Ун пирки чӑн-чӑн пӗлӳ ҫурчӗ темелле. Кунта ачасене тарӑн пӗлу панипе пӗрлех тӗрлӗ енлӗ аталанма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Чуманкассинчи вӑтам шкул пирки. Раштав уйӑхӗнче вӑл 125 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Уява асӑннӑ вӗрентӳ заведенийӗнчен вӗренсе тухнисем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Пӗлӳ ҫурчӗн директорӗпе Валерий Васильевпа вӗрентекенсем хӑнасене тарават кӗтсе илчӗҫ.
Шкул 1884 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫакна 1885 ҫулта пуш уйӑхӗнче пичетленнӗ "Известия по Казанской епархии" журнал та ҫирӗплетет.
1902 ҫулта шкул Чуманкассинчи чиркӗве куҫать. 1903 ҫулта унта 56 арҫын ачапа 19 хӗрача пӗлӳ илнӗ. 1917 ҫулта вӑл тӑватӑ ҫул вӗренмелли, 1962 ҫултанпа - вӑтам шкул.
Паянхи кун кунта 224 ача вӗренет. 26 вӗрентекен вӗсене тарӑн пӗлӳ парассишӗн ырмиканми тӑрӑшать. Вӗсенчен иккӗшӗ - аслӑ, ҫиччӗшӗ пӗрремӗш, ыттисем иккӗмӗш категориллӗ.
Асӑннӑ шкул ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать-ха? 9-11-мӗш классене кунта "Трактор тата ял хуҫалӑх машинисене", "Ҫӗвӗ ӗҫне" вӗрентеҫҫӗ. "ПЭВМ операторӗ", "Ухӑран пересси", "Йывӑҫа эрешлесе касасси", "Гипсран - тем те пӗр" тата ытти кружок йӗркеленӗ. Хореографи студине уҫнӑ. Волейбол, сӗтелҫи теннис, ҫӑмӑл атлетика, йӗлтӗр секцийӗсем ӗҫлеҫҫӗ:
Шкул директорӗ Валерий Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта 13 вӗренекене пӗр компьютер тивӗҫет. Кунта вулавӑш та вӗрентекенсемпе вӗренекенсемшӗн хӑйӗн алӑкне яриех уҫнӑ. Библиотека фондӗнче 5594 вӗрентӳ кӗнеки, 11756 экземпляр илемлӗ
литература упранать.
Чуманкассинчи шкул экологи вӗрентӗвӗпе воспитани центрӗ шутланать. Кунти "Пыл хурчӗсем" бригада республикӑри экологи бригадисен хушшинче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Асӑннӑ шкултан паллӑ ҫын чылай тухнӑ. Сӑмахран, Семен Иванов Хусанта учительсен семинарине пӗтернӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне "Хыпара" кӑларма хутшӑннӑ. Константин Смирнов Хӗрлӗ Ҫарта командир пулнӑ. Никита Семенов Мускав патшалӑх университетне пӗтернӗ, Шупашкарти техникумсенче ӗҫленӗ. Анатолий Семенов паллӑ строитель,: автомобиль транспорчӗн ӗҫченӗ Геннадий Никитин, Чӑваш халӑх артистки Нинель Смородинова, Олимп чемпионки Валентина Егорова, Европа чемпионки Вера Соколова та ҫак шкулта вӗреннӗ.
Р.ВОЛЬСКАЯ