Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.05 Ачасемпе ирттернӗ кашни сехет - савӑнӑҫлӑ самант (ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Йывӑҫ тымарӗпе вӑйлӑ, этем - ырӑ ӗҫӗпе. Ҫак сӑмахсене Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кара-паш ялӗнче пурӑнакан Зоя Петровна Мартьянова пиркиех каланӑ пек туйӑнать. Тарават кил хуҫи патне ҫитсе килме тӗв турӑм. Кил картишӗнче выльӑх-чӗрлӗх пӑхатчӗ вӑл ун чухне. Йӗри-тавра тирпей-илем хуҫаланнине тӳрех асӑрхарӑм. Ҫулла вӗсен ҫурчӗ умӗнче тем тӗрле чечек ӳсет. Зоя Петров-на вӗсене ҫав тери юратать. Пахчинче те чӑн-чӑн сад. Айва, абрикос, сырлан, темиҫе тӗрлӗ слива тӗммисем ҫитӗнеҫҫӗ. Вӑл ӳсен-тӑран тӗнчин тусӗ кӑна мар, педагог та, общество ӗҫне хастар хутшӑнакан та, ҫамрӑксен наставникӗ те, юратнӑ асанне те... Таҫта та ӗлкӗрет Зоя Петровна. Мӑнук-ӗсене ырӑ-сывӑ ӳстерсе ура ҫине тӑратасси, халиччен пирӗн тӑрӑхра тӗл пулман ӳсен-тӑран-ран пысӑк тухӑҫ илесси, ял-йыш ырлӑхӗпе савӑнӑҫӗшӗн паха ӗҫ тӑвасси - унӑн тӗп тӗллевӗсем.

Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Зоя Петровна Канашри педучили-щӗне ҫул тытнӑ. Алла диплом илсен ҫамрӑк педагог аслӑ пионер вожатӑйра ӗҫленӗ, пуҫ-ламӑш классене вӗрентнӗ. 1961 ҫулта Иван Мартьяновпа ҫемье ҫавӑрнӑ, ҫавӑнпах Карапаш шкулӗнче вӑй хума пуҫланӑ. 1967 ҫулта Йошкар-Олари пе-дагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫӑмӑл пулман ӑка пурнӑҫ ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма. Ҫав вӑхӑтрах ҫурт хӑпартма пикеннӗ Мартьяновсем. Плат-никсене апат пӗҫерсе ҫитер-мелле, экзамена хатӗрленмел-ле. Кинне хунямӑшӗ пулӑшса тӑнӑ. Вӑл ӑна мӗн пур йывӑр-лӑха чӑтса ирттерме вӗрентнӗ. Ӳсен-тӑранпа аппаланасси те хунямӑшӗнченех куҫнӑ. Ҫу ку-нӗсенче пахчара пӗрмай тӑр-машнӑ вӑл. Пӗррехинче 800 тӗмӗ помидор лартса ӳстернӗ. Зоя Петровнӑн ывӑл-хӗрӗпе, кинӗ-кӗрӳшӗпе мухтанмалӑх пур. Вӗсем те ашшӗ-амӑшӗ пекех мӗн ачаран ӗҫе юратса ӳснӗ. Зоя Мартьянова хӑй вӑхӑтӗнче ялта аслӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш педагог пулнӑ. Ну-май ҫул шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ, пӗтӗм ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе пынӑ, ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшнӑ. Учитель тивӗ-ҫне кӑмӑлласа пурнӑҫланӑшӑн ӑна пӗрре мар тав тунӑ. Халӑха вӗрентес ӗҫ отлич-никӗн, СССР ҫутӗҫ отличникӗн паллисене, СССР Вӗрентӳ ми-нистерствин Хисеп грамотине тата сумлӑ ытти наградӑна тивӗҫнӗ вӑл. Ачасемпе ирт-тернӗ кашни сехет, кашни ҫул уншӑн - чи телейлӗ те савӑ-нӑҫлӑ самантсем. Тин ҫеҫ шкул сукмакне такӑрлатма пуҫлани-сене вӑл вулама-ҫырма ҫеҫ мар, пурнӑҫа тишкерме те хӑнӑхтарнӑ.   Унӑн   вӗренекенӗсен хушшинче республикипе паллӑ ҫын пайтах: Вера Енцова тавра пӗлӳҫӗ, Иван Иванов режиссер, Надежда Ефремова медицина ӗҫченӗ... Ялти куль-тура ҫуртӗнче Вера Енцова "На все времена" кӗнекене пре-зентациленӗ чухне хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне ырӑ ятпа аса илни те мӗне тӑрать! Сӑвӑ ҫырас туртӑма аталантар-ма пулӑшнӑшӑн вӑл Зоя Пет-ровнӑна чун-чӗререн тав тӑ-вать.

Кӗҫӗннисемпе те, аслисем-пе те пӗр чӗлхе тупма пӗлни учителе пурнӑҫра нумай пу-лӑшнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗн депутатсен канашне икӗ хут-чен кӗртнӗ ӑна. Ҫав тапхӑрта вӑл ҫине тӑнипе яла Ҫӗнӗ Шупашкартан автобус ҫӳреме пуҫланӑ. Хӑтлӑ шкул тӑвас ый-тӑва пурнӑҫа кӗртейменнишӗн ҫеҫ пӑшӑрханать хисеплӗ пе-дагог. Ҫурт хӑпартма пикенсен пӑтрашуллӑ тапхӑр пуҫланни тӗллевсене пурнӑҫлама май паман.

Пултаруллӑ ҫак хӗрарӑма ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ырлаҫҫӗ - вӑл баян калама та, хитре юрлама та, илемлӗ таш-лама та пултарать-ҫке.

Тӗлӗнмелле ӗҫчен те ырӑ чунлӑ хӗрарӑмпа паллашма тӳр килнишӗн ҫав тери хӗпӗртетӗп. Унӑн иксӗлми вӑй-хӑватне, ырӑ кӑмӑлне нихӑҫан та манмӑп.

Ольга ИВАНОВА.

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика