Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Сĕм вăрман кашлать. Вĕрене, çăка, хурăн, пилеш, палан таврана илем кÿрсе ешереççĕ. Юман саркаланса тÿпенелле кармашать, тымарĕсемпе çĕртен çирĕппĕн çавăрса илнĕ. Хĕл сиввинчен, хаяр çилсенчен çамрăк йывăçсене хÿтĕлет. Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун сассипе тулнă вăрманта упа мĕкĕрсе çÿрет, хăй кунта хуçа пулнине систерет.
Мĕн тĕрлĕ çырла, кăмпа, чечек ешерет, хăй патне аякранах чĕнет. Çакăн пек илемлĕ вырăна çитсе вырнаçать те чăваш çынни хăйĕн çемйипе. Çырма тулли шыв кĕрлесе юхать, чавса тăршшĕ пуллисем хĕвел çутинче йăлт та ялт сикеççĕ. Тыр-пул, пахча çимĕç ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх усрать, пулла, сунара çÿрет, çырла, кăмпа, мăйăр пуçтарать. Пĕррехинче вăй питти арçын, манăн мăн асатте, вăрмана кăмпа татма каять. Паллах, пăшалсăр. Каç пулать, вăл вара çаплах таврăнмасть. Килтисем пăлханма пуçлаççĕ. Ялти çынсене пуçтараççĕ те ăна шырама тухса каяççĕ. Чылайччен çÿресен çеç тупаççĕ. Йывăр аманнăскер ура çине те тăрайман, хăй – чĕп-чĕр юн, çумĕнче вара – вилнĕ упа выртнă.
Мĕн пулса иртнĕ-ха вăрманта?
Ăна упа тапăннă, хаяр çапăçура вăл утамана çĕнтернĕ, анчах хăй те йывăр аманнă. Пичĕ çинче те, кĕлеткинче те суран йĕрĕсем ĕмĕрлĕхех юлнă. Çавăн хыççăн вĕсене Упаник ăратти теме пуçланă. Абанников тесе çырнă.
Пирĕн пек хушамат питĕ сайра тĕл пулать.
Абанников йăхĕнчен кам кăна тухмарĕ пулĕ: учитель, журналист, юрист, ученăй, инженер... Хăйсен ырă ĕçĕсемпе палăрса тăраççĕ вĕсем.
Эпĕ те хушамата вараламăп, ыттисем пекех ырă ятлă пулма тăрăшăп.
Николай АБАННИКОВ, 5 класс
ЧР, Элĕк районĕ, Ехремкасси шкулĕ.
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия)