Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 ЭПĔ - КАДЕТ!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
5-3
Кадет пулнишĕн мухтанатăп. Халь эпĕ Шупашкарти 6-мĕш шкулта вĕренетĕп. Кунта виçĕ çул ĕнтĕ кадет взвочĕ пур. Мана пĕлÿ çуртĕнче питĕ килĕшет: ара пĕтĕмĕшле пĕлÿ илнисĕр пуçне винтовкăран тĕл пеме, стройпа илемлĕ утма тата çарта кирлĕ ытти хăнăхтарăва вĕренетĕп-çке.
Вĕсем вара пулас салтака питех те кирлĕ. Походра час-часах пулни те хăйне май кăсăклă, хул-çурăма, сывлăха çирĕплететпĕр. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕр сырса шап-шурă юр тăрăх ăмăртмалла чупни аван мар-и вара?! Компаспа усă курма кашни пĕлет-и-ха? Эпĕ вара унпа çывăх туслашнă та ĕнтĕ.
Кадетсен взводне лекме пĕрре те çăмăл мар. Лайăх вĕренмелле, çирĕп сывлăхлă пулмалла, хăвна пур çĕрте те аван тытмалла... Эпĕ çапла пулнишĕн хĕпĕртетĕп.
ЧР, Шупашкар хули.
 
Сăн Ÿкерчекре: Эпĕ пулас салтак, халь вара кадет.
Андрей МАРКОВ, 9 “а” класс
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика