Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.27 Паттăрлăх урокĕнче

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чутейри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 7-мĕш класра “Çав çулсен мухтавĕ сÿнмĕ” ятпа паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Ачасем патĕнче хăнара Н.Г.Богатырев вăрçă ветеранĕ пулчĕ.
 
Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă пионерсем çинчен Е.Яклашкина, Е.Васильева, О.Цирульникова, С.Иванова, Р.Волков вĕренекенсем хумханмалла каласа кă-тартрĕç.
Зоя Космодемьянская паттăрлăхĕ çинчен К.Васильева чарăнса тăчĕ. Чутей çыннисем те вăрçăн тĕрлĕ фрончĕсенче хастар çапăçнă. Ф.Андреев, Н.Журавлев, А.Цветков, П.Куракин вăрçă паттăрĕсем çинчен М.Петрова вĕрентекен, Н.Яклашкинăн “Чутейпе Çĕнĕ Ишпуç” кĕнекинчи материалсемпе усă курса, каласа пачĕ. Унтан К.Чернов 1942 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче фронтран мăшăрĕ патне янă çырупа паллаштарчĕ. Вăрçă çулĕсенче Чутей-ре “Хурçă” колхоз ĕçченĕсем 50 пин тенкĕ ытла укçа, 29 центнер ытла тырă, 500 килограмм типĕтнĕ çĕр улми, 143 килограмм сухари, 341 литр сĕт, 313 кг çăм, 357 мăшăр алсиш, 315 мăшăр нуски, 35 мăшăр çăматă, 43 çĕлĕк тата ытти нумай япала пухса фронта ăсатнине те пĕлчĕç вĕренекенсем.
Николай Гордеевич Богатырев вăрçă ветеранĕ хăйĕн фронтри пурнăçĕ çинчен чуна тивмелле каласа пачĕ. Вăл 1943 çулта фронта каять. Малтан Тула çывăхĕнчи дивизире пулать. Отделени командирĕ пулса нимĕç фашисчĕсемпе çапăçать. Разведчиксемпе пĕрле нимĕçсен тылĕнче те темиçе хутчен пулать, кирлĕ сведенисем пухать. Вăрçă çулĕ Николай Гордеевича Белоруси çĕрĕ çине те илсе çитерет. Кунта маляри чирĕпе аптăрасан, 10 куна яхăн госпитальте сипленет. Çак хушăра унăн полкĕ малалла кайнă. Вара вăл радист-пулеметчика вĕренет, тăшмана хирĕç танкпа тухать. Тĕрлĕ хăрушă самантсене те лекет пирĕн ентеш. Пĕр çапăçура хăй йывăр аманать. Тухтăрсем тем пек тăрăшсан та хăрах хулне упраса хăвараймаççĕ.
Паттăр салтак пуç усмасть. Чăваш ене таврăнса çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе кÿлĕнет. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе медальсем танкистăн кăкăрне илем кÿреççĕ. Ачасен ыйтăвĕсем çине те ху-рав пачĕ ветеран.
Вăрçă çулĕсенче çуралнă “Священная война”, “Орленок”, “Катюша”, “Темная ночь” юрăсене шăрантарчĕç, çав вăхăтра çырнă сăвăсемпе те паллашрĕç.
Урок “Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем” юрăпа вĕçленчĕ.
М. ПЕТРОВА, 7-мĕш класс ертÿçи
 («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)», Янтиково)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика