2010 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче обществӑна хумхантарнӑ пулӑм - "Пӗрремӗш" канал "Школа" сериала эфира Iкӑларни. Ҫул ҫитменнисен пурнӑҫне сӑнлаканскер вӗрентекенсемпе психологсене, ачасемпе ашшӗ-амӑшне кӑна мар, политиксене те пӑшӑрхантарнӑ. Ҫамрӑк чуна паянхи шкул е телекурав пӑсать-ши?
Парнешӗн савӑнмалла-ши?
Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче "Школа" сериап пуҫланнӑ. Вӑл 9-мӗш класра вӗренекенсен кулленхи пурнӑҫне сӑнлать. 26 ҫулти режиссерӑн Валерия Гай Германикӗн ӗҫӗ Патшалӑх Думинче харкашу ҫӗкленӗ. РФ КП депутачӗсем фильма эфиртан кӑларма ыйтнӑ. Тӑван ҫӗршыв шкулне халиччен кун пек кӑтартман. Коридорта хӗнеҫҫӗ, ачасемшӗн наркотикпе эрех-сӑрапа айкашасси те -йӑлари пулӑм. Депутатсемпе шкулти ӗҫченсем ҫакӑнпа килӗшес темен. Сериала ачасем вӗрену хыҫҫӑн таврӑннӑ вӑхӑтра кӑтартаҫҫӗ. Малтанах интернетри форумсенче вӑй илнӗ калаҫу ларусемпе линейкӑсене куҫнӑ. Раҫҫей педагогӗсен пӗрлешӗвӗ те хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ.
- Сериалти ӗҫ-пуҫ чӑнлӑхпа пӗр килмест. Кинофильм ачасене киревсӗр ӗҫсен инструкцийӗпе паллаштарать, - тенӗ пӗрлешу членӗ Евгений Барановский. Педагогсем унта ҫӗкленӗ ыйтусене сӳтсе явма хатӗррине те палӑртаҫҫӗ. Мускав правительствин ларӑвӗнче вӗренту департаменчӗн ертуҫи Ольга Ларионова телекураври "Школа" евӗр проектсене хирӗҫ каланӑ:
- Ку программӑна ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем, шӑпӑрлансем кӑмӑлламанни паллӑ. 2010 ҫулта, Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче, МИХсен учительсене хавхалантарсан та юрӗччӗ. Педагог вӑрттӑнлӑхӗсемпе ӗҫре чи маттуррисем пирки кӑларӑмсем ӳкермелле. "Школа" евӗр парнене кӗтменччӗ. Ун пек иккӗленӳллӗ сериалсем кӑҫал пачах пулмалла мар. Ҫакӑншӑн савӑнмалла-и? Пӗлместӗп, -тенӗ вӑл. Анчах туре-шара калаҫтаракан кинофильма чарма васкамаҫҫӗ-ха. "Царицыно" вӗренту центрӗн, РФ Общество палатин членӗ Ефим Рачевский шухӑшӗпе, "Школа" ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑ:
- Режиссер, паллах, хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартать. Оператор ӗҫне те ырӑпа асӑнмалла. Анчах учителе хисеплеменни вӗчӗрхентерет. Авторсем вӗрентекене кӳрентереҫҫӗ. Прокуратурӑпа милици е тухтӑрсем ҫинчен ҫакӑн пек кӑтартмаҫҫӗ-ҫке. Ачасем те пӗлӳ тӗнчин коридорӗнче эрех-сӑрапа айкашмаҫҫӗ. Тытӑҫусем сайра хутра ҫеҫ. Раҫҫейри 54 пин шкул хушшинче кинори ӗҫ-пуҫ тӗл пулатехтӗр. Вӗренӳ ҫулне тикӗс йӗркелекен пур пӗр нумайрах.
Проект авторӗ Валерия Гай Германика "Все умрут, а я останусь" ӗҫшӗн Канри фестивальте ятарлӑ приз ҫӗнсе илнӗ. Кинофильмра виҫӗ хӗр тусӑн пурнӑҫне сӑнланӑ. Чиперуксем шкулти ташӑ каҫне кайма хатӗрленеҫҫӗ. Аслисен йышне кӗме васкаканскерсем сулмаклӑ ҫул тупаҫҫӗ: Жанна тӑн ҫухатичченех эрех ӗҫет, Катя хӗрлӗхӗпе сыв пуллашать, Лена марихуана тутанать. Ку ӗҫ те куракансене лӑпкӑ хӑварман.
- Продюсерсене эпӗ ҫул ҫитменнисен кулленхи пурнӑҫне хирӗҫӳллӗ ӳкерни килӗшет, - тенӗ ҫамрӑк режиссер. -"Школа" ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсемпе пӗчченлӗх ҫинчен. Вун тӑватӑ ҫулти ҫамрӑк чунне ют ҫын кӗреймӗ. Вӗсем пӗлӗшӗсемпе пӗр чӗлхе тупайманнине кӑтартас килет.
"Пӗрремӗш" каналӑн пресс-служби пӗтӗмлетмешкӗн тӑхтама сӗнет. Кинофильмра ҫӗкленӗ ыйтусене тишкерме ыйтать:
- МИХсен тӗп тӗллевӗ -чӑнлӑха уҫса парасси. Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче умри ҫивӗч ыйтусене асӑрхамалла мар тенине пӗлтермест-ҫке. Кинофильмри ӗҫ Мускаври, Санкт-Петербургри шкулсенче те мар. Ҫапах вӑл мегаполисра та, регионра та пулса иртеет. Фильм сюжетне шухӑшласа кӑларман. Хӑш-пӗр ҫӑл куҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери уголовнӑй полицин организацийӗ ҫӗршывӑмӑр тӗп хулин тата Приморье крайӗнчи шкулӗсенче тӗрӗслев ирттернӗ, унта тупнӑ информаци сериалӑн шӑнӑрӗ пулнӑ та.
- Эпир "Учительпе вӗренекен" ҫыхӑнӑва кӑтартрӑмӑр. Ачасем пирус туртаҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ, вӗрентекенсем укҫалла "пиллӗксем" сутаҫҫӗ, -пӗлтернӗ Алексей Огурцов актер. - Экран умне пурнӑҫри лару-тӑрӑва кӑларнӑ. Ятарласа вӗреннӗ ҫынсем шкула ӗҫлегие вырнаҫнӑ. Службӑсен тӗрӗслевне ачасене те явӑҫтарнӑ. Сериалти мӗн пур пулӑм чӑнлӑхран.
Интерполӑн Мускаври представительствинче актер сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ:
- Тӗрлӗ ведомство, ҫав шутра ШӗМ, ФСБ, прокуратура пирӗн ума тӗллев лартрӗ: Мускав тата Приморье вӗрену заведенийӗсенчи лару-тӑрӑва пӗлесси.
Урокран сериала
Сериала Мускаври 945-мӗш шкулта ӳкереҫҫӗ. Вӗрентекенсем кинофильмри ӗҫ-пуҫ вӗсен шкултипе пӗр килменнине пӗлтереҫҫӗ, ҫапах ку вӗсене массӑллӑ сценӑсене хутшӑнма чӑрмантармасть. Шкул директорӗ Татьяна Рыбина палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн вӗренӳ заведенине ӳкерӳ ушкӑнне чӗнмен. Мускав вӗрентӳ департаменчӗ ҫапла йышӑннӑ. Архитектурӑшӑн тата метрона ҫывӑх вырнаҫнӑшӑн суйласа илнӗ ҫак шкула. ӗҫлӗ ушкӑна пӗрремӗш хут уйӑрса панӑ. Апла пулсан та педагогсен ӗҫӗ самай кӑткӑсланнӑ.
- Урок вӑхӑтӗнче юнашар пӳлӗмри шав чӑрмантарать, пӗрмай: "Камера", "Мотор", -тени ывӑнтарать. Вӗсем пире утса ҫӳреме те чараҫҫӗ, ӑнсӑртран пралук ҫине пусасран асӑрхаттараҫҫӗ, - тенӗ кӗҫӗн классене вӗрентекен Светлана Шатилова. Унсӑр пуҫне массӑллӑ сценӑра ӳкерӗнессишӗн ачасем урокран тараҫҫӗ. Пӗр ӗҫ кунӗшӗн 500 тенкӗ гонорар тӳлеҫҫӗ-ҫке. Шӑпӑрлансене шкул администрацийӗ ӳкерӗнме чарнӑ. Вӗренӳ юхӑмне пӑсас мар тесе "киношниксем" шӑмат кунпа вырсарни кун та ӗҫлеҫҫӗ. Уроксене каҫхине те "ирттереҫҫӗ". Ҫавна пулах хӑш-пӗр кабинетра маччана ятарлӑ пусма карнӑ, чӳречесене тултан шурӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ. Ӗҫе пуҫӑниччен шкул стенисене тӗксӗм тӗспе сӑрланӑ. Сериал премьери педагогсен кӑмӑлне пӑснӑ. Татьяна Рыбина ашшӗ-амӑшӗ ачасене урӑх шкула ҫавӑтса каясран хӑрамасть. Аслисем сериала лӑпкӑн йышӑннӑ:
- Ачасемпе ҫул ҫитменнисене ҫакӑн пек кинофильм кирлӗ те, - тенӗ пӗр вӗренекенӗн амӑшӗ. Премьерӑна темиҫе уйӑх кӗтнӗ ачасене килӗшнӗ вӑл.
- Пирӗн нимӗнле харкашу та ҫук, - тенӗ 945-мӗш шкул вӗренекенӗ. - Камерӑсемпе палламан ҫынсем малтанах вӗчӗрхентеретчӗҫ. Пирӗн ҫинчен ӳкермеҫҫӗ-ҫке. Тӗслӗхрен, хӗрсен шкулта сапаланӑ ҫуҫпе те ҫӳреме юрамасть.
Шӑв-шава пулах вӗренӳ ҫурчӗн хӑрушсӑрлӑх мелӗсене вӑйлатма тивнӗ. Хуралҫӑ ӗҫӗ йывӑрланнӑ. Халӗ унӑн киле-кенсенче вӗренекене, актера е пултарулӑх ушкӑнӗн членне палласа илмелле. Ятарлӑ хушу тӑрӑх арҫыннӑн ҫурта кӗрсе кайнӑ журналистсене сӑнран ас туса юлмалла та урӑх нихӑҫан та кӗртмелле мар.
Хирӗҫтерекенӗсем камсем?
Раҫҫей талккӑшӗнчи ҫамрӑк ӑру юлашки эрнесенче Анна Носова, Илья Эпифанов тата Ольга Будилова сӑнарсен шӑпипе кӑсӑкланать. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хушшинче сериала хирӗҫлекенсем пур пулин те килӗштерекенсен йышӗ пысӑкрах ҫав. Обществӑна икке уйӑракансем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлер-и?
Илья Епифонов - хирӗҫӳ ҫуратакан арҫын ача. Вӑл ыттисене хӑй кӗввипе ташлаттарать. "Пултаруллӑскер" лайӑх психолог. "Тӗрӗслӗх - чи вӑйлӑ хӗҫ-пӑшал", - тет. Унпа меллӗ самантра усӑ курать те.
Ольга Будилова - класри чиперкке. Ыттисем хӑйӗнчен лайӑхрах пуласран хӑрать. Амӑшӗпе час-часах хирӗҫет, ҫапах асли ӑна кӳрентермест. Пӗрле вӗренекенсем 8-мӗш класчен ӑна хисеплемен, ҫулталӑкран ӑна йышӑннӑ. Вӑл никама та ырламасть, мухтанине кӑмӑллать. Юратӑва пулах хӑйӗн ҫине алӑ хума тытӑннӑ каччӑ, унӑн шухӑшӗпе, йӑл кулӑ кӑна ҫуратать.
Ольга Нестерова.