Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 ÇЫРМА ХĂВАТ ПАРАТЬ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
7-1
Пирĕн училищĕре куллен тенĕ пек çĕнĕ мероприяти иртет. Халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай юбилейне тĕплĕн хатĕрленчĕ чăваш литература вĕрентекенĕ Надежда Семеновна Колесникова.
Нумаях пулмасть поэзи каçĕ иртрĕ. Ăна Катя Титова "3 курс" ертсе пычĕ. Поэт сăввисене Лена Пастуховăпа Света Шипунова "3 курс", Маша Васильева "2 курс", Лена Сухоруковăпа Марина Петрова "1 курс" тĕлĕнмелле илемлĕ вуларĕç. Уявра район тĕп библиотекăри информаципе технологи пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Георгиевна Борзунина, район хаçатĕнче тăрăшакан Игорь Львович Васильев-Левин пулчĕç. Игорь Львович хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, çырас ĕçре Петĕр Хусанкай витĕмĕ пулнине те палăртрĕ. Çамрăксем ентешĕн юратупа çамрăклăх çинчен çырнă сăввисене тимлĕ итлерĕç. Уяв каçĕнче эпир хамăр тăрăхри чылай сăвăçă çинчен пĕлтĕмĕр.
Пирĕн районта Çеçпĕл, Хусанкай ĕçĕсене, шухăшĕсене малалла тăсакансем пурришĕн чун-чĕререн савăнтăмăр. Поэзи каçне йĕркеленишĕн вара Надежда Семеновнăна тав.
 
Роксана АЛЕКСЕЕВА, 28 училище вĕренекенĕ
ЧР, Сĕнтĕрвăрри хули.
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика