Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 ШКУЛ АЧИН МИÇЕ СЕХЕТ ÇЫВĂРМАЛЛА?

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
12-1
Ывăлăмсем кулленех сĕм çĕрлеччен, çур çĕр çитиччен ларма пултараççĕ. Ирхине шкула кайма аран тăраççĕ. Вĕсен талăкра мĕн чухлĕ çывăрмалла-ши? 7-8 сехет канни çителĕклĕ-и?
Екатерина ЕРЕМЕЕВА.
ЧР, Çĕмĕрле районĕ.
 
Шкул ачин 9 сехетрен кая мар çывăрмалла. Канса тепĕр кун валли вăй пухмалла. 5-8 çулхисене каçхи 9 сехетрех выртма сĕнеççĕ. ”Тăрисем” "ирхине çăмăллăнах тăракансем" хăвăртах çывăрса каяççĕ. “Тăманасем” "çĕрĕпех ларма пултаракансем" темчченех юмах итлесе выртма хатĕр.
Аслăрах классенче вĕренекенсем хăйсене ÿссе çитнĕ çын пекех туяççĕ-ши? Аслисемпе пĕр вăхăтра выртса-тăни те йĕркеллех теççĕ пулас. Питĕ йăнăшаççĕ.
Хĕвел тухăç медицини çирĕплетнĕ тăрăх, çур çĕр çитиччен çывăрнă пĕр сехет икĕ сехет каннипе танлашать. Çавăнпа каçхи вун иккĕччен ларакансем ыйхă нормине тултарсан та çывăрса тăранаймаççĕ. Вĕсем хăвăрт ывăнаççĕ, майĕпен нерв тытăмĕ те пăсăлать.
Час çывăрса каяйман ачасене каçхине пыл хушнă ăшă сĕт ĕçтерме "аллерги пулмасан" сĕнеççĕ.
Неврологпа канашлани те ытлашши пулмĕ.
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика