Çемьере тăхăр ачаран çиччĕмĕшĕ пулнă Тамара. Пилĕк ывăл та тăватă хĕр...
-Анне Раиса Самсоновна больницăн бухгалтерийĕнче вăй хунă. Аттен виçĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухма тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен инвалид пулса таврăнчĕ. Чылай çул çар комиссариатĕнче тăрăшрĕ. Туслă та телейлĕ çемьесен йышĕнчен эпир. Аттепе анне иккĕшĕ те вĕреннĕ çын пулнăранах харпăр хăй ачи-пăчине те пĕлÿ тĕнчинчен аякка пăрса хăварман. Çичĕ ывăлпа хĕрĕ те аслă пĕлÿллĕ. Юрлама, ташлама юратакан кил-йыш пулнă пирĕн, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Тамара Иванова.
-Çуралнă тăрăха - Елчĕк районĕнчи Патреккел ялне - эсир епле юратнине пĕлетĕп. Трак тăрăхĕ мĕнпе илĕртме пултарчĕ-ха? - кăсăклантăм эпĕ.
- 1979 çулхи çулла эпĕ Янкас тăрăхне хам пĕлекен тус-тантăшпа туй курма пынăччĕ. Вăт çавăнта ял каччипе Георгий Ивановпа курнăçрăмăр. Пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Çулталăкран вара туйпах качча тухрăм. 1981 çулта - Андрей, 1985 çулта Анюта çуралчĕç. Хĕрĕм çемьеллĕ, - терĕ Тамара Демьяновна. - Татуллă пурăнатпăр.
Чипер те илĕртÿллĕ пит-куçлă хĕрарăмăн пурнăç биографине малалла тишкерер-ха. Вунă класс вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă вăл. Ун хыççăн дипломлă хĕре Çĕмĕрлери ача çуртне ĕçлеме яраççĕ. Мăшăрланнă хыççăн Трак тăрăхне куçать.
-Манăн мăшăр газ уçлакан станцире ĕçлет. Сăпайлă чăваш вăл. Пирĕн çемьери ытти хĕрсен упăшкисен йышĕнче тутар та, вырăс та, мордва та, белорус та, латыш та пур. Те йышлă çемьере ÿснĕрен профессие те ачасемпе çыхăннине суйларăм.
Ăна шăпăрлансене юратнăранах çул çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕн ертÿçи пулма шаннă. Вăл 1987 çултанпа “Çеçпĕл” ясли сад пуçлăхĕнче тăрăшать.
1987 çулта Красноармейскинче ешĕл çерем пуснă лаптăкра, Мăн çырма хĕрринче, икĕ хутлă кирпĕч çурт çĕкленнĕ. Район центрĕнчи çул çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕ уçăлмалла-мĕн çакăнта. Анчах та ăна хута яриччен строительство ĕçĕсене чылай пурнăçламалла. Маччине те, урайне та сармалла... Чÿречисене кирлĕ пек вырнаçтармалла. Оборудованисем туянмалла... Тата ясли сада уçма та вăхăт хĕстерсех пынă. Çакнашкал çивĕч лару-тăрура “Çеçпĕл” садикăн ертÿçи пулма шанса çак должноçа сĕнеççĕ те пултаруллă çынна.
- Чăнах та, 22 çул каялла уçнă ясли сад маншăн иккĕмĕш кил вырăнĕнчех. Пысăках мар йыш пĕр шухăш-кăмăллă пулни, пĕр тĕллевлĕ тăрăшни - ĕçри çитĕнÿсен çăл куçĕ. Çакăнтан хакли те, пахи те урăх çуках та пуль, - хĕпĕртенине пытараймасть ертÿçĕ. - Эпĕ коллективри кашни воспитателĕн е музыкантăн шалти туйăмне тĕкĕр пекех куратăп.
Сăмах май, Т.Иванова хăйĕн пĕлĕвне малалла ÿстерес тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Вăл 1995 çулта И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать. Шкул çулне çитичченхи ачасемпе ĕçлекен преподаватель-методист профессине алла илет.
Ясли сада тăватă ушкăнпа 85 ача çÿрет. Мухтанмалли пур “Çеçпĕлсен”. Акă 2000 çулта коллектив Чăваш Енре çул çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсен “Чи лайăх ача сачĕ” конкурсра - пĕрремĕш, тепĕр икĕ çултан “Сывлăх илме - ача садне” конкурсра иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. 2007 çулта вара “Вĕрентÿ” программăна ĕçе кĕртес енĕпе республикăри конкурсра çĕнтерсе Чăваш Ен Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин дипломне те типтерлĕ упрать Тамара Демьяновна.
Красноармейски ялне каçхи сĕм çапнă. Яланхилле çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ыранхи малашлăх шухăшĕпе васкаса утать хастар хĕрарăм. Унăн хăвăртрах килне çитмелле... Ĕçрен ĕшенсе таврăнакан мăшăрне тарават кĕтсе илмелле, тутлă апат-çимĕçпе, вĕри чейпе сăйламалла...
Георгий ТУСЛИ.