Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 МОЛЧАНОВСЕМ ЧĔМСĔР МАР

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Атте каланă тăрăх, пирĕн мăн асатте, Иван, Алексеев хушаматпа çÿренĕ. Вăрçăра паттăррăн çапăçнă. Пĕррехинче вĕсен генералне, Молчанова, йывăр амантнă. Мăн асатте юн юхтарса выртаканскере çапăçу хирĕнчен йăтса тухнă. Лешĕ ăна чĕререн тав тунă. Сывă юлсан ĕмĕрне те манмастăп тенĕ.
Мăн асаттен килĕнче икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ. Вĕсенчен пĕри – манăн асатте. Ывăлĕсем Молчанов генерал пекех паттăр та çирĕп ÿсчĕр тенĕ ĕнтĕ мăн асатте. Пĕр çырура ачисене Молчанов хушаматпа çыртарма сĕннĕ. Мăн асанне вăрçăри мăшăрĕ ыйтнине пурнăçланă. Шел, мăн асатте вăрçăран таврăнайман.
Хушамата кура теприсем пире чĕмсĕр, калаçма юратман çынсем тейĕç. Апла мар. Эпĕ тус-юлташсем хушшинче пулма, калаçма, шÿтлеме кăмăллатăп. Вăрçă çулĕсенче тупăннă хушаматăм хăват парать, çитĕнÿсем тума хистет.
Оля МОЛЧАНОВА,
ЧР, Çĕрпÿ районĕ, Апакасси шкулĕ.
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика