Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫырӑвӑн чи лайӑх урокӗ" конкурсӑн регионти тапхӑрне ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Федераци почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Республикинчи управленийӗ пӗрле ирттереҫҫӗ. Асӑннӑ проект ҫӗршыври ҫыру жанрӗн йӑлине, пӗр-пӗрин патне ҫырса пӗлтерессин культурине - ҫынсен хутшӑнӑвӗн, вӗсене пӗрлештерекен, ӑнланма пулӑшакан мелне -чӗртме тӑрӑшать, ачасене тӑван чӗлхене юратма, педагогсене ҫитӗнекен ӑрӑва ҫырӑвӑн тӗрлӗ мелне тӗрӗс шӑрҫалама хӑнӑхтаракан уроксен ҫӗнӗ меслечӗсене туса хатӗрлес енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма май парать.
Конкурса урок ирттермелли методика ӗҫӗсене тата ачасен ҫырӑвӗсене "Президент патне янӑ ҫыру", "Спортӑн эпӗ юратнӑ тӗсӗ", "Юлташ патне янӑ ҫыру. Пӗррехинче ҫапла лару-тӑрӑва лекрӗм...", "Тӑван енӗм ҫинчен сана каласа парас тетӗп" номинацисемпе ярса памалла.
2010 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтер-нӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ май "Ветеран патне янӑ ҫыру" тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ "Учителӗм патне янӑ ҫыру" тӗп номинацисем уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Йӗркелӳ комитечӗ кӑҫал-хи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫитнӗ ӗҫсене кӑна пӑхса тухать.
Шкул ачисем ҫыру жанрӗпе ҫырнӑ сочиненисен пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен конкурсне /унӑн теми - "Кам патне те пулин ҫыру ҫыр та СПИД пирки калаҫни мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине тата унран пӗр-пӗрне епле упрамалли ҫинчен ӑнлантар"/ хутшӑнма пултараҫҫӗ. Материалсене нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428022, Шупашкар хули, Валькевич тӑкӑрлӑкӗ, 1-мӗш ҫурт, "Почтовый экспресс".
Конкурса хутшӑнакансен ята, ашшӗ ятне, хушамата, адреса, телефон номерне, вӗренӳ учрежденийӗн ятне /шкул ачисен - хӑш класа ҫуренине/ туллин кӑтартмалла.
В.ИЛЬИНА