Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнă кун
Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин
Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен Канаш ларăвĕ иртрĕ.
ЧР вĕрентÿ министрĕн Галина Черновăн доклачĕ кун йĕркинче тăваттăмĕш пулин те Николай Федоров
Президент: “Вĕрентÿ” наци проектне эпĕ пĕрремĕш
вырăна лартатăп. Пĕтĕмпех çирĕп пĕлÿпе лайăх воспитанирен пуçланать. Халăх пурнăçне лайăхлатасси, сывлăхне çирĕплетесси, республика экономикине ăнăçлă аталантарасси вĕсенчен килет”, - терĕ. “Вĕрентекен”
сăмах пысăк сас паллипе çырăнма тивĕçлине, ячĕ-сумĕ пур профессирен те хисеплĕреххине художник, философ тата педагог пулнă Николай Рерих сăмахĕсемпе çирĕплетрĕ. “Çĕнĕ шкул” Президент программи ăнăçлă пурнăçланать, пĕлÿ çурчĕсем çултан-çул пуянланаççĕ. Раççей вĕрентÿпе наука министрĕ Андрей Фурсенко пирĕн пата килсех тăрать, чăваш педагогĕсем пирки ырă сăмах çеç калать.
“Раççей Вĕрентÿпе наука министерствин хаклавĕ тăрăх, чăвашри ачасенчен 92 проценчĕ паян тĕнчери чи çÿллĕ стандартсене тивĕçтерекен шкулсенче вĕренеççĕ /Раççейĕпе - 60 процента яхăн/. Чăваш Ен шкул олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать, - тенĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. - Пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрăксем çĕршыври чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕресси XXI ĕмĕрте 100 хут ытла ÿснĕ! Вăтам пĕлĕвĕн çавнашкал кăтартăвĕсем пирки Америка ĕмĕтленет!”
Вĕрентекенĕн шалăвĕ ÿсрĕ. Пĕлтĕр вăтам ĕç укçи 12632 тенкĕпе танлашнă. Чылай регион кун пирки ĕмĕтленет кăна-ха. Пултаруллисем конкурссене çулленех хутшăнаççĕ, РФ, ЧР Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçеççĕ. Кăçал Учитель çулĕ пулнă май Николай Васильевич чи тăрăшуллисене хавхалантарма 200 хушма преми /50-шар пин тенкĕ/ пама шантарчĕ.
Пĕр вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре Галина Чернова министр ертсе пынипе педагогсен ассамблейи ĕçлерĕ. Зала пухăннисем вĕсемпе телекĕпер урлă паллашрĕç. Г.П.Чернова министерство 2009 çулта епле ĕçлени çинчен каласа пачĕ, уйăрнă укçапа туллин те тухăçлă усă курнине пĕлтерчĕ.
- Галина Петровна, вĕрентекенсен миçе проценчĕ республика, çĕршыв шайĕнче уçă урок ирттерме вăй çитерĕ? Ăна эпĕ те, Путинпа Медведев та итлеме пултарччăр, - терĕ Президент.
Вунă процента яхăн иккен. Вĕрентекенсен 15 проценчĕ - аслă категориллĕ. Пурте ăсталăх класĕ е уçă урок ирттерме хатĕр.
Николай Федорова хурав тивĕçтерчĕ. Чăваш Ен педагогĕсем маттурри савăнтарчĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Нина Суслонова “Сывлăх” приоритетлă наци проекчĕ пĕлтĕр епле пурнăçланни çинчен каласа пачĕ. Республикăра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ анлă сарăлнă, сывлăх центрĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ, ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене, шăпăрлансен сывлăхне çирĕплетме тулли енлĕ пулăшаççĕ. Проекта пурнăçлама 2009 çулта 1500 млн ытла тенкĕ тăкакланă.
Инфаркта пула вилесси 28% чакнă, инсульта пула - 23%. Республикăра пурăнакансене диспансеризацилесси ăнăçлă пурнăçланать. Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕччен мĕн пур ветеранăн сывлăхне тĕрĕслеме палăртнă. Нина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, шел те, вырăнсенче В гепатит вирусĕпе çителĕксĕр кĕрешеççĕ.
- “Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлама 2008 çулта - 1516,9 млн тенкĕ, пĕлтĕр 2140 млн тенкĕ тăкакланă, 55 процент ÿснĕ, - пĕлтерчĕ ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев. - Ял хуçалăх производствин индексĕ 105,2 процентпа танлашать. Уй-хирте - 8,9%, выльăх-чĕрлĕхрен 1,7% ытларах продукци туса илнĕ. Ĕç тухăçлăхĕ 26,4%, шалу 22% хăпарнă. Ÿсĕм çĕнĕ технологисене çул панăран та килнĕ. Кредитсемпе пĕлсе усă курни те малалла аталанма пулăшать. Çĕрпÿ районĕнчи “Воддорстрой” организаци выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма 11 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ. Николай Федоров ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн савăннине пĕлтерчĕ. Кăçал та хăвăртлăха чакармасăр вăй хума сĕнчĕ. Анчах пăшăрханмалли те тупăнчĕ. Пĕтĕмĕшле кăтарту малта пыракан районсене пула çеç лайăх иккен. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Етĕрне, Вăрмар, Çĕрпÿ, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсем плана тултарман. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре усă курман çĕр 55 пин гектар. Ăна 2 çулта йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Аш-какай туса илессипе 8 район, сĕт сăвассипе 10 район кăтартăва чакарнă. Ĕне йышĕ сахаллансах пырать. 219 ферма выльăхсăр тунсăхлать. Вĕсене фермерсем туянасшăн, юсаса-çĕнетсе выльăх ĕрчетес шухăшлă.
Раштаври сивĕсене пула кĕрхисем шăнса пĕтес хăрушлăх пур. Вĕсем епле хĕл каçнине пĕлме мониторинг ирттереççĕ. Тĕрĕслев малалла пырать. “Нарăсăн 15-мĕшĕ хыççăн паллă пулмалла”, - терĕ Михаил Васильевич.
- Çитменлĕх - кадрсенче, - терĕ республика ертÿçи Николай Васильевич. - Вĕсен е ĕçлес кăмăлĕ çук, тен, пултараймаççĕ.
Район ячĕсем тухсан хăш-пĕр пуçлăхăн пичĕ хĕрелчĕ-ши - пуçĕсене пĕксе сывламасăр тенĕ пек ларчĕç. Ара, камăн-ха “хура” списока лекес килтĕр?
Хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров “Раççей гражданĕсене - хăтлă тата йÿнĕ хваттер” проект Чăваш Республикинче 2009 çулта епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Тĕнчери финанспа экономика кризисне пăхмасăр чăваш строителĕсем федерацин Атăл тăрăхĕнче малти вырăна йышăнаççĕ. Пĕлтĕр кашни çын пуçне 0,66 тăваткал метр çурт тунă. Çынсем 1787 млн тенкĕлĕх 2649 ипотека кредичĕ илнĕ. Пуш уйăхĕнче ăна 153 илнĕ пулсан раштавра - 477. Çулталăк вĕçнелле кивçен укçа илесси темиçе хут ÿснĕ. 505 çамрăк çемье, нумай ачаллă 45 кил-йыш хваттер условийĕсене лайăхлатнă. 1846 çын авариллĕ çуртсенчен хăтлă 685 хваттере пурăнма куçнă. Шел те, строительсен 900 пин тăваткал метр çурт-йĕр тумалла пулнă тăк 2009 çулта 852 пин тăваткал метрне çеç хута янă, ку - палăртнин 87 проценчĕ. Чылай район палăртнă тĕллеве пурнăçланă, çав вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкар плана 28% çеç тултарнă. Николай Федоровшăн ку пысăк кĕтменлĕх пулчĕ, хытах кÿренчĕ пулас. Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхне пĕлтĕрхи ĕçшĕн “2” лартрĕ. Кăçалхи тĕллев пирки ыйтса пĕлчĕ те татах пăшăрханчĕ. Шупашкар 350 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр тума палăртать, Çĕнĕ Шупашкар 35 пин тăваткал метр çеç. 10 хут пĕчĕк, халăх йышĕпе тĕп хуларан 3-3,5 хут кăна сахалрах. Килĕшмелле-и çакăнпа? Çук, паллах! “Урăхла, кризис вăхăтĕнче тата вăйлăрах ĕçлемелле. Ĕç графикне çирĕплетмелле, объектсене кашни кун çитмелле. Çурт тăвас енĕпе çĕнĕ технологисем пур, патшалăх пулăшать”, - терĕ çирĕппĕн Николай Васильевич.
Калаçу ял хуçалăх пасарĕсем, потребкоопераци пирки те пычĕ. Паян республикăра 8 пасар ĕçлет, 2010-2011 çулсенче тата 11 хута ямалла.
Патăрьел, Комсомольски тата Канаш районĕсенче халăхран сĕт пуçтарассине лайăх йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ял хуçалăх кооперативĕсем пĕр килограмм та сĕт пухман. Пуçлăхсем сăлтавне ăнлантарма тăрăшрĕç. Анчах ку Президента тивĕçтермерĕ.
Юлашкинчен Канаш членĕсем 2010 çул валли план çирĕплетрĕç.
Валентин Григорьев