Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентет Юлия Васильевна Кошелева. Вун çичĕ çул ăс парать вăл ачасене. Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене лайăх пĕлÿ панисĕр пуçне вĕсен чунне илем кÿресси, ырă кăмăл парнелесси.
Хăюлăх çитерсе
Юля яланах сăвă çырнă, анчах никама та кăтартман.
Çапла хĕр ача пĕр кунхине паллă поэт пултарулăхĕпе паллашнă. “Чим-ха, эпĕ те çакнашкал кĕнеке кăларма пултаратăп-çке. Кунта ăс çеç кирлĕ”, – тенĕ хайхискер сасăпах.
Тытăннă вара ăшталанма. Хăмăт йĕппи илсе сăвă тетрачĕсенчен кĕнеке ăсталанă. Ÿкерчĕкĕсемшĕн те явапли – хăех. Ĕç вĕçленсен Юля мачча çине улăхнă та кĕнекене тĕплĕ пытарса хунă.
Кăшт вăхăт иртсен сăвă пирки аса илнĕ те каллех мачча çине васканă. Анчах... Аппăшĕсем кивĕ хут пуçтарнă та, “кĕнеке” те пĕрле кайнă. Чунтан куляннă хĕр пĕрчи.
Тепĕр çулхине заметка çырма пуçăннă Юля. Пĕррехинче хăюлăх çитерсе ĕçĕсене “Пионер сасси” хаçата янă. Çакăн хыççăн юратнă кăларăмĕпе тăтăш çыхăну тытма пуçланă. Акă вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне редакци ирттернĕ “Çамрăк журналист” конкурсра çĕнтерÿçĕсенчен пĕри пулса тăнă.
Журналист... пулаймĕ манран
1985 çул. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ пултаруллă пике. Журналистика специализацине суйланă. Аслă шкул преподавателĕсемпе, студентсемпе пĕрле Чĕмпĕре, Пушкăрта, Пензăна тата ытти тăрăха çитсе тĕрлĕ материал хатĕрленĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн практикăра хаçатра ăсталăхне туптанă.
“Турăçăм! Журналист ĕçĕ мана валли мар. Корреспондентсем авă еплерех чупса çÿресе материал хатĕрлеççĕ. Пултаруллă çынна тупса ун пирки вулакана тĕплĕн паллаштармалла. Эпĕ вара пулас материал геройĕпе курнăçса калаçма именетĕп. Пирĕн йăхĕ çавнашкал”, – шутланă кулянса практика вĕçленсен.
Иккĕмĕш курсра вара чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулма çирĕппĕнех йышăну тăвать вăл. “Педагог пулма çуралнă иккен эпĕ”, – тенĕ тинех хăпартланса.
Каймастăп Тутарстана!
Йĕпреç районĕнчи Эйпеç пики 1990 çулта алла диплом илнĕ. Ăна направленипе Тутарстана кайма сĕннĕ. Хирĕçленĕ пике. Чунĕ кÿтнĕрен макăрнă. Ара, тăван тăрăхран аякка каймалла-çке. “Кĕçех пирĕн туй. Пулас мăшăрăм тракторист. Çитменнине, çемьере вăл кĕçĕнни”, – тенĕ пĕчĕк ача евĕр ĕсĕклесе. Суйнă, паллах. “Апла пулсан телейлисене уйăрма сăлтав çук”, – тенĕ преподавательсем. Пултаруллă хĕре тăван районне хăварнă.
Çăкалăх шкулĕнче Юлия Васильевна пыриччен 3-4 çул чăваш чĕлхи вĕрентмен – педагог пулман. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çийĕнчех хастарлăхне кăтартнă. “Хунав” кружок та йĕркеленĕ вăл. Ачасене сăвă-калав çырма хăнăхтарнă, ĕçĕсене пĕрле пăхса тухнă.
Хăш чух çамрăксен хайлавĕсене тишкерсе çур çĕр иртни иккĕ-виççĕччен ларни те пулнă. Нихăçан та ывăнтăм тенине илтмен унран. Акă “Тантăшра” миçемĕш çул ĕнтĕ Юлия Васильевна вĕрентекен ачасен хайлавĕсем çеç мар, ÿкерчĕкĕсем те тăтăш пичетленеççĕ! Наташа Андреева, Оля Гаврилова, Саша Петров, Наташа Кантеева, Аня Иванова тата ытти çамрăк хавхаланса пирĕнпе çыхăну тытаççĕ. Ксюша Кошелева вара пĕлтĕр “Тантăшăн” чи хастар юнкорĕ пулса Пĕтĕм Раççейри “Орленок” лагере кайма путевка çĕнсе илчĕ. Ку шкулшăн чăнласах та пысăк çитĕнÿ!
Çăкалăхсем – маттуррисем
Ачасем Юлия Васильевнăна уроксене çĕнĕлле йĕркеленишĕн кăмăллаççĕ. Паллă писательсемпе поэтсен сăвви-калавĕпе паллашнă хыççăн хăйсем те хайлав шăрçалаççĕ.
Районта çулсерен иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче те пултарулăхĕпе палăраççĕ Çăкалăхсем. Тăххăрмĕш класра ăс пухакан Надя Андреева асăннă предметпа уйрăмах пысăк ÿсĕмсем тăвать. Гелия Гибатдинова та хастар. Вĕсем яланах урока тĕплĕн хатĕрленеççĕ, библиотекăна тăтăш çÿреççĕ.
Наука кунĕсенче те Юлия Васильевна вĕренекенĕсем çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Çамрăксене пултаруллă педагог кашни утăмра хавхалантарса, пулăшса пыни витĕмлĕх кÿрет.
Телейлĕ мăшăр”
Чăваш чĕлхи урокĕ. Класра шăп. Ачасем тăрăшсах сочинени çыраççĕ. Юлия Васильевна тарланă чÿрече патне пычĕ те пÿрнипе йĕрлесе пике кĕлетки турĕ.
“Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă хĕр упраçпа яш-кĕрĕм ялан телейлĕ пултăр. Юратнă профессие алла илсе ашшĕ-амăшне савăнтарччăр.
Çăкалăх... Килĕшет вăл мана. Вăрман варринче вырнаçнăскер епле илемлĕ! Нумай çул каялла мачча çинче çухалнă кĕнекере те сăмахăм çут çанталăк пиркиччĕ. Ун чухнех пурнăçăм Çăкалăхра иртессине туйнă ахăртнех. Паян эпĕ юратнă ачасемпе мăшăрăм юнашар пулнăран телейлĕ. Тата пултаруллă вĕренекенсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунăран”, – шутларĕ Юлия Васильевна урамалла тинкерсе.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕнче: Юлия Васильевна Ксюша хĕрĕпе.
Луиза ВАСИЛЬЕВА
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия)