"Паянхи урока республикӑри мӗн пур шкула хутшӑнма чӗнетпӗр", - тесе йыхравларӗҫ Шупашкарти 5-мӗш гимназире саккӑрмӗш класра вӗренекенсем. Чӑваш Енре Вӗрентекен ҫулталӑкӗ ӗнер 8 сехет те 30 минутра ҫак урокран пуҫланчӗ. Ӑна инҫет ҫыхӑ-ну мелӗпе интернет урлӑ педагог-сем, шкул ачисем кӑна мар, вӗрентӳ ӗҫӗпе кӑсӑкланакан каш-ни ҫын курма пултарчӗ.
Вӗрентекен ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа ирттернӗ педагогика ассам-блейин ытти мероприятийӗ те оп-Ипе режимпа ӗҫлерӗ. Ҫав шутра - Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш, Шупашкарти 2-мӗш лицей-сенче, Ҫӗмӗрлери саккӑрмӗш гимназире, Вӑрмарти 1-мӗш вӑ-там шкулта педагогсен ӑсталӑх интернет-урокӗсем, "XXI ӗмӗр шкулӗн тата хальхи учитель пор-тречӗ" пултарулӑх марафонӗ. Пултарулӑх марафонӗнче респуб-ликӑри шкулсен пурнӑҫӗпе, педа-гогсен, ачасен, ашшӗ-амӑшӗн, общество представителӗсен вӗрентӳ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хаклавӗ-семпе паллашма май килчӗ.
Ҫакна палӑртас килет: Вӗрен-текен ҫулталӑкне официаллӑ уҫнӑ кун ӗҫлӗ лару-тӑрура тата пӗр-пӗринпе интернет урлӑ ҫыхӑн-тарнӑ тӗрлӗ шкулта иртни уйрӑ-мах килӗшрӗ. Мӗншӗн тесен унта пин-пин ҫын хутшӑнчӗ, чи лайӑх педагогсен пултарулӑхне хаклама май килчӗ, уяв вӗсенчен вӗренес, тӑрӑшарах ӗҫлес, ҫӗннине пӗлес хавхаланӑва ӳстерме пулӑшрӗ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназие таврӑнар-ха. Чӑваш тата акӑлчан чӗлхисен пӗрлештернӗ урокне "Тӗнчери тав кунӗ" темӑпа Ю.ИЛав-рентьева, Т.Н.Гурьева, Н.С.Семенова учительсем ирттерчӗҫ. Пысӑк пӗлӳллӗ, анлӑ тавра курӑмлӑ, опытлӑ вӗрентекенсем ертсе пынипе ачасем чӑвашларан турех акӑлчанла куҫарса тӗрлӗ ыйтупа калаҫса тӗлӗнтерчӗҫ. Хула ачи-сем ҫак чӗлхесене пӗр тан кӑмӑлласа вӗренни сисӗнет. Вӑйӑ, юрӑ-ташӑ, халӑхсен культурипе йӑли-йӗрки, историйӗ урлӑ вӗсем чӑваш тата акӑлчан чӗлхисен пуянлӑхне тӑрӑшсах алла илеҫҫӗ. Урок вӗҫӗнче республикӑри мӗн пур вӗренекене интернет урлӑ "Тав сире" темӑпа ҫыру ӗҫӗ ҫырма, гимназие ярса пама, ма-лашне те ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназире чӑвашла-акӑлчанла урок пырать