Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.01.21 Вĕрентекен ят-сумĕ ан хавшатăр (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Пĕр тунмасăр калатăп: çак профессирен çывăхраххи маншăн нихăçан та пулман, шкул çулĕсенче вĕрентекен специальноçне алла илме ĕмĕтленни çинчен сочиненисем шăрçаланă. Асатте, асанне, анне... тата тăван-пĕтен йышĕнчи 30 ытла çын хăйсен пурнăçне педагог çул-йĕрĕпе çыхăнтарнăран, тен, урăхла пулма та пултарайман. Анчах вăхăтăн, кун-çулăн - хăйĕн саккунĕ. Самана, шăпа, шухăшлав улшăнăвĕ дипломра çырнă иккĕмĕш специальноçа - журналистикăна - суйлама хистерĕç. Ача чухнехи ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртеймерĕм пулин те çынна пĕлÿ тĕнчине кĕме пулăшаканăн сăнарĕ манăн ăнлавра çутă та илĕртÿллĕ çырăнса юлчĕ. Телее, журналист ĕçĕпе çыхăннă çул çÿревсенче ырă, хăйсен профессине чунĕпе парăннă, чăннипех пултаруллă вĕрентекенсем ытларах тĕл пулаççĕ.

Хирĕçлемĕпĕр: ХХ ĕмĕр вĕçĕнче - XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче учителĕн ят-сумĕ хавшарĕ, унчченхи портречĕ шупкаланчĕ. Ĕлĕкрех идеал шайĕнче пулнăскере ыттисемпе тан курма пуçлани кăна мар, пурнăçне ăнăçтарайман çын пек хакласси те йăлана кĕчĕ. Чăн та, шалăвне тĕпе хурсан учитель профессийĕ ăмсанмаллисен шутĕнчех мар çав...

...2010 çула пурăнса çитрĕмĕр. Идеологи тĕлĕшĕнчен ăна Раççейпе Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăнчĕç. Нумай-нумай профессирен учителе суйласа илни пирки вĕчĕрхенсе калаçакан сайра-тăр: педагог статусне паян çÿлерех çĕклемелли пирки иккĕленекен çук. Çакна та асăрхар: шкулти педагог аслă вĕренÿ заведенийĕнчи преподавательрен уйрăлса тăрать. Унăн тивĕçĕ пĕлÿ парасси кăна мар-çке, воспитани ыйтăвĕсемпе куллен ĕçлесси те. Вĕрентекенĕн кашни утăмĕ - ачан куçĕ умĕнче. Ăс-тăн, психологи енчен çирĕпленсе çитменскершĕн аслин пĕр йăнăшĕ те тĕрĕс çулран пăрăнма çителĕклĕ. “Учитель çапла тăвать тĕк манăн мĕншĕн юрамасть?” - теме пултарĕ кĕçĕнни. Хамăн пурнăçри тĕслĕх асрах: вăтам тата аслă классене вĕрентекенсенчен пĕри пырне “хаяррипе” чÿхекелетчĕ. Мухмăрлăскер урока килсен “ырă мара” тÿрех сисеттĕмĕр. Тимлĕх, йĕрке пирки ан та ĕмĕтлен вара ун пек чухне. Хăйĕн предметне мĕн тери тарăн пĕлекен, анлă тавра курăмлă учителĕн хисепĕ çав шĕвекшĕнех “уксахлама” тытăннăччĕ.

“Чăн-чăн вĕрентекенĕн артист пулмалла, - пуçа килчĕç Шупашкарти 25-мĕш шкулта чылай çул кăтартуллă ĕçлекен Р.Л.Кондратьева темиçе çул каялла каланă сăмахсем. - Спектакль пуçланать те - сцена çинчи артиста куç илмесĕр пăхатпăр. Вăл мĕн тунине сăнатпăр-хаклатпăр. Ачасем те хăйсен вĕрентекенне куçран вĕçертмеççĕ: пĕлÿ çуртĕнче те, унăн тулашĕнче те...”

Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тытăмĕнче 25 пин ытла çын тăрăшать. Çав пысăк йышран 13, 2 пинĕшĕ шкулта вăй хурать. Вĕсенчен 94, 4 проценчĕ - аслă пĕлÿллĕ, 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче хăйсен квалификацине 4142 педагог курссенче ÿстернĕ, çулталăк тăршшĕнче вĕрентÿ тытăмĕн 4777 ĕçченĕ семинарсемпе “çавра сĕтелсене” хутшăннă. 2006 çултанпа “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри чи лайăх, пултаруллă учительсем РФ Президенчĕн грантне /унăн виçи 100 пин тенкĕпе танлашать/ çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. 4 çулта пурĕ 1721 педагог конкурса хутшăннă, вĕсенчен 446-шĕ çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакан педагогсенчен 20 проценчĕ патшалăх е отрасль наградине тивĕçнĕ. Республикăри учитель портретне çиелтен те пулин “ÿкерес” йÿтĕмпе илсе кăтартрăм çак цифрăсене. Çакăнтах ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров республикăн Патшалăх Канашне янă Çырури йĕркесене те аса илтерем: “Чăваш Ен шкул олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрăксем çĕршыври чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕресси XXI ĕмĕрте 100 хут ытла ÿснĕ!”

Паллах, çакнашкал талпăнăва чи малтанах вĕрентĕве модернизациленипе, шкулсене çĕнĕ технологисемпе пуянлатнипе сăлтавламалла. Апла пулин те этем ресурсĕ юлашки вырăнта марри куç кĕрет. Шкул ачи тем пек ăслă, тавçăруллă, çаврăнăçуллă пултăр - ăна яланах вĕрентекен пулăшса пырать. Эппин, олимпиадăсенчи çĕнтерÿсем учитель пархатарлăхĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Паян, конкурентлăх пуç пулса тăнă саманара, хăйĕн пултарулăхне çирĕплетме пĕлекен педагог çеç хисепре. Вĕрентекен статусĕ çĕклентĕр тесен вăхăт сĕнекен çĕнĕлĕхсене ăша хывакан, хăйĕн ĕçĕнче хута яракан учительсен шучĕ те ÿсме тивĕç.

Хăйне валли ят тăвассишĕн çунакан мар, ачасен чĕрисене чĕртме талпăнакан, хăйĕн профессине чăннипех юратакан вĕрентекене тĕл пулсан вара шкул саккипе ĕнер сыв пуллашнисем кăна-и - чылай аслăрах, пурнăçри вырăнне тупнă çынсем те хаваспах сывлăх сунĕç, манăçми ырă самантсене пĕрле аса илĕç. Пĕлÿпе воспитани парас ĕçе суйланă çыншăн хăйне çулсем иртсен те асра тытнинчен, сума сунинчен пысăкрах награда пулас та çук.

Ирина ПУШКИНА.

 
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика