Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
2010 ҫула Раҫҫейре, Чӑваш Енре Вӗрентекен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлсенех йӑл кулӑ ҫуралнӑччӗ. Тинех педагог ӗҫне тивӗҫлипе хаклӑ-пӑр тенӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑтӑмсӑрлӑх каплан-нӑччӗ. Чӑн-чӑн вӗрентекенсем мӗнле парне хатӗр-ленине пӗлес килетчӗ. Акӑ кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче вӑрттӑнни уҫӑлчӗ. ЧР Вӗрентӳпе ҫамрӑксен поли-тикин министерстви хатӗрленӗ мероприятие учи-тельсем, ачасем, ашшӗ-амӑшӗ, ҫамрӑк ӑрӑвӑн вос-питанийӗпе, вӗрентӳ ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакан-сем, ҫав шутра массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. Оn-line режима пула уява тӑван шкултан, класран тухмасӑр сӑнама май килчӗ. Учительсене тӳрӗ эфирта ЧР Президенчӗ Н.Федоров саламларӗ:
- Вӗрентекен ҫулталӑкне йӗркелени мода хыҫҫӑн утни мар. Ҫакӑ обществӑна шкула, вӗрен-текене тимлӗрех пӑхма-сӑнама май парӗ. Пирӗн педагог пултарулӑхне, ӑсталӑхне ӳстермелле, ят-сумне ҫӗклемелле.
Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ хыҫҫӑн Галина Чернова министр ҫапларах пӗлтерчӗ:
- Республикӑра 9,3 пин учитель. Нимӗнле зал та ҫакӑн чухлӗ педагога йышӑнаймӗ. Пирӗн ҫак ҫулталӑка пӗрле уҫас килетчӗ. Техника ҫакна тума май пачӗ. Ҫавӑнпа дистанци калаҫӑвне суйларӑмӑр. Сирӗн умра чи лайӑх уроксем пулӗҫ. Вӗсене видеоконференципе ан танлаштарӑр. Шкул ачин пӗлӳ шайне устерессишӗн тӗрлӗ мел шухӑшласа кӑлармалла. Малашне ял ачи хулари вӑйлӑ педагогӑн урокӗсемпе интернетра паллашайӗ. Ҫакна хӑвӑртрах пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшатпӑр.
2009 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӗрентекенӗн вӑтам ӗҫ укҫийӗ 12632 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр республикӑра инновациллӗ шкулсене хавхалантар-
ма "Вӗрентӳри пуҫарулӑх" проект хатӗрлесе пур-нӑҫа кӗртнӗ. Ҫак конкурс кӑҫал та иртӗ. Ӑна валли 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗрентекенсен ҫитӗнӗвне те палӑртма йышӑннӑ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарма 50 пин тенкӗлӗх 200 преми уйӑрнӑ. Ҫапах учителӗн социаллӑ статусне ҫӗклесси шалӑва устернипех пулмасть. Педагогӑн ӑсталӑх лаҫҫи пултӑр.
Ҫуллӗ шайра ӗҫлеме пултарнине вӗсем ҫав кунах кӑтартрӗҫ. Шупашкарти 2-мӗш, Ҫӗнӗ Шупаш-карти 18-мӗш лицейри, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимна-зири, Вӑрмарти 1-мӗш вӑтам шкулти вӗрентекен-сем интернет-уроксемпе паллаштарчӗҫ. Тӗп хула-мӑрти пӗлӳ ҫуртӗнче чӑваш тата акӑлчан чӗлхисен пӗрлештернӗ урокне "Тӗнчери тав кунӗ" темӑпа Ю.И.Лаврентьева, Т.Н.Гурьева, Н.С.Семенова учи-тельсем ирттерчӗҫ. 8-мӗш класра вӗренекенсем тӑван чӗлхерен турех акӑлчанла куҫарса тӗрлӗ темӑпа калаҫса тӗлӗнтерчӗҫ. Хула ачисем вӗсене кӑмӑлласа вӗренни сисӗнчӗ. Вӑйӑ, юрӑ-ташӑ, халӑхсен культурипе йӑли-йӗрки, историйӗ урлӑ вӗсем чӗлхесен пуянлӑхне тӑрӑшсах алла илчӗҫ.
Иккӗмӗш урокра Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей вӗренекенӗсем савӑнтарчӗҫ. "Куҫ. Унӑн кӑлтӑкӗ" темӑпа иртнӗ физика урокӗ кӗтмен ҫӗртен лирикӑран пуҫланчӗ. Яваплӑ предмета унерпе биологире илнӗ пӗлӳпе усӑ курса вӗренме пулать иккен. Л.Н.Турковская педагог куҫ пахалӑхне ҫав тери ансат та кӑсӑклӑ сӑнларӗ. Республикӑри ытти вӗренӳ ҫуртӗнчи интернет-уроксене пахаланӑ хыҫҫӑн пӗр шухӑш тӗвӗленчӗ. Конкуренци вӑйлӑ аталаннӑ саманара пултарулӑхне ҫирӗплетме ӑнтӑ-лакан учительсем пур. Апла ҫӗнӗлӗхсене ӑша хывакан, хӑй хыҫҫӑн ертсе каякан вӗрентекенсен шучӗ усме тивӗҫ.
Ольга НЕСТЕРОВА.