вырăс, акăлчан чĕлхисемпе хушма пĕлÿ илни те çав тери паха. Маларах шкул администрацийĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Паллах, çакă экзаменсене ăнăçлă тытма пулăшатех. Шкула медальпе пĕтерекен яшсемпе хĕрсен шучĕ вара 3-4 çул пĕрешкелех: иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, виçĕ вĕренекен кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Виçĕм çул вара икĕ «кĕмĕл», пĕр «ылтăн» пулнă. Кăçал та ырă шанăçпа пурăнаççĕ.

Вĕренÿре çеç мар, спортра та маттур Аслă Арапуçсем. Ултă çул хушши районти спартакиадăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илеççĕ вĕсем. Кунтах хоккей, волейбол, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупас, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе секцисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пĕлÿ çуртĕнчех А.Деверинская ячĕллĕ спорт шкулĕ ĕçлет. Кашни çулах Раштав уявĕнче хоккейла выляссипе ăмăрту йĕркелеççĕ çак ялта. Кăçал та, шартлама сивве пăхмасăр, тăватă ушкăн хутшăннă унта. Ача-пăчапа пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те кăсăкланать спортăн çак енĕпе.

Митта Ваçлейне те манмаççĕ ентешсем. Ахальтен мар шкула унăн ятне панă. «Литературăпа краеведени музейĕ хупăннăран поэтăмăр ал çырăвĕсене, ĕçĕсене шкула илсе килесшĕн, – тет пăшăрханса воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Э.Алиуллова. – Унăн музейне уçма пÿлĕм çук пирĕн. Çавăнпа та стендсем йĕркелесшĕн, вĕсене стена çине вырнаçтарасшăн».

Аслă поэтăмăр ятне çĕре ÿкерес мар тесе хăш-пĕр экспоната шкула вырнаçтарма шутлаççĕ вĕрентекенсем. Çак ĕçе вĕсем çын хушнипе мар, чун-чĕре ыратнăран пурнăçлаççĕ. Митта Ваçлейĕ ячĕпе нивушлĕ пĕр-пĕр кĕтес уçма май çук-ши ялта? Пурăннă вăхăтра та хисеп те, чыс та курманскере халĕ те пулин сума сăвасчĕ.

Юрлать, ташлать «Çăлкуç»

Шкултах Патăрьелĕнчи Ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ ĕçлет. 5-9-мĕш классенче вĕренекен ачасем çÿреççĕ унта. Унăн ертÿçи – Е.Сорокина вĕрентекен.

Асăннă ушкăн республикăри «Пĕчĕк çеç путене» пиллĕкмĕш фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ. «Патăрьел мерченĕсем» конкурсра та пĕрремĕш вырăна тухнă.

Репертуарта ытларах – вырăнти юрăсем. Ăна ачасем аслă ăрури çынсенчен çырса илеççĕ, сцена çине кăлараççĕ. Çапла майпа ĕлĕкхи юрăсен ĕмĕрне тăсаççĕ вĕсем. Çавăн пекех эстрада юррисем те шăрантараççĕ. Çи-пуçĕ те илĕртÿллĕ, çыпăçуллă çамрăк артистсен: кĕпесене тĕртнĕ пиртен çĕленĕ. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем чăваш çи-пуçне хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ. Концертсене, тĕл пулусене хутшăннисĕр пуçне çул çÿреме кăмăллаççĕ вĕсем.

Ушкăнрах хут купăс калама пĕлекен вĕренекенсем те пур. Çавăн пекех сăвă-юрă çыракансем те тупăнаççĕ. Чи кирли – çамрăк ăру чăвашлăхран писменни, тăван чĕлхене сума суни.

В.ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика