Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Ачасене арҫын ҫирӗплӗхӗ кирлех
Учитель тесенех ума типтерлӗ тумланнӑ, ҫӳҫне тирпейлӗн пуҫтарнӑ хӗрарӑм сӑнарӗ тухать, Мӗншӗн асра шукӑль тум тӑхӑннӑ арҫын сӑнӗ ҫырӑнса юлман-ха? Ахӑртиех, шкулта хӗрарӑм педагог ытларах вӑй хуни-пе. Европӑри ҫӗршывсенче арҫын вӗренте-кенсен йышӗ 45-55 процент пулсан Раҫҫей-ри шкулсенче 5-10 процент ҫеҫ, хӑшӗ-пӗринче вара, шел те, пачах ҫук. Тӗлӗнмел-ле те, чылай пӗлӳ ҫуртӗнче арҫын ачасен ӗҫ урокӗсене те, физкультурӑна та, ОБЖна та хӗрарӑмсем ертсе пыраҫҫӗ. Экспертсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку ҫӗршыв инкекӗ. Этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫурри вӗрентӳ тытӑмӗнче мӗншӗн тӑрӑшасшӑн мар-ха? Каччӑсем педагогика институтне ӑс пухма кӗресшӗн пулманнин сӑлтавӗ ӑҫта пы-таннӑ? Мӗншӗн унтан вӗренсе тухсан та хатӗр специалистсен-чен 70 проценчӗ хӑйӗн профес-сийӗпе ӗҫе вырнаҫма шухӑшла-масть-ши? Ҫӗршыври халӑх шу-хӑшне тӗпчекен институт ирт-тернӗ ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ чӑнни-пех те шухӑшлаттарать: респондентсен пы-сӑк пайӗ шалу тивӗҫтерменнине, ӳсекен ӑрупа ӗҫлеме йывӑррине, учитель ят-сумӗ ҫуккине асӑннӑ. Чӑваш Енри шкулсенче, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, иртнӗ ҫулсенче те арҫын вӗрентекен нумай пулман, халӗ -пушшех сахал. Тем тесен те кил хуҫин ҫемь-ене тӑрантармалла, укҫа-тенкӗ ытларах ӗҫлесе илессишӗн тӑрӑшмалла, ^авӑнпах чылайӑшӗ юратнӑ ӗҫне пӑрахать. Енер пӗлӳ ҫуртӗнче тӑрмашнисен хушшинче паян Мускава е ытти хулана шапаша ҫӳрекен са-хал-им? Директор тилхепине туртакансен-чен пысӑк пайӗ - хӗрарӑм педагог. Специа-листсем; "Раҫҫейри шкул черчен хӗрарӑм сӑнӗллӗ", -тесе йӑнӑшмаҫҫӗ. Ку пулӑмра ним япӑххи те ҫук темелле, анчах психологсем чан ҫапма та хатӗр-ҫке. Мӗн пытар-малли: ҫӗршывра паян тулли мар ҫемье питӗ нумай, ҫавӑнпах чылайӑшӗ ашшӗн ҫирӗплӗхне курмасӑр-туймасӑр ӳсет. Ҫит-меннине шкулта та арҫын педагог сахал. Ачасен камран тӗслӗх илмелле? Ӳссен мӗнлерех мӑшӑр суйламалла? Аста психо-логсем пӗтӗмлетӗвне ӗненес тӗк, кун пек чухне шӑпӑрланӑн кӑмӑл-туйӑмӗ хавшас, ҫавӑнпах вӑл сиенлӗ йӑласемпе, преступ-лени ҫулӗ ҫине тӑнӑ тантӑшӗсемпе хӑвӑрт туслашас е юлташ-пӗлӗшӗнчен сивӗнсе хӑй тӗнчипе пурӑнас хӑрушлӑх пур. Ку сӑлтавсем вара, пурте пӗлетпӗр, пурнӑҫӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫине тухма чӑрмав кӑларса тӑра-таҫҫӗ. Учитель тивӗҫӗсенчен пӗри, манӑн шухӑшпа, чи пӗлтерӗшли, - шӑпӑрлана тивӗҫлӗ воспитани парасси: аслисене хи-сеплеме, ҫӗршыва юратма хӑнӑхтарассин-чен пуҫласа ҫемьере мӗнлерех хутшӑнусем тӗпре пулмаллине ӑнлантарни таранах.
Кӑҫал Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те Учитель ҫулталӑкӗ. Президентсен хушӑвӗсем кашни ҫын пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑ-накан сумлӑ педагогсен ӗҫне ытларах хи-сеплеме хистеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче вӗрентӳ тытӑмӗнче чылай ырӑ улшӑну пулчӗ, паян ачасем компьютерпа ирӗклӗнех усӑ кураҫҫӗ, унчченхи пек общество транс-порчӗн чарӑнӑвӗсенче шӑнса тӑмаҫҫӗ, уй-
хир урлӑ ҫил-тӑманлӑ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра утмаҫҫӗ - ятарлӑ автобуспа ҫуреҫҫӗ. "Вӗренту" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 2006 ҫултанпа республикӑри 446 педагог РФ Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ, ҫак про-фессипе вӑй хуракансен шалӑвӗ ӳснӗ. Асӑнмалли пархатарлӑ пулӑмсем татах пур, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑла хуҫакан кӑлтӑк-сем те тупӑнаҫҫӗ. Акӑ "Пӗрремӗш" канал кӑтартакан "Школа" телесериалах илер: вӑл хисеплӗ вӗрентекенӗмӗрсен ят-сумне ҫӗклет-и? Пачах тепӗр май: ӑна ҫӗрпе тан-лаштарать. Ҫӗнӗ саманара кун ҫути курнӑ кинофильмсенче, литература хайлавӗҫенче ачасемшӗн ырми-канми тӑрӑшакансене хура сӑ-рӑпа вараланине тӑтӑшах асӑр-хатӑн. Ку йӗркеллӗ пулӑм-и? Паллах, ҫук. Экспертсен шу-| хӑшне ӑша хывас тӑк, ачасем | хӑйсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑла-ракансене тивӗҫлипе хаклаччӑр тесен ашшӗ-амӑшӗн вӗсен умӗ-нче педагогсене тиркемелле мар, телекуравпа кӑтартакан телесериалсенче хӑйсен ӗҫӗпе палӑрнӑ, ырӑ кӑмӑллӑ учитель сӑнарӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнмалла. Ку сӑмахсемпе килӗш-месӗртӑраймӑн.
Шухӑша вӗҫленӗ май ҫакна палӑртас ки-лет: ҫӗршыв шайӗнче вӗрентекен ӗҫӗ пирки ытларах калаҫни, вӗсене хавхалантармаш-кӑн тӗрлӗ программа-проект пуҫарни, кон-курссене хутшӑнса палӑрма майсем туса пани ҫак профессипе тӑрӑшакансен ят-сумне ӳстерессе шанас килет. Ун чухне, тен, пединститутсенче пӗлу илнисем шкулаллах туртӑнӗҫ /ку енӗпе ӗҫ сӗнекенсен пӗлтерӗ-вӗсене юриех тишкертӗм: паян вӗсене 5-6 пин тенкӗ пама килӗшеҫҫӗ/, каччӑсем те вӗрентекенре тӑрӑшма ӗмӗтленӗҫ.
Дмитрий МОИСЕЕВ.