Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

В.Путин: «БЕЛГОРОД ОБЛАÇĔПЕ ЧĂВАШ ЕН НАЦИ ПРОЕКЧĔСЕНЕ ПУРНĂÇА КĔРТЕС ЕНĔПЕ - ЛИДЕРСЕМ»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

В.Путин: «БЕЛГОРОД ОБЛАÇĔПЕ ЧĂВАШ ЕН НАЦИ ПРОЕКЧĔСЕНЕ ПУРНĂÇА КĔРТЕС ЕНĔПЕ - ЛИДЕРСЕМ» («Вести (Хыпар)», Чебоксары)

15 сентября 2007, суббота

Раççей Президенчĕ Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем тата демографи политики енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче каланинчен /Белгород, 2007, авăн, 13/

ХАМĂР ĕçе пуçăниччен эпĕ Чăваш Ене кайса килни çинчен темиçе сăмах калас тетĕп. Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланасси пирки эпир нумай иккĕленнĕ. Пирвайхи утăмсем те ансат пулмарĕç. Вĕсене сÿтсе явнă чух /икĕ çул çурă каяллах сÿтсе явма пуçланă/, паллах, иккĕленÿ нумай пулчĕ: вĕсем ăнăçлă ĕçлĕç-и, вĕсем мĕн парĕç, ку укçана кăларса пăрахни пулмĕ-и? Укçа-тенкĕ хатĕр мар инфратытăма, хатĕрлемен кадрсем патне кайнине кура укçана ахалех тăкакласран, нимĕнле усă та пулмасран хăрарăмăр.

Эпĕ питĕ кăмăллă, апла мар, пачах тепĕр майлă пулчĕ.

Ман шутпа, тĕп кăтарту - çынсем патшалăх хăйсен енне çаврăннине ĕненни. Ку пĕрремĕшĕ.

Иккĕмĕшĕ. Çынсем пурнăç ыйтнипе килĕшÿллĕн улшăнма пуçларĕç. Куçсем çунаççĕ. Çунаççĕ куçсем! Ĕнер Чăваш Енре мана пĕр вĕрентекен, компьютер техникине алла илекенскер, çапла каларĕ: “Пенсие кайма вăхăт. Пенсие каяс килмест. Интереслĕ. Ĕçлеме интереслĕ”. Çакă чи кирли. Тĕп кăтарту - çынсен ĕçлес кăмăл çурални, вĕсем паян ăçта вăй хураççĕ - çавăнта тухăçлă ĕçлес тени.

Демографи проекчĕ те хăйĕн кăтартăвĕсене кÿрет-кÿретех. Çакă та савăнтарать.

Пирĕн сирĕнпе пĕрле шухăшласа пăхмалла: ку енĕпе ĕçĕмĕр тата та тухăçлăрах пултăр тесен тата мĕн тумалла? Уйрăм регион-лидерсенче çеç мар, пĕтĕм çĕршывĕпе. Белгород облаçĕ, Чăваш Ен, паллах, нацпроектсемпе ĕçлес енĕпе - лидерсем. Чи кирли, чи пĕлтерĕшли - шăпах çакăнта нацпроектсене хăйсен регион шайĕнчи аталану программисемпе пĕтĕçтерсе отрасльсенчи анлă улшăнусене çул пани.

Чăваш Республикинче управленин çĕнĕ меслечĕсемпе усă курса медицина пулăшăвĕн пахалăхне, унпа çынсем усă курассине лайăхлатнă. Тухăçлă технологисене тата çĕнĕ оборудование ĕçе кĕртсе, медперсонал ăсталăхне ÿстерсе ача амăшĕсем, тин çуралнă ачасем вилессине икĕ хут чакарма пултарнă. Ялсенчи шкулсен ĕçне тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ май вĕсем вĕрентÿ шайĕпе те, пурлăх никĕсĕ тĕлĕшпе те хула шкулĕсенчен кая мар. Унта хăюллăнах вĕрентÿ центрĕсем йĕркелеççĕ, тĕпрен илсен çакă тÿрре тухать. Ĕнер вăтам шкулсен вĕрентекенĕсем - Чăваш Енри ĕçтешсемпе çеç мар, ытти регионпа та эпĕ он-лайн йĕркипе калаçрăм - каланă пек: ашшĕ-амăшĕ, паллах, хăйсен ачисене çав вĕрентÿ центрĕсене ярасшăн. Кун пирки эпир нумай калаçнă, эпĕ кашни ялти шкулсене пĕтерме юрамасть текенсен шухăшне пĕлетĕп. Çавнашкал логика та пур, анчах ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене халех лайăх пĕлÿ паракан вĕрентÿ центрĕсене ярасшăн. Унта вĕренсен ачасем çĕршыври чи лайăх вĕренÿ заведенийĕсене кĕме пултараççĕ. Чăваш Енре çĕршыври йĕркеллĕ вузсене вĕренме кĕрекен ял ачисен шучĕ вуннă мар, çĕр хут ÿснĕ! Ăнланатăр-и! Çакă - патшалăхăн пĕрлехи экзаменне аслă шкула кĕмеллипе пĕрлештернин, çав вĕрентÿ центрĕсем пуррин кăтартăвĕ.

Палăртам: вĕрентĕвĕн наци системисен тупăшăвĕ анлă конкуренцин тĕп элеменчĕ пулса тăчĕ. Хăвăрт улшăнакан тĕнче ыйтнине кам хăвăртрах хăнăхать - çавă паян малта пулать. Паянхи тĕнчере технологисем вĕçĕмсĕр çĕнелеççĕ, инновацисене хăвăрт алла илеççĕ, ĕç ресурсĕсен анлă рынокĕсем йĕркеленеççĕ. Пурнăçра пĕрре илнĕ пĕлÿ текех профессири ăнăçу никĕсĕ пулаймасть ĕнтĕ. Малти плана çынсен питĕ пысăк информаци анлăшĕнче тĕллеве курма пĕлес, хăйсем тĕллĕн йышăнусем тăвас тата вĕсене ăнăçлă пурнăçлас пултарулăхĕ тухать.

ПАЯНХИ ХАВХАЛАНУПАХ ТĂРĂШАСЧĔ

Н.НАУМОВ, халăх ăсчахĕ:

- Раççейпе Чăваш Республики хушшинче яланах шанчăклă çыхăну пулнă, пур. Çакна пирĕн республикăна Владимир Владимирович Путин виççĕмĕш хут килни те çирĕплетет. Шанатăп, малашне те пулĕ. Ĕçлĕ хутшăнусем умри тĕллевсене пурнăçласа Раççейпе унăн аталану çулĕпе утакан субъектне татах та сулмаклăрах çулпа утма пулăшĕç кăна. Чăваш халăхĕ тăнăç, тĕрĕс, йĕркеллĕ пурнăçа кăмăллать, ĕçлеме юратать. Апла - çитĕнÿ пулатех.

Наци проекчĕсем пирки сăмах пуçарсассăн - вĕсем республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, ку - тĕллевлĕ пулăшу. Палăртнине вĕçне çитерме мехел кăна çитересчĕ. Енчен те çĕршыв ертÿçи вĕсене хăй сăнаса-тĕрĕслесе тăрать тĕк - шанăç пысăк.

Г.АРХИПОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ:

- Чăваш Ен ытти регионпа танлаштарсан нумай кăтартупа малта. Чылай чухне çĕнни пирвайхи хут пирĕн республикăра çул тупать. Çĕршыв Президенчĕ В.В.Путин ахальтен мар пирĕн пата виççĕмĕш хут килет. Çакă хăех пĕлтерĕшлĕ. Пире шанаççĕ, ĕненеççĕ, апла пирĕн республикăн ячĕ-сумĕ пур. Малашне паянхи хавхаланупах тăрăшасчĕ, палăртнă çултан пăрăнас марччĕ, хисепе ÿстерсе пырасчĕ.

О.ПЕТРОВА, Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчи ĕç ветеранĕ:

- Эпĕ пенсие тухичченех «Прогресс» колхозра /халĕ акционерсен пĕрлешĕвĕ/ ĕçленĕ. Йывăрри те, çăмăлли те пулнă паллах. Анчах кĕрлĕ-çурлă çанталăкра район больницине сипленме çÿренине паян кун та манаймастăп. Халĕ вара... Нумаях пулмасть ялта пĕтĕмĕшле врач офисне уçрĕç те пĕтĕм нуша-терт хыçа юлнă пекех туйăнать. Офиса уçнă кунах кунта аслă пĕлÿ илнĕ тата пĕтĕмĕшле практика курсне пĕтернĕ Людмила Миллина врач ĕçлеме пуçларĕ. Чирлекенсене е хăйне кăштах йывăр туякансене çийĕнчех пулăшу параççĕ. Нумай чухне врачпа сестра килсерен çÿресе çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Кам та пулин хăйне япăхрах туять пулсан тÿрех офисра сипленме е район больницине тĕрĕсленме илсе каяççĕ. Ĕлĕкрех пирĕн фермăра ятарласа профилактори уçнăччĕ. Анчах унта çутă пайăркисемпе е массаж туса çăмăллăх кÿнинчен ытти нимех те пулман.

Владимир Путин 2004 çулта Чăваш Ене килсен кунти халăхăн ĕçченлĕхне те, чăтăмлăхне те витĕмлĕн палăртса хăварнăччĕ, чăвашсене чăннипех те пысăк пулăшу кирлине асăннăччĕ. Çапла вара çĕршыв пуçлăхĕ тата хамăр республикăн Президенчĕпе правительстви тăрăшнипе пирĕн тăрăхра «Сывлăх» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать. Апла пулсан малашне халăх йышĕ ÿсессе, унăн сывлăхĕ çирĕп пуласса шанма пулать.

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика