Йĕри-тавралла пăхатăп та - хам ырă çынсен ункинче тăнине туятăп. Мĕн ачаран мана пурнăç çулĕпе ăслă, сăпайлă, тÿрĕ кăмăллă юлташсемпе утма тÿр килет. Шкулта вĕреннĕ чухне Н.Васильева /халĕ вăл 83 çулта, Красноармейски районĕнчи Пикшикре пурăнать/, М.Гаврилова /80 çывхарать, Ямайкасси ялĕнчен/ учительсене питĕ юрататтăм. Вĕсене кура вĕрентекен пулас ĕмĕт-шухăш çуралчĕ. 1983-1988 çулсенче И.Ульянов ячĕллĕ университетра пĕлÿ пухнă май И.Андреев, Ю.Виноградов ăсчахсен лекцийĕсене питĕ тимлĕ итленĕ, тăван чĕлхен вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Вĕсемпе, Вĕрентÿ институтĕнче тăрăшаканскерсемпе, халĕ те алла-аллăн тытăнса ĕçлетпĕр. Аслă шкулпа сыв пуллашни икĕ теçетке çул урлă каçрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те студент чухнехи туслăх пĕртте хавшаман. Юлташсенчен хăшĕ-пĕри хаçат редакцийĕсенче, ытларахăшĕ тĕрлĕ шкулта вăй хурать. Эпир час-часах тĕл пулатпăр, хамăра хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яватпăр, канаш-сĕнÿпе пулăшатпăр.
Паллах, çитĕнÿ тăвасси ĕçри лару-тăруран нумай килет.
- Ертÿçĕрен хăрамалла мар, унпа пĕр чĕлхе тупмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле, - тет Шупашкарти 63-мĕш вăтам шкул директорĕ И.Николаева. Кунта вăл 1993 çултанпа вăй хурать. Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ ертÿçĕре тăрăшать.
Сăнĕпе чипер, кăмăлĕпе сапăр, чунĕпе ырă Инна Колумбовна. Мана вара унра чăвашлăх туйăмĕ тапса тăни, вăл пурнăç çине мĕнлерех пăхни килĕшет. Оптимистсем теççĕ ун йышшисене. Малтанах Шупашкарта чăваш чĕлхи шăпи çине алă сулнă. Шкулсенче тăван сăмахлăха вĕрентменни, чăваш тăван чĕлхерен вăтанни хăрушă пулăм патне илсе çитерессе çамрăк педагог ун чухнех ăнланнă. Тăван çĕр, тăван ял - Вăрнар районĕнчи Пуканкасси - хăйĕн сĕткенĕпе, уçă та сиплĕ сывлăшĕпе, илемлĕ юрри-сăввипе, çывăх çынсен ăшă юратăвĕпе ÿстернĕ-çке ăна.
- Эпĕ - чăваш. Çакăншăн хăпартланатăп. Манра чăвашăн пур ырă енĕ палăрмалла. Çапла пултăр тесен нумай пĕлмелле, пурнăçпа тан утмалла, - тет Инна Колумбовна. Çак сăмахсене илтсен ăна ирĕксĕрех Çеçпĕл Мишшипе танлаштаратăп. Поэтăмăр ĕмĕтпе çунатланнă пулсан шкул директорĕнче вăй хуракан хĕрарăм вара çаксене пурнăçа кĕртме тăрăшать.
Инна Колумбовна чăваш хĕрарăмĕ мар пуль тенĕччĕ: кун пек ят сайра тĕл пулать. Паллах, хăйĕнпе тĕл пулсан ку ыйтăва хускатмасăр тăма пултараймарăм.
- Атте манăн, Колумб Христофоров, 1930 çулта çуралнăскер, учитель пулнă. Асанне те хутла пĕлнĕ, секретарьте ĕçленĕ. Аттен куккăшĕ Хусанта хаçат ĕçĕнче тăнă. Çапла вăл пĕррехинче, хулана тухса каяс умĕн, пысăк хырăмлă аппăшне ывăл çуралсан Колумб ят пама ыйтнă. Манса ан кайччăр тесе çак сăмаха алăк çине çырса хăварнă. Вăл вăхăтра чăвашсем хутла вĕренме тăрăшнă, кĕнеке, хаçат-журнал вуласа çĕнĕлĕхпе паллашнă. Апла пулсан, “Колумб” ят çутта тухнă чăвашăн пĕлĕвĕпе çыхăннă, - тет йăл кулса И.Николаева.
Физика вĕрентекенĕ ĕçре - пултаруллă ертÿçĕ, туслăхра - шанчăклă юлташ, çемьере - юратнă мăшăр тата анне.
- Этем кун-çулĕ юхан шыв пек. Хăйне валли хăех çул тупать. Эпĕ нихçан та ертÿçĕре вăй хума тĕллев лартман. Пурнăçра чи кирли - сывлăх, çавăнпах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшатăп. Чунра кÿренÿ пулсан унран хăтăлмалли мел тупатăп, хама кÿрентерекене тавăрма май шырамастăп. Çемьере килĕшÿллĕ пурăннине мĕн çиттĕр?
Мăшăрĕпе Михаил Игнатьевичпа пĕр класрах вĕреннĕ. Ачалăхри туслăх ÿсерехпе юратăва куçнă. 28 çул пĕрле вĕсем. Хуйхи-суйхине те, савăнăç-хĕпĕртĕвне те çурмалла пайлаççĕ.
Чиркÿре тĕне кĕртнĕ хыççăн Ия Георгиевна тесе çырнă ăна. Икĕ ятлă хĕрарăмăн йĕкĕреш хĕрсем пур. Тен, чĕри те иккĕ унăн? Ара, пур çĕре те ĕлкĕрмелле, пурне те вăхăтра пурнăçламалла. Пушă вăхăт тупăнсан Инна Колумбовна сăвăсем шăрçалама юратать. Профессийĕпе - физик, чунĕпе - лирик вăл.
Мĕнех, Турă панине пытарса усрамалла мар, ирĕке кăлармаллах ăна.
Елена ЯНДРОВА