Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 ÇŸÇ ТИПĔ, ИКĔ ВĔÇЛЕНЕТ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
12-3
СИВĔ ПИРЕ, СИВĔ...
Хĕл кунĕсенче çÿçе те тимлĕх ытларах уйăрма тивет. Урамри сивĕ, çил-тăман, пÿлĕмри типĕ сывлăш хăйсен ĕçнех тăваççĕ, ăна йĕркеллĕ ÿсме чăрмантараççĕ.
 
ТĂКĂНАТЬ, ЙĂЛТĂРТАТМАСТЬ...
Эсир тĕрĕс апатланатăр-и, улма-çырла, пахча çимĕç çителĕклĕ çиетĕр-и? Çÿç çирĕп те сывă курăнасси çакăнтан та килет. Витаминсемпе микроэлементсем çитменрен хăй илемлĕхне çухатать.
Сивĕпе пуç тирĕнчи япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, çавна пула та çÿç вăйсăрланать, тăкăнма пуçлать, прическа хăвăртах хăй формине çухатать.
Мĕн тумалла? Хĕлле çирĕп диетăна пăхăнмасан та юрать. Пахча çимĕç, улма-çырла çеç мар, сĕт-турăх, какай, пулă ытларах çимелле. А, С, В6, В12, Е витаминсем, цинк, ниацин çителĕклĕ пулмасан çÿç йĕркеллĕ ÿсеймест.
Ятарлă маска та çÿçе çирĕплетме, ун тĕсне çутатма пулăшĕ. Пĕр çăмарта, 2 чей кашăкĕ касторка çăвĕ, пĕрер чей кашăкĕ пан улми уксусĕпе глицерин илмелле. Пĕрле лайăх хутăштарса çÿçе сĕрмелле, 20 минутран ăшă шывпа çуса ямалла.
 
ÇŸÇ ТИПĔ, ИКĔ ВĔÇЛЕНЕТ
Пÿлĕмри сывлăш типĕ пулнăран, тăтăшах сăрланăран, кăтралатнăран, фенпа усă курнăран çÿç тата ытларах типет, икĕ вĕçленет. Кун пек чух пуçа тăтăш "эрнере иккĕрен ытла" çумалла мар. Вĕри шывпа мар, ăшшипе çеç. Шампуне малтан алă тупанĕ çине кăлармалла, пуç çине майĕпен сĕрсе кăпăклантармалла.
Типĕ çÿçе вĕлтĕрен е шур чечек "ромашка" шывĕпе чÿхесен аван. Çак маска та уйрăмах усăллă: касторка тата ÿсен-тăран çăвĕ, пыл, çăмарта сарри, тураса тÿнĕ пахча кĕпçи "пурне те пĕр чухлĕ" илмелле те хутăштармалла. Çÿçе сĕрсе 20 минут тытмалла.
Лĕкĕ канăç памасан вара çак маска лайăх пулăшĕ. Пыл, лимонпа алоэ сĕткенĕсем, касторка çăвĕ пĕр чухлĕ илмелле. Çак хутăшпа çÿç тымарĕсене сĕрсе 15 минут тытмалла.
Е çăвиччен çур сехет маларах касторка е олива çăвĕ сĕрсе пуçа массаж тумалла.
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика