Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ иртнĕ пирки

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

 

 

2007 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ытлари кун, 10.00-12.00 сехетре И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тĕп корпусĕнчи акт залĕнче чăваш филологи факультечĕ йĕркеленĕ «Сарă кун çĕр-шывĕнче» ятлă программăпа Чăваш чĕлхи кунĕ пулса иртрĕ. Уяв И.Я. Яковлев çуралнăранпа 159-çул тултарнине халалласа иртрĕ, чăваш ача-пăча литератури тĕнчипе çыхăнчĕ.

Уяв хăнисем - Писательсен Союзĕн председателĕн çумĕ Порфирий Афанасьев- чăваш çыравçи, Людмила Сачкова- Чăваш наци конгресĕн членĕ, Виталий Петрович Станьял тата ыт.те. пулчĕç. Вĕсем пĕтĕмĕшле ача-пăча литератури аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки каласа пачĕç, хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ парнесемпе тивĕçтерчĕç.

Килнĕ çынсем калаçнипе килĕшÿллĕн чăваш филологи, психологипе педагогика факультечĕсен студенчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç-  юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем вуларĕç, юмахсем лартса пачĕç. Концерта Шупашкарти 6-мĕш шкул вĕренекенĕсем хутшăнни те илем кÿчĕ. Сцена çинче чăваш чĕлхи, И.Я. Яковлев чĕлхи илемлĕн те çепĕççĕн янăрарĕ, пурне те малалла пурăнма хавхалантарчĕ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика