Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.27 Сыва пурнаҫ йӗркишӗн (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чӑваш Енре юпан 1 -мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ "Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн" акци старт илчӗ. Ҫак хушӑра Чӑваш Енри районсемпе хуласенче Сывлӑх кунӗсем, кинолекторисем, физкультурӑпа спорт мероприятийӗсем, конкурссем, профилак-тика семинар-тренингӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсен пурин те пӗр тӗллев - ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарасси. Акциеспорт, культура, ӑслӑлӑхобщественноҫӗн, ҫамрӑксен культурин паллӑ ӗҫченӗсем, "Сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн!" чӗнӳпе ӗҫлекен пӗрлешӳсемпе ресурс центрӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Калӑпӑр, Шупашкар ху-линчи республикӑри ача-семпе ҫамрӑксен библиотекинче "Малашлӑха - хӑрушлӑхсӑр!" сывлӑх эрни иртнӗ. Ҫак тапхӑрта врач-нарколог тата психолог пӳлӗмӗсем ӗҫленӗ. Унта ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене тупма пултарнӑ. Вулав залӗнче кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ, унта сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑлма май паракан меслет-семпе те паллашма май пулнӑ. Ленин районӗнчи ҫамрӑксем санитарипе экологи уйӑхлӑхне хутшӑннӑ. Шупашкарти экономика-менеджмент институчӗн студенчӗсем спортпа пултарулӑх фестивалӗ ирттернӗ. Вӗсем вӗрен туртнӑ, тӗрлӗ чӑрмав витӗр тухнӑ, волей-болла вылянӑ, ҫар эстафе-тине хутшӑннӑ. Ҫапла майпа сыва чун сыва келеткере ҫеҫ пулнине ӗнентернӗ.

Муркаш районӗнче "Тӑван ҫӗршыв" ҫарпа патриот клубӗн ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Рай-онта ҫавӑн пекех Сывлӑх кунӗсем йӗркеленӗ. Наркомани ыйтӑвӗсемпе хӗр-упраҫпа яшкӗрӗм хушшинче "Эпӗ пурнӑҫа суйлатӑп" со-циологи ыйтӑмӗ, ҫамрӑксем каҫсерен пухӑнакан вырӑнсенче "Каҫхи хурал" рейдсем ирттерни те усӑ куретех ӗнтӗ.

Улатӑр районӗнчи Чувар-лейри вӑтам шкулта "Сиенлӗ йӑласем" темӑпа хатӗрленӗ уроксенче алкоголизм, пирус туртни, наркомани сиенӗ пирки ҫеҫ мар, халь-хи вӑхӑтӑн тепӗр инкекӗ -астармӑш вӑйӑсем - ҫинчен те сӑмах хускатнӑ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем "Алкоголь - хӑрушӑ илӗртмӗш" мультимедиа презентацийӗ-пе паллаштарнӑ.

Канаш районӗнчи Анаткас Кипечри тата Кайри Анта-вӑшри ял клубӗсенче "Сывлӑхшӑн ташла!" ятпа ташӑ каҫӗсем иртнӗ. Ҫамрӑксем унта ташласа савӑннисӗр пуҫне тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, наркотике сивлесе сӑвӑсем хайланӑ, "Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн" скульптура хатӗрленӗ. Ҫак каҫра кашнинех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма май пулнӑ. Канаш хулинчи "Локомотив" стадионта футбол матчӗ иртнӗ. Унуа Канашри педагогика колледжӗн сту-денчӗсен тата хулари шкулсенче ӑс пухакансен командисем вылянӑ.

Елчӗк районӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе йӗркеленӗ эстафетӑна сакӑр ушкӑн хут-шӑннӑ: райадминистраци пайӗсем, ял тӑрӑхӗсем, предприятисем, организацисем, учрежденисем, шкулсем. Шкул командисен ӑмӑр-тӑвӗсем уйрӑмах кӑсӑклӑ иртнӗ.

Ытти район-хулара та интереслӗ мероприяти чылай йӗркеленӗ: "ҫавра сӗтелсем", класс сехечӗсем, пӗрлехи пухусем... "Ҫамрӑк-сем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн" акци малалла пырать.

 

И.Семенова

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика