Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 "ВĔРЕНТЕКЕН, ХĂВНА КĂТАРТСАМ!"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
7-4
“Шкул ачи, хăвна кăтартсам!”, “Чечеклен, Чăваш Ен”, “Тăван енĕм, савнă енĕм”... Юлашки виçĕ çул хушшинче виçĕ фотоконкурса хутшăнчĕç “Тантăш” хаçатăн çамрăк тусĕсем. Вĕсене йĕркелекенĕ – Шупашкарти Ленин районĕнчи “Ача-пăча пултарулăх çурчĕн “Самант” "”Миг”" фотостуди ертÿçи И.С.Клочков.
Илья Степанович “Чăваш Республикин шкулĕсенче фото, видео ÿкерес ăсталăха чĕртесси тата малалла аталантарасси” ятпа ятарлă программа туса хатĕрленĕ.
– Ку проекта пурнăçа кĕртме учительсемпе ачасем алла-аллăн тытăнса ĕçлени, аслисем кĕçĕннисене куллен хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантарни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, – тет И.С.Клочков. – Çавăнпа та Вĕрентÿ институчĕпе, Педагогика пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшакан центрпа тата “Халăх шкулĕ” журналпа 2007 çулта “Вĕрентекен, хăвна кăтартсам!” конкурс ирттертĕмĕр. 70 çынран мĕн пурĕ 1050 ĕç килчĕ. Пĕтĕмлетĕвне “Халăх шкулĕн” 75 çулхи юбилейĕнче тăвăпăр, ун умĕн вара пултарулăх ăмăртăвне хастар хутшăннă Нина Семеновăн ятарлă выставкине йĕркелеме шутларăмăр.
Вĕрентÿ институтĕнче уçăлчĕ вăл. Шупашкар пĕрремĕш лицейĕн чăваш чĕлхипе литература учительници Н.С.Семенова конкурса 150 ÿкерчĕк сĕннĕ.
– Тĕлĕнмелле портретсем. “Улатăр çĕрĕнче” ярăм, “Шухăша кайни”, “Чăваш Мадонни” Раççей тата Пĕтĕм тĕнче выставкисенче те сумлă вырăн йышăнма пултараççĕ, – терĕ ЧР Журналистсен союзĕн фотосекци председателĕ Семен Игнатьев.
Учительница çавнашкал пысăк хака тивĕçни савăнтарать. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Нина Сергеевна Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ пухнă, Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Аксу шкулĕнче вĕреннĕ чухнех “Зенит” аппаратпа илемлĕ ÿкерчĕксем тунă, икĕ сыпăкри Володя пиччĕшĕ пулăшнипе пурнăçăн, çут çанталăкăн хăй евĕр саманчĕсене “тытма” хăнăхнă. Халĕ хăй Таисия хĕрĕпе Семен ывăлне тата лицейçăсене тавралăха çивĕч куçпа курма вĕрентет. Вĕсене час-часах походсене, экскурсисене илсе каять – чылай çĕрте пулса курнă ушкăнпа. Нина Сергеевна çăмăл машинăпа та тепĕр ар çынран кая мар çÿрет, картинăсем те ÿкерет – çак пахалăхсем те ăна тĕнчене хăй евĕр сăнлама пулăшаççĕ пулĕ.
Илья КЛОЧКОВ сăн ÿкерчĕкĕнче: Нина Сергеевна Семенова.
Петр КУЗЬМИН
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика