Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров 2007 çула Чăваш Енре Ача çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăнахах та, тĕреклĕ çемье, пирĕн ача-пăча обществăра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çак тата ытти ыйтусем тавра пирĕн корреспондент Ю. Борисов районти диагностикăпа консультаци центрĕн педагог-психологĕпе Т. Викторовапа калаçнă.
— Татьяна Васильевна, калаçăва мĕнрен пуçлар-ши?
— Паллах, çемье пирки. Çемьере миçе ача пулассине кашни мăшăр хăй татса парать. Çав вăхăтрах асăннă ыйтăва тĕпчекенсем çакна палăртаççĕ: пĕртен пĕр ача ытларах чух эгоист (хăйне ытлашши юратакан, хăйшĕн çеç пурăнакан çын) пулса ÿсет. Унăн тавра пĕтĕм тăванĕсем тăпăртатса тăни ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачишĕн те лайăхах мар. Шăллĕпе е йăмăкĕпе ÿсме ăна, паллах, савăнăçлăрах та, усăллăрах та пулĕ. Çав вăхăтрах çакна палăртмалла: çемьере икĕ ача пулни тĕрлĕрен проблемăсем патне илсе пырать. Вĕсенчен чи çивĕччи — ачасем пĕр-пĕринпе килĕштерейменни, харкашни, вăрçни, вĕсен хушшинче конкуренци пулни. Социологи тĕпчевĕсем çакна палăртнă: ачасен çуралнă кунĕсем хушшинче çулталăкран пуçласа 3—4 çул кăна пулсан, е ачасем йĕкĕрешсем пулсан, вĕсен конкуренцийĕ пысăкрах. Тата çакă палăрнă: çемьере 3 е ытларах ача пулсан, вĕсен хушшинче тĕрлĕрен çыхăнусем пулнă пирки конфликтсем сахалтарах.
— Çемьере икĕ ача, вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаймасан мĕн тумалла-ши?
— Чи малтанах ашшĕ-амăшĕн çакна пĕлмелле: ачасен хушшинчи конкуренци, харкашу, кĕрешÿ — норма; вĕсемсĕр пулма та пултараймасть. Ашшĕ-амăшĕн тĕп задачи вара — ачасене харкашусенчен сыхласси мар, вĕсен хутшăнăвĕсене пĕлсе, ăнланса йĕркелесе пырасси.
Чи малтанах “Ачасем, сирĕн пĕр-пĕрне яланах юратмалла” тенине пăрахăçламалла. “Ку сан йăмăку, сан ăна юратмалла” текен сăмахсене илтсен ачасен час-часах пачах урăхла тăвас килет, тата хытăрах йăмăкне вăрçтарас килет. Аслисен çакна пĕлмелле: кашни çынăн, çав шутра ачасен те, тĕрлĕрен туйăмсем пулма пултараççĕ: юратупа килĕшÿ те, курайманлăх та. Специалистсем çакна палăртнă: çынăн япăх туйăмсене яланах пытармалла пулсан, унăн лайăх туйăмсене кăтартмалли канал та хупăнать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ ачасем вăрçнине курсан, вĕсене тÿрех чарса лартни пур чух та тĕрĕс мар. Çапларах калани усăллăрах пулĕ: “Ачамсем, сирĕн пĕр-пĕрин патне тĕрлĕрен туйăмсем пулма пултараççĕ: лайăххисем те, япăххисем те. Ку вăл пур çыннăн та çапла. Эсĕ йăмăкна тарăхма, çилленме пултаратăн, çакăн пирки сан ăна калама ирĕк пур, анчах та çакна ас туса юл: пĕр-пĕрне нихăçан та пуçран çапма, тапма, çыртма, усал сăмах калама, пусмăрлама юрамасть”.
Ашшĕ-амăшĕсем тата çакăн пек меслетпе усă курма пултараççĕ: деструктивлă энергине хăрушлăх сахалрах çĕре тĕллесе ямалла. Тĕслĕхрен, ачасем çапăçаççĕ пулсан, чышкăсем вырăнне сăмахсемпе е минтерсемпе усă курччăр, пĕр-пĕрне витлеççĕ пулсан — çав сăмахсене калас вырăнне хут çине çырччăр. Нумай чух хирĕçле (негативлă) туйăмсем ăшран тухса кайнă хыççăн кăна ачасем хăйсен ырă туйăмĕсене палăртаççĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ тепĕр чух ашшĕ-амăшĕсем çапла калаççĕ: “Пирĕн ачасем пĕр-пĕринпе вăрçса вилеççĕ, анчах та пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултараймаççĕ”.
Çакă та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасене уйрăм пÿлĕмсем пама тăрăшмалла, май килмесен кашнине хăйĕн кĕтес е уйрăм сĕтел, тумбочка (уйрăм зона) уйăрса памалла. Унта вĕсем хăйсен кĕнекисене, вăййисене, пĕчĕк вăрттăнлăхĕсене, чуна хаклă ытти япаласене упрама пултараççĕ. Çемьере çак правилăна кĕртсен те питĕ усăллă: пĕр-пĕрин япалине илес умĕн хуçинчен ыйтмалла, ирĕк парсан кăна илмелле. Паллах, ку правилăна чи малтанах аслисен пăхăнса тăмалла, вара çемьере килĕшÿ чылай лайăхланĕ.
Тата тепĕр канаш. Хушăран кашни ачине ашшĕ-амăшĕпе хăй пĕччен кăна пулма май туса памалла. Тĕслĕхрен, пĕррехинче пĕр ачипе уçăлса çÿремелле, тепрехинче — иккĕмĕшпе.
— Ачасем хушшинче конфликт (хирĕçÿ) пулсан вара?
— Ачасем хушшинче конфликт (хирĕçÿ) пулсан, аслисен хăйсене судья вырăнне лартмалла мар, кам айăплă пулнине тĕпчес вырăнне çав хирĕçÿрен тухмалли мелсем шырамалла. Тĕслĕхрен, калаçу çапла иртме пултарать. Малтанах пĕр ачи хăйĕн ÿпкевне, хăйне мĕн килĕшменнине пĕлтертĕр, кайран тепри. Ун хыççăн ачасене черетпе пĕр-пĕрин сăмахĕсене калаттармалла. Малалла пурте пĕрле çак лару-тăруран (ситуацинчен) тухмалли мелсене пăхса тухмалла, чи килĕшмеллине суйласа илмелле.
— Нумай ашшĕ-амăшĕшĕн “Эсĕ кама ытларах юрататăн, мана е йăмăка” тесе ыйтни питĕ кăткăс.
— Паллах, ачасене хытă юратнине пĕлтермелле, анчах “иксĕре те пĕр пек юрататăп” тени тĕрĕсех мар. Кашни ачинче мĕн килĕшнине, мĕнле енсене юратни çинчен калани чылай витĕмлĕрех. Çак сăмахсене калани те питĕ вырăнлă: “юратнă ывăлăм, юратнă хĕрĕм”; иккĕшĕ те арçын ача пулсан, — “Юратнă аслă ывăлăм, юратнă кĕçĕн ывăлăм”.
— Юлашкинчен мĕн каласшăн?
— Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Пиччĕшĕпе йăмăкĕн, аппăшĕпе шăллĕн пĕр-пĕринпе хутшăннă, конфликтсенчен тухма вĕреннĕ опыт вĕсен малашнехи пурнăçĕшĕн калама çук хаклă та усăллă. Апла пулсан, çакăншăн ашшĕ-амăшĕн чăтăмлăх çитерсе çемьери ăшă, ырă, çывăх хутшăнусем тума тăрăшмаллах.
(«Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)