Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.03 Вĕрентекен - пуласлăх никĕсне хывакан (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

«Халăх пуянлăхне ÿстерет»

Çак кунсенче Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче ЧР Президенчĕ çумĕнчи Приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртекен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна республика ертÿçи Н.Федоров ертсе пычĕ.

Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкне официаллă уçни Приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртекен канаш ĕçĕпе тÿр килчĕ. «Паллах, кашниех вĕсем хаклă, çапах вĕрентĕвĕн наци проектне эпĕ малти вырăна хуратăп, - терĕ Николай Васильевич. - Мĕншĕн тесен пурте воспитанирен тата пĕлÿрен килет, вĕсем республикăн экономикине, конкуренци пултарулăхне аталантарма пулăшаççĕ, çавăн пекех халăх пуянлăхне, пурнăç шайне ÿстереççĕ». Чăн та, учитель кăна патшалăх пуçлăхĕсенчен, çĕнтерÿçĕсенчен ытларах тума пултарать, çĕнĕлле шухăшлама вĕрентет, этем ырлăхĕшĕн пултарулăха уçать.

Юлашки çулсенче шкул сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелсе улшăннă. Чи пысăк çитĕнÿ - вĕренме тата ĕçлеме условисем туса пани, вĕрентÿре çĕнĕ йышши инфраструктура йĕркелени. Çак ĕç-хĕле 90-мĕш çулсенчех, вырăнта «Çĕнĕ шкул» программăна йышăнсан тума тытăннă. Паян республикăра хальхи пурнăçа тивĕçтерекен шкулсенче вĕренекенсем Раççейринчен те нумайрах, 92 процент таран «çĕршывра - 60». Ахальтен-им Андрей Фурсенко федераци министрĕ Чăваш Енре тăтăшах пулма кăмăллать.

Вĕрентÿ инфраструктури - çĕнĕ йышши шкул çурчĕ. Юлашки виçĕ çулта 150-а яхăн вĕренÿ çурчĕ çĕкленĕ, чаплă оборудованисемпе пуянлатнă: интерактивлă доска, интернет, мультимедиллĕ проектор... Шкул автобусĕсем база шкулĕсене куллен 13 пин ача турттараççĕ. Çапах нимĕнле çĕнĕ инфраструктура, вĕрентÿри çĕнĕлĕх вĕрентекене улăштараймĕ. «Вĕрентекен çулталăкĕ - мода хыççăн хăвалани, ахаль илемлĕ шухăш кăна мар, обществăна шкул, вĕрентекен енне çаврăнса пăхма хистени, - терĕ президент. - Учитель çулталăкĕнчи тĕп тĕллев - малашне те педагогăн пултарулăхне, професси вăй-хăватне аталантарасси, обществăра унăн авторитетне çирĕплетесси тата социаллă статусне ÿстересси».

Чăваш Енре учительсен квалификацине ÿстерессипе, аттестацилессипе, лидерсене хавхалантарассипе чылай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕртнĕ. Çулсерен вĕсен шалăвне 30 процент ÿстерсе пырасси çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи декабрьте учительсен уйăхри вăтам шалăвĕ 12632 тенкĕпе танлашнă, çакă республикăри кăтартуран 12 процент пысăкрах. Ĕç пахалăхне, кăтартăвне кура тÿлеме тытăнни шалăва ÿстерме пулăшнă та.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн класс ертÿçисене, пултаруллă учительсене, çамрăк талантсене пулăшасси малашне те юлĕ. Пĕлтĕр республикăра инноваци шкулĕсене пулăшма «Вĕрентÿ пуçарулăхĕ» проект хута кайнăччĕ.

- Вĕрентекен çулталăкĕнче çак конкурса малалла тăсни вырăнлă тата ун валли 6 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрмалла тесе шутлатăп. Учительсен харпăр хăй çитĕнĕвне те пысăка хурса хакламалла. Çавăнпа хальхи пулăшу çумне республикăри чи лайăх учительсен ячĕпе 50-шар пин тенкĕлĕх 200 преми уйăрма палăртатăп. Çак 16 миллион тенкĕ тухăçлă ĕçлеме хавхалантарма ытлашши пулмасса шанатăп, - палăртрĕ Н.Федоров.

Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнă май Педагогсен ассамблейи иртрĕ. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейран видеоконференцие хутшăннă май наци проекчĕ пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр вĕрентÿре мĕн палăртнине йăлтах пурнăçа кĕртнĕ: çамрăк талантсене хавхалантарасси, тăлăх ачасене пулăшасси, шкулсене çĕнетесси... Халĕ акă тепĕр çĕнĕлĕх - интернет урлă урок ирттересси вăя кĕрет. Вĕренекенсем малашне опытлă, лайăх педагогсемпе çыхăнса интернет урлă пĕлĕве ÿстерме пултарĕç.

Утăм малалла, иккĕ - каялла?

Республикăри сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану сферине те иртнĕ çул чылай çĕнĕлĕх, улшăну илсе килнĕ. Н.Суслонова министр сăмахĕпе, юн тымарĕсен центрĕ уçăлни вуншар çын пурнăçне çăлса хăварма май панă. Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани енĕпе ĕçлекен тĕнче класлă медицинин пысăк технологийĕсен центрне республика тулашĕнчен те сывалма килеççĕ. Çакă вырăнти бюджета пуянлатать. Пĕлтĕр çул-йĕр аварийĕнче инкек тÿснисене пулăшма, профилактика ирттерме ятарлă оборудовани, медикаментсем туяннă. Пулас амăшĕсемпе ачасене пулăшасси те тĕп вырăнта. Амăшĕн сертификатне пама тытăннă хыççăн ача çуратасси ÿснĕ. Шел, чухăн, йĕркесĕр çемьесенче çуралакансен пурнăçĕ татăласси чакмасть-ха. Ашшĕ-амăшĕ тухтăрсенчен пулăшу ыйтма васкаманни пăшăрхантарать. Паллах, кашни тĕслĕхе тĕплĕн тишкерме тивет.

Кăçал онкологи енĕпе пурлăхпа техника базине çирĕплетме, плазма тăвакан центр хута яма палăртнă. Çĕнтерÿ кунĕччен кашни вăрçă ветеранне диспансеризаци ирттерсе сывлăх паспортне парасшăн.

Наци проекчĕ, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пĕлтĕр ял хуçалăх отрасльне те малалла сулмаклă утăм тума пулăшнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев каланă тăрăх, мĕнпур категорири хуçалăхсен продукцин калăпăшĕ 103, 5 процентпа танлашнă. АПКна пулăшу, çав шутран инвестиципе те, 2140, 3 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă, 2008 çулхипе пăхсан, 41 процент ытларах. Ял хуçалăхне аталантарма федераци бюджетĕнчен пĕлтĕр малтанхинчен 1, 5 хут ытларах укçа хывнă. Предприятисенче бюджет укçи-тенкипе мĕнле усă курнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Министр сăмахĕпе укçана тĕллевсĕр тăкаклакансем çукпа пĕрех. Мĕншĕн тесен йывăр сывлакан хуçалăхсем кредит, патшалăх субсидине илеймеççĕ. Пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсенче кăтартусем лайăхланнă, ĕç тухăçлăхĕ, шалу 26, 4 - 22 процент ÿснĕ. Наци проекчĕ хута кайни ял хуçалăхĕнче тĕнче шайĕнчи технологипе объектсем çĕклеме май панă, ялта пурăнакансен тупăшне 1, 8 хут ÿстерме пулăшнă.

Республикăра усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çав-çавах çивĕч тăрать. Пĕлтĕр Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Етĕрне, Вăрмар, Çĕрпÿ тата ытти хăш-пĕр район палăртнине пурнăçлайман.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнÿсене пăхмасăр лава каялла туртакансем те пур-ха. Сĕт, аш-какай туса илессипе Элĕк, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Муркаш, Канаш, Красноармейски тата ытти хăш-пĕр район юлса пырать. Н.Федоров президента Шупашкар районĕ сĕт илессипе чăхăмлани уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Ара, унăн ертÿçине А.Князева нумаях пулмасть патшалăх награди панă. Мĕншĕн?

ЧР хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртрĕ. Асăннă тапхăрта республикăра 852 пин тăваткăл метр пурăнмалли çурт çĕкленĕ. Кашни çын пуçне 0, 66 тăваткăл метр. Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче малтисенчен пĕри ку енĕпе. Çурт-йĕр тума ипотека кредитне, патшалăх тата уйрăм çынсен укçи-тенкине явăçтарнă. Банк кредит парас условисене хытарнипе, тĕнче кризисне пула ипотекăпа усă куракансем сахалланнăччĕ. Çапах юлашки вăхăтра кăтарту ÿссех пырать. Кивĕ, пурăнма юрăхсăр çурт-йĕртен çынсене куçарассипе, чухăн çемьесене хваттерпе тивĕçтерессипе те чылай ĕç тунă. Вăрçă ветеранĕсене учета илсе хваттерпе тивĕçтересси малалла пырать. Пĕлтĕр 145 тăлăх ача тинех пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Республикăра патшалăхăн çурт-йĕр фондне туса хуни пĕлтерĕшлĕ. Асăннă тапхăрта унпа 428 çемье усă курнă. Кăçал фонд валли тăватă нумай хваттерлĕ çурт туса пĕтермелле. Апла черетре вуншар çул тăнă çынсен хваттерлĕ пулас шанăç пур. Ларăва пухăннисем Шупашкар, Çĕрпÿ, Красноармейски район территорийĕсенче комплекслă çурт-йĕр тăвассине, «Çĕнĕ хула», Б.Хмельницкий, «Финская долина», «Тракторостроитель» микрорайонĕсенчи строительство ĕçĕсене хăвăртлатмаллине каларĕç. Тĕп хулара, районсенче çурт-йĕр тăвасси вăй илсе пырать-ха, анчах Çĕнĕ Шупашкарта вара вăл чарăнса ларнă тейĕн. Иртнĕ çул плана 28 процент кăна пурнăçланă.

- 2010 çулта мĕн чухлĕ тума палăртнă? - ыйтрĕ президент Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕнчен.

- 35 пин тăваткăл метр, - хуравларĕ В.Артемьев.

Шупашкартинчен 10 хут пĕчĕкрех! Çакă малалла мар, каялла талпăннине кăтартать. 135 пин çын пурăнакан, промышленность аталаннă хулашăн, чăн та, чăх кулли. Çурт-йĕр тумасан хула, ял аталанаймĕ, ĕçлекен юлмĕ. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн тÿнтерле ĕçĕ ку. Çавăн пекех строительство министерстви ĕçлесе çитерейменнине те кăтартать. Н.Федоров çывăх вăхăтра ыйтăва пăхса тухса мерăсем йышăнма хушрĕ. А.Гончаров министрăн кăçалхи планне, республикипе 900 пин тăваткăл метр çурт-йĕр хута яма пăхнине тÿрлетмех тивет-тĕр. «Сахал», - хакларĕ ăна президент.

Ларура çавăн пекех Чăваш Енри ял хуçалăх рынокĕсем, потребитель кооперативĕсем йĕркелес, аталантарас ыйтусене пăхса тухрĕç, Канашăн кăçалхи ĕç-хĕлне палăртрĕç.

Л.Никитина.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика