Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 ШЛЕНСЕМ – КĂТРА ÇŸÇЛИСЕМ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Авал Европăри çĕр-шывсенчен Раççее сурăх çăмĕ туянма çÿренĕ. Пирĕн тăрăхри Кăрмăш уездĕнче пысăк пахалăхлă çăм паракан сурăхсем ĕрчетнине илтсен вĕсем кунти вырăнсене те çитнĕ. Анчах та вырăсла калаçакансене вырăнти çынсем ăнланайман. Пирĕн тăрăхра вырăсла пĕлекенсем Николайпа Иван Анисимовсем кăна пулнă.
1890-1900 çулсенче пĕр тăвансем Ураскилтри училищĕре вĕреннĕ, вырăсла çăмăллăнах калаçнă. Çăм пуçтаракансене кунти халăх Иванпа Николай патне кайма ыйтнă. Ăнлантарма пĕлмен. Алăсемпе пуç çине кăтартса: “Вĕсен çÿçĕ кăтра”, – тенĕ. Аякран килнĕ çынсем Иванпа Николая шыраса хирĕç пулакансенчен шленсене, кăтра çÿçлисене, ăçта тупма пулать тесе алăсемпе пуç çине кăтартсах ыйтнă. “Шлен” – поляксен сăмахĕ, кăтрана пĕлтерет иккен.
Çакăн хыççăн Иванпа Николай çумне “Шлен” хушма ят çыпăçнă. Каярахпа, халăха паспортсем пама пуçласан, пиччĕшĕпе шăллĕ Анисимов мар, Шленский хушамат çыртарма килĕшнĕ. Çакăнтан пулса кайнă та пирĕн хушамат. Шленскийсен йăх-несĕл йывăç турачĕсем сарăлсах пыраççĕ.
Елена ШЛЕНСКАЯ
ЧР, Элĕк районĕ, Мăн Вылă шкулĕ.
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика