“Вĕренни йăтса çÿрес çĕклем мар”, - тенĕ ваттисем. Пĕлÿ илни, ăс-хакăл тĕнчине кунран-кун пуянлатса пыни кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çапах та мĕн вăл вĕрентÿ? Кама чăн-чăн вĕрентекен темелле?
“Вĕрентекен сăмах пĕлтерĕшĕ калама çук анлă. Ĕмĕр тăршшĕнче кам кăна вĕрентмест пире: атте-анне, асаттепе асанне, кукаçипе кукамай, аслă аппасемпе пиччесем, учительсем, юлташсем... Апла пулин те, ман шухăшпа, чăн-чăн вĕрентекен - пурнăç. Ахальтен-им, пурнăç вĕрентет тенĕ.
Ватă асаннепе - Вера Федоровна Федоровăпа - ирттернĕ ачалăхăм асрах-ха. Ыррине, пахине нумай панă вăл. Тĕрĕссипе, “ăс-хакăл çÿпçи” тейĕттĕм ăна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ялта ача сачĕ пулман. Шкул çулне çитиччен манашкал шăпăрлансем вăхăта ытларах асламăш-кукамăшĕпе ирттернĕ.
Ватă асаннене ялта хисеплесе “Вера акай” тетчĕç. Кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те паллатчĕç, пĕлетчĕç ăна. Ытахальтен мар. Калама çук ырă кăмăллăччĕ вăл. Тин кăна çуралнă чарăнми йĕрекен пепкесене лăплантарма /кăвапа шăлма/ пĕлетчĕ, çынсене тĕлĕкĕсене каласа паратчĕ. Ял выльăхне кĕтĕве яма пуçланă кун çăкăр, чăкăт, çăмарта пĕçерсе тухатчĕ, кĕтÿçсене хăналатчĕ. Ял-йыш ыйтнипе, “кĕтÿ çу каçа лайăх çÿретĕр” тесе хамăр ĕнене ял хапхинчен чăн малтан хăваласа кăларатчĕ.
Хаклă çыннăмăр пире, шăллăмпа иксĕмĕре, уй-хире, вăрмана, çăл куç тапнă вырăна ертсе çÿретчĕ. Хăйĕнпе пĕр вăхăтри çынсем патне кайнă чухне те хăвармастчĕ. Ÿркенменскер, ÿсен-тăран, кайăк-кĕшĕк, чĕр чун тĕнчипе паллаштаратчĕ. Ал ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçатчĕ, чăваш апатне янтăлама хăнăхтаратчĕ...
“Кăна çапла ту”, - тесе тÿрремĕнех каламастчĕ вăл. Вăрттăн меслетсемпе усă куратчĕ. Сăмахран, çăкăр çунăкне çисен кашкăр, упа тытмасть тетчĕ. Картишĕнче сурăх “мăйăрĕсене” шăлнине кура “аннÿ пек тĕплĕ пулатăн” тесе хавхалантаратчĕ. “Çырма-çатрара, шыв хĕрринче ашкăнсан кĕсен тухать. Çырмари е пĕр-пĕр çăл куçри шыва тутансан виçĕ хутчен курăк татса пăрахмалла. “Ку шыва эп ĕçмен, çÿлти кайăк чĕпписем ас тивнĕ темелле”, - ăс пани те асрах. Унăн вĕрентĕвĕсем пирки вĕçĕ-хĕррисĕр çырма пулать.
Аттепе анне /хурт-хăмăрçăпа биологипе хими вĕрентекенĕ/ çут çанталăка, тăван тăрăха юратма вĕрентнĕ. Шупуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли тата Пикшик вăтам шкулĕнчи учительсем тĕрлĕ предмета вĕрентнипе пĕрлех тĕнче курăма пуянлатма пулăшнă. Аслă шкулти преподавательсен тÿпи те пысăк.
Çав вăхăтрах пĕр ыйту шухăша ярать. Çынна пурнăçра темĕн тума та, теме те вĕрентеççĕ. Анчах çемье пурнăçне тĕрĕс епле йĕркелемелли çинчен калакан çук. Арçынпа хĕрарăм хушшинчи çыхăну çирĕп пултăр тесен мĕн тумалла? Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче-ха. Анчах уйрăлакансен йышĕ пысăкки çакă çителĕксĕр пулнине кăтартать.
Паян пуçарнă калаçу та ахальтен мар. 2010 çул - Вĕрентекенĕн çулталăкĕ. Паянхи учитель, 30 çул каярахрипе танлаштарсан, пачах урăх çын. Вăл вăхăтра асăннă професси чи сумлисен, хисеплисен шутĕнче пулнă. Халĕ шалу пĕчĕк пулнăран арçын учительсем “пĕлÿ çурчĕсенчен” пăрахса каяççĕ. Арçынсăр шкул вара - тулли мар çемье пекех.
Асăннă тытăмра пăхса тухмалли, сÿтсе явмалли ыйту пайтах. Вĕсем пирки - малашнехи кăларăмсенче.
Роза ВЛАСОВА