Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
ПУТИН 5-МĔШ ГИМНАЗИРЕ: ТĔПЛĔНРЕХ («Вести (Хыпар)», Чебоксары)
20 сентября 2007, четверг
«ПРЕЗИДЕНТ ПИРĔН ĔÇЕ КУРНИШĔН САВĂНАТПĂР»
Шупашкарти 5-мĕш гимназие - Н.В.Федоров калашле “XXI ĕмĕр тĕлĕнтермĕшне” - вăл кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕнче çеç уçăлнă пулин те çине-çинех хăнасем килеççĕ. Паллах, унăн ĕç-хĕлĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллашас текенсем малашне те пулĕç. Çапах та çак гимназире вăй хуракан ăста педагогсем вĕрентÿ учрежденине РФ Президенчĕ В.В.Путин килсе кайнине нихăçан та асĕнчен кăлармĕç. Çакна та асăнмалла: гимнази Владимир Владимировичăн визит программинче пулман.
АКĂ мĕн каласа кăтартать гимнази директорĕ Инна Владиславовна Исаева: “Владимир Путин Президент Чăваш Ене килессине малтанах пĕлнĕ-ха эпир. “Тен, вăл пирĕн пата та кĕрсе тухĕ?” - текен шухăш ун чухнех çуралнăччĕ. Тренккасси шкулĕнче çавра сĕтел ĕçне хутшăнтăм. Эпĕ, Директорсен ассоциацийĕн председателĕ пулнă май, наци проекчĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки калаçрăм. Çак проект лидерсене тата малалла ăнтăлма пулăшнине палăртрăм. Калăпăр, пирĕн гимназире республикăри çеç мар, Чăваш Ен тулашĕнчи шкулсемпе те видеоконференци ирттерме май килет. 5-мĕш гимназире - XXI ĕмĕр шкулĕнче - паха пĕлÿ илмешкĕн пĕтĕм май пуррине каласа кăтартрăм. “Владимир Владимирович, çĕр хут илтиччен пĕр хут курни лайăхрах”, - терĕм сумлă хăнасене хамăр пата пырса курма чĕннĕ май. Кăштахран Президента тепĕр хут та чĕнтĕм эпĕ, унăн куçĕнче кăсăклану туйăмне асăрхарăм. “Эсир хитре çеç мар, çине тăма пĕлекен хĕрарăм та”, - терĕ вăл.
В.Путин информаци центрне, медиацентра, физикăн хальхи лабораторине кĕрсе курчĕ. Лабораторире видеоçыхăну мелĕпе педуниверситет преподавателĕпе калаçрĕ, ăна тĕрлĕ ыйту пачĕ. Владимир Владимирович - питĕ ăслă та тем те пĕлекен çын. Ăçта мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăнăран ăна кăшт улталама та май çук. Пĕтĕмпех кăсăклă уншăн. ЧР Президенчĕ Николай Федоров сĕннипе патшалăх ертÿçи спорт комплексне пăхса çаврăнчĕ. “Ну мĕнле?” - ыйтрĕ Николай Васильевич. “Манăн сăмах та çитмест”, - тесе Владимир Владимирович ăна юлташла çупăрласа илчĕ. Ку чăн-чăн фурор пулчĕ. Путина пирĕн гимназире килĕшрĕ, унăн куçĕнчи хĕлхем те çакнах çирĕплетрĕ”.
Владимир Путин 5-мĕш гимназие 21 сехет иртсен тин килнĕ. Паллах, ку вăхăтра ачасем килĕсене саланнă ĕнтĕ. Вĕсем те РФ Президентне чăтăмсăррăн кĕтнĕ, ун валли ыйтусем, сĕнÿсем хатĕрленĕ. Педагогсем каланă тăрăх, Путин вĕсене пурне те вуласа тухнă.
“Ачасем хăйне интерактив режимĕнче ыйту пама пултарни Владимир Владимировича килĕшрĕ. Питĕ кăмăллă çын иккен вăл. Хăйне мĕн каласа кăтартнине тимлĕ итлет”, - шухăш-кăмăлĕпе паллаштарать информатика учителĕ А.В.Бекнева. Шăпах Антонина Васильевна Владимир Владимировича сумлă хăнасен кĕнекине тыттарнă. “Саламлатăп, мухтанатăп, ăнăçу сунатăп”, - тесе çырнă иккен унта В.Путин, алă пуснă.
Вырăс чĕлхипе литератури учителĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Г.Васенина В.В.Путина 5-мĕш гимназире кĕтсе илекен ушкăнра пулнă: “Президент пирĕн пата килни - савăнăçлă пулăм. Сумлă хăнасен умĕнче чылайăшĕн ал-ури çыхланать. Çапах манăн хумхану туйăмĕ Владимир Владимировича курсанах иртсе кайрĕ. Мĕншĕн тесен вăл питĕ уçă кăмăллă çын. Сумлă хăнасене медиацентрпа паллаштартăм. Патшалăх ертÿçи эпĕ мĕн те пулин каласа кăтартма пуçласса кĕтсе тăмарĕ, ыйту хыççăн ыйту пачĕ: ячĕшĕн мар, çакă уншăн чăннипех те интереслĕ пулнăран. Эпир мĕнле ĕçлени кăсăклантарчĕ ăна. Шăпах РФ Президенчĕ килнĕ кун эпир гимназире интерактив форумĕ ирттернĕччĕ. Ун пирки те каласа кăтартрăмăр. Пирĕн гимнази - толерантлăх шкулĕ-çке. “Тавах сире!” - терĕ Владимир Владимирович сыв пуллашнă май. Çак сăмахсенченех пирĕн ĕç кирлине, вăл çав тери пĕлтерĕшлине ăнлантăмăр”.
Информатика учителĕ Ю.И.Михайлов РФ Президенчĕпе алă тытнине питĕ лайăх ас тăвать. Ытти чухне арçынсемпе сывлăх суннă май вĕсен аллине хытах чăмăртанă иккен вăл, Владимир Владимировичпа куçа-куçăн тăрсан та çак йăлине пăрахайман. “Кайран тин хама урăхларах тытмалла пулнине ăнланса илтĕм. Курнăçланма юратман, хамăр пек çынах вăл. Çакна туйса илсен хама питĕ лăпкăн тытрăм. Хăнасем пирĕн патран хавхаланса кайрĕç. Апла тăк пирĕн гимнази вĕсене килĕшнĕ”, - йăл кулса каласа кăтартать Юрий Иванович.
Владимир Путин тата ытти хăна 5-мĕш гимназире 20 минут ытларах пулнă. “Пирĕн коллектив хăйне çарти пекех тытрĕ, хăнасене чăрмантармарĕ, - савăнăçне пытармасть Инна Владиславовна. - В.Путин 5-мĕш гимназире пулни пире мар, ăна хăйне ăнчĕ теме пулать. Мĕншĕн тесен вăхăт çитсен эпир хамăра тата лайăхрах енчен кăтартăпăр. Гимнази чăннипех те пуласлăх шкулĕ. Кунта ăста та пултаруллă педагогсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен 70 проценчĕ аслă квалификациллĕ, 7-шĕ РФ Президенчĕн грантне илнĕ. Сумлă хăнасем пире мар, эпир куллен пурнăçлакан ĕçе курнишĕн савăнатпăр. Вĕсем пирĕн ĕçе лайăх хакланишĕн вара мăнаçланатпăр”.