Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.01.29 11 -мӗш клаера вӗренекенсем валли (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те кӑҫал Вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнӑ май учительсене халалласа тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. ЧР Вӗрентӳ министерстви тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн пуҫарӑвӗпе "Ҫӗр аннемӗр илемне курма вӗрентрӗн эсӗ, учителӗм, мана" чӑвашла ҫырнӑ сочиненисен конкурсӗ иртет. Унта республикӑри тӗрлӗ хула-районта пурӑнакан, 11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнаяҫҫӗ.

Йӗркелуҫӗсен тӗп тӗллевӗ - аграри профессийӗпе тӑрӑшакан-сен, ял шкулӗсенче ӗҫлекен учительсен ят-сумне ҫӗклесси, ҫӗр ӗҫне юратакан хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме тупса палӑртасси.

Сочиненире педагог ӗҫӗ-хӗлне туллин уҫса памалла. Учитель Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентни пирки палӑртмалла. Тӑван тавралӑхӑн илемне сӑнарласа кӑтартма та юрать. Пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухакансен хӑйсем ҫинчен те кӗскен каласа кӑтартмалла.

ӗҫсене нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫырӑва ҫак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, К.Маркс урамӗ, 29-мӗш ҫурт.  Йышӑну комиссийӗ пуш уйӑхӗн  1-мӗшӗччен ӗҫлет.

Ҫӗнтеруҫӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗнче чыслӗҫ. Чи лайӑх хайлавсен авторӗсем академире агроном, зоотехник, ветеринар, механизатор специальноҫӗсене алла илме пултарӗҫ.

Любовь ЗУБОВА.

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика