Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕ çулленех вĕренекенсене тĕрлĕрен анкета ыйтăвĕсене хуравлаттарать, çав шутра эрех-сăра, наркотиксем пирки ачасем мĕн шутланине те тишкерет. Вĕренекенсен хуравĕнче уйрăмах çакă хумхантарать: эрех-сăрана тутанса курнисенчен чылайăшĕ кăна пĕрремĕш хут çемьере, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, пĕр-пĕр уявра тутанса пăхнă. Ку мĕн кăтартса парать-ха? Нумай çемьесенче эрех-сăрана сивлемеççĕ, унсăр кирек хăш уява та ирттерме май çук тесе шутлаççĕ. Çакнашкал пăхни вăл ÿсекен ăрăва эрех-сăра патне туртакан чи вăйлă витĕм пулса тăрать. Çавăнпа та çак правилăна пăхăнни çав тери усăллă пулмалла: ачана сăмахпа кăна мар (“эрех-сăра сиенлĕ, вĕсене ĕçме юрамасть”), ытларах хăвăрăн ырă тĕслĕхпе воспитани памалла. Килти уявсене (уйрăмах ачасемпе пĕрле чух) хаяр шĕвексемсĕр ирттерме тăрăшмалла, уявсем вĕсемсĕрех савăнăçлă иртчĕр, тĕрлĕрен вăйăсем, шÿтсем, конкурссем хатĕрлемелле. Ачасене эрех-сăрапа наркотиксенчен сыхласа хăварас тесен урăх мĕн тума пулать-ха?
Мĕн пĕчĕкрен ачан интересĕсемпе пултарулăхне аталантармалла, пушă вăхăтне хăйне килĕшекен ĕçсемпе тултармалла тата пуянлатмалла. Пепкепе хутшăннă чух ырă чунлă, уçăмлă, кăмăллă, чăн-чăн тус пек пулмалла, час-часах пĕрле пулма тăрăшмалла (килти ĕçсенче, спортра, юрă-кĕвĕ итленĕ чух, автомашинăпа ĕçлĕ пулнă чух, выльăх пăхнă тапхăрта тата ытти те).
Ачара хăй тĕллĕнлĕх, ют çынсене пăхăнманлăх аталантармалла, кирлĕ чух “çук” тесе калама та вĕрентмелле. Чи пĕлтерĕшли вара — ачана юратни, пурнăçа хаклама вĕрентни.