"Ҫамрӑк специалист А.Н.Ефремов тӑрӑшнипе юлашки вӑхӑтра шкул палламалла мар улшӑнчӗ. Ҫурта кӗрсенех ӗҫ тухӑҫлӑхӗшӗн тӑрӑшни, хӑт-лӑх, ачасен сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн ӑнтӑлни сисӗнет. Вӗри апатпа тивӗҫтересси те малти вы-рӑнта, ашшӗ-амӑшӗшӗн ҫакӑ та пӗлтерӗшлӗ", -ҫырать тав кӗнекинче 3 ача амӑшӗ Л.Н.Порфирье-ва. Александр Николаевича ӑшӑ сӑмахпа сӑнлани кунта татах та нумай. "Ашшӗ-амӑшӗ чи пысӑк пу-янлӑхне - ачисене - вӗрентекенсене шанса панӑ. Пирӗн вара пуласлӑх хуҫисене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйламашкӑн аталанма пулӑшмалла", - ӑнлан-тарать республикӑри чи ҫамрӑк шкул директорӗ А.Н.Ефремов. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра физи-кӑпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухсан Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑванри вӑтам шкулта ди-ректорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче тӑ-рӑшнӑ. 2 ҫултанах директор пуканне шаннӑ ӑна. 2006 ҫултанпа - Тавӑтри вӑтам шкул пуҫлӑхӗ. Ачасене чунтан юратни, вӑхӑта, вӑйне шелле-месӗр вӗсене тӗрӗс воспитани парассишӗн тӑ-рӑшни ӑна шӑпах ҫак ӗҫе суйлама пулӑшнӑ.
Юлашки ҫулсенче Тавӑтри вӑтам шкул вӗрене-кенӗсем районти, республикӑри олимпиадӑсенче, тӗрлӗ ӑмӑрту-конкурсра малти вырӑнсене йышӑн-нине палӑртмасӑр иртеймӗн.
Тӗслӗх вырӑнӗнчи пуҫлӑх
- Александр Николаевич, сирӗнте ертӳҫӗ кӑмӑлӗ хӑҫан ҫирӗпленнӗ-ши?
- Аттепе анне, Николай Петровичпа Лидия Степановна, мӗн пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ. Водительте ӗҫлекен ҫемье пуҫӗпе ветеринари пуҫлӑхӗнче тӑрӑша-кан кил хуҫи арӑмне эпир, ачисем, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Картиш-ӗнчи йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма та пире шаннӑ. Килти ытти ӗҫрен те пӑрӑнман.
Шкулта вӗреннӗ чухнех пирӗн класс тӗрлӗ мероприятире малтаччӗ. Ҫакӑ та хавхалантарнӑ паллах. Класс старости пулнӑ май ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳ тума ӑнтӑлнӑ.
Студент вӑхӑтӗнче "Березка" пионер лагерӗнче вожатӑйра ӗҫлеме тӳр килчӗ. Хуларан пынӑ 14-ри ҫамрӑксемпе пӗр самант та тунсӑхламан.
Спортпа ачаллах туслашни те палӑр-тнине пурнӑҫа кӗртме вӑй хушать.
- Ачасемпе пӗр чӗлхе тупма
ҫӑмӑл-и? Вӗсене мӗнле майпа хав-халантаратӑр?
- Сӑмаха ҫилпе вӗҫтерекенсем, пал-лах, хисепре мар. Кирек хӑҫан та каланине пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшмалла. Улталама хӑтланни те ҫынна сумлӑлат-масть, тӗрӗслӗх пур пӗрех ҫиеле тухать-ҫке. Вӗрентекенӗн ачасемшӗн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Лайӑххин чикки. ҫук: педа-гогӑн хӑйӗн яланах аталанмалли капама-сӑрах паллӑ.
Тавӑтри вӑтам шкулта ҫулсерен "5" паллӑпа вӗренекенсене, район, респуб-лика олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисене сти-пендипе хавхалантаратпӑр. Уйӑхсерен
тивӗҫекен укҫа ҫитӗнӗве кура хушӑнса пырать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, стипенди вапеҫме шкул бюджетӗнчен 38 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Кашни ачах столовӑйра 2 хут апатлан-ма пултарать. 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫитӗнтернӗ пахча ҫимӗҫ хамӑра валли те ҫитет, сутлӑх та юлать.
- Алла диплом илсенех вӗренте-кенӗн ӗҫӗнче хӑвӑра шырарӑр-и? Чун ыйтнине тупрӑр-и?
-Эпӗ яланах ачасене юратнӑ. Пурнӑҫ-ра учитель профессине суйлама ҫакӑ хистенӗ пулӗ. Кӗҫӗн Тӑванри вӑтам шкулта ӗҫлеме пуҫласанах ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗ хыҫҫӑн ял клубӗнче кӑтартма уйрӑмах пысӑк концерт хатӗрлеттӗмӗр. Кашни сценарие чун витӗр кӑларнӑ. Ҫав тери хӑпартланса ӗҫлени асра. Концер-тсемпе юнашар яла та ҫӳренӗ. Куракан-сем ӑшшӑн йышӑнатчӗҫ пире.
Элӗкпе Кӗҫӗн Тӑван хушши - сахал-тан та 10 ҫухрӑм. Хӗлле ҫула юр хӳсе лартсан автобуссем ҫӳреместчӗҫ. Тавра-лӑх хулӑн юрпа хупланнӑран радио юписем те манран лутрарахчӗ. Ун чухне шкула ҫуранах утнӑ.
Ачасем хӑйсем те ман пата туртӑ-наҫҫӗ. Кӑҫал, тӗслӗхрен, 1-мӗш класа килнӗ пӗр хӗрача 2 эрнене яхӑн куллен ман пӳлӗме кӗрсе тухрӗ. "Дирекгор, мӗнле пурӑнатӑн?" - ҫакнашкал пуҫларӗ вӑл калаҫӑва. Шкул пурнӑҫӗ тавра сӑмахларӑмӑр иксӗмӗр.
-Вӗрентекен ҫулӗнчен мӗн кӗтетӗр?
- Педагог сумӗ ӳсессе шанатӑп. Ҫамрӑксем шкула ытларах ӗҫлеме ки-лессе кӗтни тӳрре тухтӑрччӗ.
- Шкул ачисем тӗрлӗ енлӗ аталан-ма ӑнтӑлни паллӑ. Ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех каласа кӑтартсамӑр.
- Ҫамрӑксене тракториста, ҫӗвӗҫе, ЭВМ техникне вӗреннине ҫирӗплетекен документ паратпӑр. Музыка пӗлӗвӗ илме те май пур. Шкул валли ятарласа купӑссем туянтӑмӑр. Тренажер залӗнче кӗлеткене пиҫӗхтерме пулать. Алӑ ӑсти-сен, юрра-кӗвве кӑмӑллакансен, спорт-па, информатикӑпа, массӑллӑ информа-ци хатӗрӗсемпе кӑсӑкланакансен тӗрлӗ кружок-секцие ҫӳресе аталанма май пур. Хӑйсен пултарулӑхне туптас текен ҫулсерен нумайланать.
РФ Президенчӗн грантне тивӗҫни компьютер класне пысӑклатма май пачӗ. Халӗ шкулта 42 компьютерпа усӑ курма пулать.
Тавӑтри вӑтам шкулта 220 ача ӑс пухать. 7 ялтан пуҫтарӑнаҫҫӗ вӗсем. 3 шкул автобусӗ пурри инҫет ҫула кӗскет-ме пулӑшать. Вӗренекенсем сумлӑ кон-курссенче мала тухни пире уйрӑмах савӑнтарать.
Тимлӗ ашшӗ
- Ҫемье валли вӑхӑт сахалрах уйӑрнӑн туйӑнмасть-и?
- Мӑшӑрпа Светлана Геннадьевнӑпа, вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗпе, алла дип-
лом илсе ӗҫе пуҫӑнсанах пӗр мероприятире паллашрӑм. Вӑл хӑй - Тавӑтран, Элӗкри вӑтам шкулта ӗҫлет. Туй хыҫҫӑн чуп-чуп уйӑхӗнче "Волжанка" кану ҫуртӗнче пулни манӑҫмасть. Ун чухнех кашни уява хутшӑн-нӑран пӗтӗм корпус пӳлӗмрен тухасса кӗтетчӗ.
2 ывӑл ҫитӗнтеретпӗр. Асли Даниил шкула кайма пуҫларӗ. Кӗҫӗнни Кирилл' - ача садӗн-че. Мӑшӑрӑм та спортпа туслӑ. Ачасен кӗлеткисене те пиҫӗх-терес ӗмӗтпе ҫемйипех спорт-зала ҫӳрессине йӑлана кӗртрӗмӗр.
Кирилл ҫурекен ача садне 2 ҫул Хӗл Мучи пулса кайрӑм. Уява хутшӑнма май пулни чуна ӑшӑтать.
Ачасемпе урама тухсан пӗтӗм шӑпӑрлан ман йӗри-тавра пуҫта-рӑнать. Эпӗ кашнинех йӑтса ҫавӑратӑгт, ҫӳлелле ывӑтатӑп. Ҫулла футболла вы-лятпӑр. Хӗлле тӑвайкки тунӑ ҫӗре аслисем те, кӗҫӗннисем те хутшӑнаҫҫӗ.
- Сирӗн шухӑшпа, чуна тата мӗнле майпа кантарма пулать-ши?
- Шураҫри ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пыл хурчӗсем тытатпӑр. Вӗсене пӑхса тӑ-расси те маншӑн хаклӑ. Вӗлле хурчӗсен пурнӑҫне сӑнани пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерме вӑй хушать.
- Тавах калаҫушӑн.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Шкул архивӗнчи тата автор сӑн
ӳкерчӗкӗсем.