Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Пирĕн шкулта пултаруллă та пысăк опытлă учительсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Полина Петровна Львова.
Ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшать вăл. Кашнине ăнланма, пулăшма васкать. Вĕренекен пултарулăхне асăрхама пĕлет, ăна аталантарма пулăшать.
Полина Петровна хавхалантарса пынипе пирĕн шкул ачисем кашнинчех районти ăслăлăх ăмăртăвĕсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче те çулленех çĕнтерÿçĕсен йышне лекеççĕ. Акă пĕлтĕр Дмитрий Тарасов "9 класс" 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Екатерина Сергеева "10 класс" 2-мĕш пулчĕ. 11 класри Светлана Лисова та лайăх кăтартусемпе таврăнчĕ.
Районта мала тухса республикăри пултарулăх ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ унăн вĕренекенĕсем. Унта та лайăххисен йышне лекеççĕ.
“Юнкор” литература кружокĕн членĕсем – Никитăпа Мальвина Усановсем, Татьяна Романова “Анне чĕри” конкурсра та палăрчĕç.
2005 çулта шкулти чăваш чĕлхипе литература кабинетне районти чи лайăх вĕренÿпе методика пÿлĕмĕ тесе палăртрĕç.
Полина Петровна шкулта 35 çул ĕçлет, ăсталăхне ÿстерсех пырать. Ахальтен-им унăн вĕренекенĕсем алла аттестат илсен аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕреççĕ.
ЧР, Елчĕк районĕ, Шăмалак шкулĕ.
Мальвина УСАНОВА
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия)