Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ҫамрӑксене патриот пулма хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн панӑ "Хисеп Палли" орден кавалерӗ Борис Григорьевич Кокорев пурӑннӑ пулсан кӑҫал 91 ҫул тултармаллаччӗ.
1997 ҫулхи раштав пуҫламӑшӗнче кӗтмен ҫӗртен таҫтан аякран тӑван та тивекен ӳсӗртерех ҫын "хӑнана" пырса кӗнӗ. Борис Григорьевич кӑмӑллӑн йышӑннӑ ӑна, кӗрекене лартнӑ. "Эҫӗ ӗҫместӗн, туртмастӑн, укҫу самай ӗнтӗ, сана, ватӑ ҫынна, кирлех мар, мана ҫурт туянса паратӑнах пулӗ?" - хистесех ыйта пуҫланӑ ҫакскер. Кокорев: "Манӑн ун чухлӗ укҫа та ҫук, ҫул ҫӳресех пӗтет, параймастӑп", - тесен урсах кайнӑ лешӗ. Хуҫа хӑнана лӑплантарма тӑрӑшнӑ. "Хӑна" алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа Кокорева ҫапма пуҫланӑ. Ҫапла ҫын кун-ҫулне вӑхӑтсӑр татнӑ ҫав услап. Тӗрмере пулин те пурӑнать-ха...
Б.Г.Кокорев 1919 ҫулта Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ, колхозра ӗҫленӗ. 1931-1940 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре пулнӑ, 1942 ҫултаи пуҫласа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Чулхулари ют чӗлхесен институтне пӗтернӗ. Ачасене акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисене вӗрентнӗ.
Борис Григорьевич ҫамрӑкранах тавралӑх историйӗпе, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсемпе кӑсӑкланнӑ, ачасене урокра вӗрентни ҫителӗксӗррине аван туйнӑ. Кирек хӑш шкулта ӗҫлесен те /вӑл чылай ҫул Комсомольскинчи вӑтам шкулта, Александровкӑри тата Ҫӗнӗ Шӑхранти тӗп шкулсенче вӑй хунӑ/ ачасене шырав-тӗпчев ӗҫӗсене хутшӑнтарма тӑрӑшнӑ. Хӑй ӗҫленӗ ҫӗрте ҫак тӗллевпе "Кӑйкӑр" тата "Ҫамрӑк кӑйкӑр" шырав-тӗпчев клубӗсем йӗркелесе ертсе пынӑ. Ку ӗҫре ӑна чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен мӑшӑрӗ Анна Павловна нумай пулӑшнӑ. Борис Григорьевич ачасене час-часах вырӑнти юхан шывсем, кӳлӗсем патне, вӑрмана илсе ҫӳренӗ. Ҫут ҫанталӑка, тавралӑха юратма хӑнӑхтарнӑ. Районти тата республикӑри паллӑ вырӑнсене ҫӳресе вӗсен историйӗпе, пӗлтерӗшӗпе паллаштарнӑ.
Б.Кокорев йӗркеленӗ ушкӑнсем Мускава ҫеҫ 47 хут кайса килнӗ. Историпе ҫыхӑннӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Борис Григорьевич нумай ҫул хушши Кремль комендачӗ пулса ӗҫленӗ А.Веденин генералпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. 1965 ҫулхи кӑрлачра комендант "Кӑйкӑр" клуб членӗсене Ҫӗнӗ ҫул елкине йыхрав янӑ. Ачасем Кремльте пулнине нихӑҫан та манас ҫук.
Б.Кокорев ачасен патриотлӑх туйӑмне вӑйлатас, тавра курӑмне пуянлатас тӗллевпе вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хаяр ҫапӑҫусем пулнӑ вырӑнсене илсе ҫуренӗ. 1962 ҫултан пуҫласа 1991 ҫулччен ачасене 10 Герой-хулапа паллаштарнӑ. Ленинградра 7 хут, Киевра - 7 хут, Тулӑра 3 хут пулса курнӑ.
Юрий Гагаринпа тӗл пулнӑ чух ачасем ӑна хӑйсен "Кӑйкӑр" клубӗн хисеплӗ членӗ пулма ыйтнине вӑл тав туса йышӑннӑ. Клуб ертӳҫи космонавта "III степень "СССР турисчӗ" паллӑ парнеленӗ. Клуб членӗсем Венгрири, Германири, Болгарири, Польшӑри, Чехословакири шкулсемпе, вӗсен клубӗсемпе, кружокӗсемпе те ҫыхӑну тытнӑ.
Ҫамрӑк туристсене инҫе ҫула илсе кайнӑ чухне Б.Кокоревпа юнашар унӑн мӑшӑрӗ Анна Павловна пулнӑ, ҫак ӗҫре вӑл ӑна нумай пулӑшнӑ.
Кокорев тӗрлӗ ҫынпа, шкулсемпе, организацисемпе анлӑ ҫыхӑну тытнӑ. Унӑн адрес кӗнекинче - 1552 адресат.
Борис Григорьевич район центрӗнче музей уҫас тесе нумай ӗҫлерӗ. Анчах вырӑн тупса параймарӗҫ. Район 50 ҫул тултарнӑ тӗле ҫеҫ хӑна ҫуртӗнче пӗр пӳлӗм уйӑрчӗҫ. Кунта экспонатсем валли вырӑн сахал пулнӑ. Ҫул ҫӳревсенче пухӑннӑ материалсем /кӗнекесем, сувенирсем т.ыт.те/ вӑхӑтлӑха хваттерте упраннӑ. Борис Кокорев вилсен ҫурт хупӑ тӑнӑ. Унӑн ӗҫӗсене тӗпчес текенсем тупӑнман пулас. Хваттере урӑх ҫын пурӑнма куҫсан экспонатсем яланлӑхах ҫухалнӑ. Халӗ ӗҫлекен "Ҫӗр тата ҫынсем" музей 1999 ҫулта, Кокорев вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑлнӑ. Сыхланса юлнисем халӗ "Ҫӗр тата ҫынсем" халӑх музейӗнче упранаҫҫӗ. Борис Кокорев 90 ҫул тултарнӑ тӗле кунта курав уҫнӑ.
Ревокат МОИСЕЕВ