Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
“Эпĕ тăтăшах ыхра çиетĕп, унран кăлпасси шăрши кĕрет”, – шÿтлетчĕç шкулти тантăшăмсем. Ун чухне çак çимĕçре аш тути те, ыхра шăрши те пур пекчĕ çав.
Паян кăлпассие мĕнрен хатĕрлеççĕ-ха, аш фаршĕпе пахалăхлă шпик çеç-ши унта? “Докторская” текеннинче, сăмахран, 25 процент ĕне ашĕ, 75 процент сысна какайĕ пулмаллине пĕлеттĕмĕр-ха унччен. Унтах çăмарта, тăвар, сахăр, мускат мăйăрĕ тата тĕс кĕртекен натри нитрачĕ хушнине пытармастчĕç.
Хальхи кăлпассире вара темĕн те пур, какайĕ çеç çукпа пĕрех теççĕ. Крахмалне те, соя белокне те, каррагининне те хĕрхенмесĕрех яраççĕ. Исланд мăкĕнчен хатĕрлекен каррагининăн пĕр килограмĕ çеç 50 литр шыва хытарать иккен. Унпа усă курса пысăках мар какай татăкĕнчен те "тутă кĕртекен япаласем, соя, натри глютомачĕ хушса" вун-вун килограмм кăлпасси е сосиска хатĕрлеме пултараççĕ имĕш.
Аш-пăш çимен çынсем "вегетарианецсем" валли ятарлă кăлпасси кăларма вĕреннĕ. Унта какайĕ пачах çук, тулă белокĕ, соя, кĕрпесем, кокос çăвĕ, крахмал, специсем, тутă кĕртекен ытти япаласем... Хăш-пĕр аш-какай тирпейлесе кăларакан трансгенлă соя хушать "вăл чылай йÿнĕрех". Тавар çинче çакна паллах палăртмаççĕ.
Йÿнни йÿнеçтерет, çук çын укçине пĕтерет тенĕ ĕлĕкех. Йÿнĕ сарделькире, сăмахран, шăмă çăнăхĕ, какай вакланă чух юлнă касăксем, сысна тирĕ, манка тата крахмал çеç. Тутлах мар пек-и?
Пĕçернĕ чух сосиска пĕркеленсе ларчĕ пулсан унта каррагинин ашран ытларах. Гриль çинче ăшаланă какайран хатĕрленĕ сосиска мăнтăрлансах пырать, сойăран туни – çурăлать.
Çавăнпа кăлпасси вырăнне аш "корейка, буженина, карбонат текеннисене" туянма сĕнеççĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсене те соя хушма вĕреннĕ "шприцпа усă кураççĕ" иккен.
Килти, чĕрĕ какайран хатĕрленĕ апат-çимĕçрен пахи, сывлăхшăн усăлли нимĕн те çук.
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия)