Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.01.14 Çил-тăманлă çул пархатарĕ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси вӑтам шкулӗнче вӗреннине - вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫул-сене - аса илнӗ чухне темшӗн час-часах хӗллехи ир, эпир хамӑр ялтан, Пинертен, темиҫе ҫухрӑмри ҫав яла ҫӳрени куҫ умне тухать. Сивӗ хытарнӑ-и тавралӑха, ҫил-тӑман  алхасать-и  -    ҫанталӑка  уясах  тӑман, тухнӑ та чуптарнӑ уй урлӑ. Хӑш-хӑш кун ҫула юр хусе каятчӗ те, хамӑр ҫӗнӗ йӗр туса чавтараттӑмӑр. Пинерсен, юрӗ-ха, ҫывӑхарах, анчах таврари тата инҫерехри ялсенчен - Вӑтакасран, Ҫӳлти Кинчерпе Ҫӗнӗ Кинчертен, Шӑмалӑхпа Энтри Пасарӗнчен, Шутнерпуҫпа  Саруйран та  ҫӳренӗ-ҫке  ачасем...

 

Ахальтен мар-тӑр нумаях пулмасть тӑван шкулӑн 120 ҫулхи юбилейне паллӑ тума кайсан тӗвӗленнӗ сӑвӑ йӗркисенче те ҫав шухӑшсенех ҫиеле кӑлартӑм:

Хӑш чух ума тухать

ӳкерчӗк:

Ҫавӑрттарать уйра тӑман. Сисмерӗм те - тӗртсе

ӳкерчӗ, Кулать пек: ан та

тапалан!

Анчах та эп сиксе

тӑратӑп -

Хӑратмӗ ҫил ула-ула. Каллех кӗрт ҫийӗн

талпӑнатӑп: Часрах, часрах ҫитес

шкула!

Унта пире, паллах,

кӗтеҫҫӗ,

Халь-халь ак янрӗ

шӑнкӑрав.

Утать юратнӑ вӗрентӳҫӗ,

Ун класс журналӗ алӑра.

Паллах, паянхи уява хутшӑнакан кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ ӗнтӗ. Хӑйӗн аса илӗвӗ. Шкулта тӗрлӗ вӑхӑтра вӗреннӗ-ҫке. Пурнӑҫра тӗрлӗ ҫул-йӗрпе утнӑ. Ҫапах та халь пурне те пӗр ӑшӑ туйӑм ҫупӑрласа пӗрлештерет: ку вӑл - чун-чӗрене ӗмӗрлӗхе кӗнӗ шкулпа курнӑҫнин ҫутӑ савӑнӑҫӗ, унӑн сывлӑшӗн асамлӑ варкӑшӗ.

- 120 ҫул - уйрӑм дата ҫеҫ мар, вӑл - историн пысӑк тапхӑрӗ, анлӑ самана, - терӗ хӑйӗн докладӗнче шкул директорӗ Галина Архипова. - Пирӗн шкул вӗренекенсемпе учйтельсен нумай ӑрӑвне, иртнипе хальхине тата пулассине тачӑ ҫыхӑнтаракан хӑйне евӗр кӗпер, пӗлӳ кӗперӗ пулса тӑрать.

Чӑнах та, вӑрӑм, пуян, пархатарлӑ кун-ҫул. Шкула 1889 ҫулта уҫнӑ. Малтанхи ячӗ - хутла вӗрентекен шкул. 1909 ҫулта пуҫламӑш земство училищи ӗҫлеме тытӑннӑ /пуҫлӑхӗ А.Аристовская/. Ҫирӗммӗш ҫулсемпе вӑтӑрмӗш сулсен пусламӑшӗнче ачасем колхоз ҫамрӑкӗсен шкулне ҫуренӗ. Шкула Дмитрий Мосийков /Чупай ялӗнчен/ ертсе пынӑ. 1934 ҫултанпа - вӑтам шкул, унӑн директорӗ Энӗшпуҫ ҫынни Г.Яковлев пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче директорта Григорий Запалов ӗҫленӗ. Ана эпӗ те лайӑх ас тӑватӑп. Пире географи вӗрентетчӗ. Каярахри ҫулсенче Григорий Андреевич район тата республика хаҫачӗсенче педагогика темипе статьясем чылай пичетлерӗ.

Хамӑра вӗрентнӗ ытти учитель те асрах: Дария Герасимова, Николай Степанов, Ираида Петрова, Петр Александрович... ӗмӗр манӑҫми ҫав йышран халь пӗр ҫын - Ольга Александрова ҫеҫ юлнӑ. Уява килнӗ вӑл, тухса калаҫрӗ. Итлетӗп те - аслӑ ӑрусен мухтавлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ чуна ҫӗклентерет. Хайхи сӑввӑн малаллахи йӗркисем янӑрама тытӑнаҫрӗ:

Иывӑрлӑхра пуҫа усмасӑр Туптаннӑ ман ӑру ҫапла:

Атте-анне ятне ямасӑр,

Тӑрса ҫӗршывшӑн

паттӑрла.

Енккассине  ҫӳренӗ  эпӗр,

Нумай ялти яшсем,

хӗрсем.

Чунра ҫав вӑхӑт ӗмӗр-

ӗмӗр,

Тӑрать вут-ҫулӑмлӑн

хӗрсе.

Чӑнах,  чӑнах,  мӗнле-ха

манӑн?

Шкулта ӑс пухнӑ виҫӗ

ҫул.

Виҫесӗр юрату .вӑл

манӑн,

Унта вӑй илнӗ ман

кун-ҫул.

Кунашкал шухӑш-туйӑм шкултан вӗренсе тухнӑ ытти ҫынсен те ҫӗкленеттӗр. Пӗтӗмпе шутлас тӑк тӑватӑ пинрен те иртет вӗсен йышӗ. Тӑватӑ пин ытла ҫамрӑк кунта пӗлӳ илсе, ӑсхакӑлпа пуянланса тухнӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине, пысӑк тӗнчене, халӑх хуҫалӑхӗнче, культура тавралӑх-хутлӑхӗнче хӑйсен вырӑнне тупнӑ: ҫӗр ӗҫченӗ, учитель, артист, механизатор, ӑсчах, ҫыравҫӑ, ҫар ҫынни, строитель... Ытларахӑшӗ пысӑк чысхисепе тивӗҫлӗ. Акӑ уява Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин халӑх артистки Н.Яковлева килнӗ. Пухӑннисене юбилей ячӗпе саламласа вӑл театрта хӑй хутшӑнакан пӗр спектакльти сценӑна выляса кӑтартрӗ. Александр Янташ, Мария Волкова, Мирон Романов /Енин/ ҫыравҫӑсем те ҫак тӑрӑхран. Николай Григорьевпа Клавдия Якимова - РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗсем. Михаил Михайлов РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗн ятне илнӗ.

Ӑслӑлӑх ҫыннисем йышлӑ. Сӑмахран, Владимир Павловпа Михаил Кузьмин - техника ӑслӑ-лӑхӗсен, Василий Кириллов педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем, Михаил Георгиевич инҫетре ӗҫлесе пурӑнать, Новосибирскра. Унти "Сибэлектротерм" акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ. Кунтах Владислав Гаврилова палӑртса хӑварасшӑн: вӑл "КамАЗжилбыт" акционерсен хупӑ обществине ертсе пырать. Александр Калягин, Виталий Юрьев, Марина Сергеева, Иван Львов, Валерий Гаврилов, Тамара Романова - ӑслӑлӑх кандидачӗсем. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак йыша Михаил Александров хушӑнмалла. Вӑл сцена ҫине хӑйӗн вӗрентекенӗпе Иван Львовпа пӗрле тухрӗ. Иван Васильевич чылай ҫул Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн деканӗнче ӗҫленӗ. М.Александров, Пысӑк Енккасси шкулӗнчен ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑскер, университетӑн экономика факультетне те хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Халӗ аспирантурӑра вӗренет. Факультет деканӗн ҫумӗ.

Пысӑк Енккассисем спортри ҫитӗнӗвӗсемпе те тивӗҫлипе мухтанма пултараҫҫӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем виҫҫӗн тухнӑ кунтан - Татьяна Петрова, Татьяна Титова, Ольга Николаева. Спорт мастерӗсем улттӑн: Владимир Смирнов, Григорий Афанасьев, Владислав Петров, Станислав Семенов, Марина Степанова, Зоя Миролюбова. Ку ӗнтӗ - физкультура учителӗн Юрий Архиповӑн курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗ те. Вӑл хывнӑ пысӑк тӳпе. Аста педагог, пултаруллӑ тренер. ЧР физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Тӗрӗссипе, шкулӑн хальхи пӗтӗм йышӗ ҫавӑн пек пысӑк хака тивӗҫлӗ. Ачасене 28 учитель вӗрентет. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗн - аслӑ, вун иккӗшӗн пӗрремӗш, тӑваттӑшӗн иккӗмӗш категори. Раиса Гурьевӑпа Татьяна Табакова - Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсем. Алла Артемьевӑпа Нина Арсентьева - РФ халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗсем. Юбилей уявӗнче учительсемпе вӗренекенсем художество пултарулӑх йышӗн концертне курса савӑнтӑмӑр. Унӑн ертӳҫи - Николай Гаврилов, музыка учителӗ, ЧР музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Николай Николаевич тавра пӗлӳлӗх ӗҫӗнче те хастар.

Юбилее шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртӗнче паллӑ турӗҫ. Ӑна 2008 ҫулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута янӑччӗ. Ҫав ятпа ирттернӗ уява та хутшӑнма телей килнӗччӗ мана. Ку чухнехи ыйтусене тивӗҫтерекен унашкал ҫурт районта ҫеҫ мар, республикӑра та сахалтӑр. Икӗ хутлӑ вӑл. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ вӗренӳ класӗсем, компьютер класӗсем, техника ӗҫӗн мастерскойӗсем, акт, спорт залӗсем... Библиотекӑн кӗнеке фончӗ 16200 экземплярпа танлашать.

Ҫакӑ ӗнтӗ - педагогсен йышӗн ӑсталӑхӗпе ҫирӗп тӗллевлӗхӗ, шкулӑн пурлӑх никӗсӗ пуянланса ҫирӗпленни -ачасене вӗрентсе воспитани парас   ӗҫе   ҫӳллӗ   шайра   туса пыма май парать. Ҫакна тӗрлӗ олимпиадӑсенче, конкурссемпе ӑмӑртусенче тунӑ ҫитӗнӳ-ҫӗнтерӳ те ӗнентерӳллӗн ҫирӗплетет. Тӗслӗхрен, 2009 ҫулхи олимпиадӑсенче районти шкулсен хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухнӑ, призлӑ 23 вырӑн ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутра биологипе, вырӑс литературипе, физкультурӑпа, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе, литература вулавӗпе -пӗрремӗш вырӑнта. 2008 ҫулта шкулта кадет класӗсем йӗркеленӗ.

...Шкулӑн пуян историйӗнче кунта эпир вӗреннӗ вӑхӑт та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Уйри ҫил-тӑманлӑ ҫул пархатарне куллен-кун туйса тӑратпӑр.

Тавах сана, юратнӑ

шкулӑм,

Тӗл пултӑмӑр, паллах,

паян.

Мӗн  пур ырришӗн -

тайма пуҫӑм,

Уяв саламӗ - кӑмӑлтан!

 

Аркадий КАЗАНОВ

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика