Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.24 Савăнатпăр вĕрентекенпе

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Пуçра сывлăх пур чухне сисĕнмесĕр иртет-çке вăхăт. Тамара Васильевна Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Канаш хулинче 4 çул пĕлÿ пухса тăван яла, хăй вĕреннĕ шкула кĕçĕн класри ачасен вĕрентекенĕ пулса таврăннă. Чун-чĕри тăван ялнех туртнă ăна. Каярахпа аслă пĕлÿ илнĕ вăл.
Сисĕнмесĕр вăхăт чылай иртнĕ унтанпа. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче Т.В.Титова Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 27-мĕш çул тăрăшать. Çак хушăра вăл миçе ачана ручка тытма, саспаллисене паллама, шакăртаттарса вулама, шăрçа пек илемлĕ çырма вĕрентмерĕ пулĕ. Кирек мĕнле вĕрентÿ ĕçне те тăрăшса, тĕплĕн шухăшласа тăвать кĕçĕн класри вĕрентекен. Вăл кашни урокăн тупсăмне тупма тăрăшать.
Пуçламăш шкул учителĕсем çине сăваплă та чыслă ĕç тиенет – амăшĕ панă чĕлхепе ачан чунĕнче чи ырă туйăмсене аталантарасси, тăван сăмах илемне, хăватне туйса илтересси, хамăр чун пуянлăхне, йăла-йĕркене, культурăпа историе малашнехи ăрусене çитересси.
Вĕрентекенпе ача хушшинче çирĕп çыхăну кирлĕ. 27 çул кĕçĕн класри вĕренекенсемпе ĕçлесе ачасемсĕр пурăнма йывăррине ăнланать педагог. “Ачасем манăн савăнăç, маншăн вĕсем юлташ”, – тет час-часах Тамара Васильевна.
Тамара Васильевна – пĕрремĕш категориллĕ учительница. Унăн Хисеп грамотисемпе Дипломсем йышлă. 2002 çулта “Çулталăкри учитель” конкурса хутшăнчĕ.
Эпир, хамăрăн ачасене юратса вĕрентекене, ырă та уçă кăмăлĕшĕн, кирек кама та пулăшма хатĕр пулнăшăн хисеплетпĕр. Кашни ачана чунне парса вĕрентет вăл. Çавăнпа та час-часах иртекен уçă уроксене, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене савăнăçпа çÿретпĕр эпир.
 («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика