Тарăн ăс-тăн, çĕннине пĕлме ăнтăлнине пур вăхăтра та тивĕçлипе хакланă. Паян вара – пурнăç çиçĕмле хăвăртлăхпа аталаннă тапхăрта – интеллектуаллă ĕçĕн, квалификаци ÿсĕмĕн витĕмĕ, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çак ăнлавсем никĕсе хывăннă та вĕрентÿ тытăмне аталантарассипе 10 çул каялла йышăннă «Çĕнĕ шкул» программăна.
– Президентăн «Çĕнĕ шкул» программи ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Çак тапхăрта тунă тĕп ĕçсене пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?
– Вунă çул каялла таврăнас пулсан, çакна каламалла: Чăваш ен информаци технологийĕсене тата этем потенциалне аталантаракан инновацилле çул-йĕре суйласа илчĕ. Енчен те республика тĕнчери тата çĕршыври вĕрентÿ проекчĕсене алла илмен пулсан, чылай ыйтăва эффективлă татса пама май килмен пулĕччĕ. Акă, «Вĕрентÿ тытăмне реформăласси» проектах илер. Ун йĕркипе ял шкулĕсене реструктуризацилени, сăмахран, малтанах халăхра ырă мар сăмах кăларчĕ. Анчах та ачисем пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен çирĕп никĕсленнĕ шкулсенче вĕренме тытăннине курсан, çакнашкал шухăшсем сирĕлчĕç. Паян кашни ашшĕ-амăшĕ ачан аталанăвне кура престижлăрах шкула суйласа илме пултарать. Вăхăт та ыйтать – хальхи саманара пахалăхсăр пĕлÿ паракан тата ытлашши тăкаклă шкулсем пулмалла мар.
«Çĕнĕ шкул» программа чăнахах вĕрентÿ тытăмĕнчи чылай «шăйрăксене» якатрĕ, çитĕнекен ăрăвăн вĕренес, аталанас пултарулăхне ÿстерме май пачĕ.
Пирĕн район асăннă программăн 10 çулхи юбилейĕ тĕлне мероприятисен анлă планне хатĕрлерĕ. Кашни шкултах тĕрлĕрен фестивальсем, интеллектуаллă конкурссем, олимпиадăсем, «Малашлăхри шкул» ятпа ĕçлĕ вăйăсем, класс сехечĕсем тата ыт.те. иртрĕç.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш ен Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕ Калининăри тата Ярмушкари вăтам шкулсенче йĕркеленĕ опытпа паллаштаракан «Шкул шкула» уçă алăксен кунĕ ытти вĕрентÿ учрежденийĕсене те малалла туртăнма хистерĕ. Çак уйăхăн малтанхи вунă кунĕнче вара çамрăк педагогсем Раççейри тата республикăри чи лайăх учительсен ятне тивĕçнĕ вĕрентекенсем патĕнче стажировкăра пулчĕç. Халăх умĕнче тунă отчетсем вара – шкулсен ĕç-хĕлĕн уççăнлăхне кăтартса пачĕç. Ашшĕ-амăшĕсем паян шкул традицийĕсемпе, вĕрентÿ условийĕсемпе, воспитани ĕçĕпе, кадрсен пултарулăхĕпе кăсăкланни савăнтарать.
«Çĕнĕ шкул» программăн 10 çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетÿллĕ марафонне ЧР Президенчĕ Н.Федоров ирттернĕ интернет-пресс-конференцие хутшăннипе вĕçлерĕмĕр. Педагогсем çеç мар, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем те унта хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав тупма пултарчĕç.
– Педагогсем умĕнче паян «Вĕрентÿ» приорителă наци проектне пурнăçласси çивĕч тăрать. Унăн ăнăçăвне районти вĕрентекенсемпе шкулсем мĕнле тÿпе хываççĕ?
– Наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ – вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси. Мал опытлă тата ĕçре çĕнĕ меслетсене çул паракан вĕрентекенсене хавхалантарасси те ун йĕркипех пулса пырать. Пирĕн район иртнĕ çулта, акă, чи лайăх учителе тата инновацилле шкула палăртакан конкурссене пуринчен активлă хутшăнчĕ. 27 вĕрентекенрен 4-шĕ Раççей Президенчĕн, иккĕн Республика Президенчĕн гранчĕсене тивĕçрĕç. Калинино шкулĕ конкурс йĕркипех пĕр миллион, Ярмушка шкулĕ 200 пин тенкĕ çĕнсе илчĕç.
Чăннипех тăрăшса ĕçлекен шкулсене хавхалантарассине район шайĕнче йĕркеленине те ырламалла. Район пуçлăхĕ интеллектуаллă капиталсăр малашлăх çуккине ăнланса пĕр вĕрентÿ учрежденийĕ валли 10 пин тенкĕпе тата виçĕ вĕрентекен валли пилĕк пин тенкĕпе танлашакан грантсем çирĕплетрĕ.
Тĕрлĕ конкурссем вĕрентÿ ĕçĕнче тимлекенсен тупăшаслăх пултарулăхне чăнахах ÿстерчĕç. Кăçал, акă, вĕсенче районтан 15 шкул тата 46 педагог хутшăнĕç.
– Нацпроектра палăртнă тĕп пунктсенчен пĕри вăл – вĕрентÿ учрежденисене финанс енĕпе хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăнассине вĕçлесси...
– «Укçа вĕренекен хыççăн пырать» принципа республикăри шкулсенче 2001 çулта ĕçе кĕртме тытăнчĕç. 2006 çултанпа бюджет норми пуçламăш професси вĕрентĕвĕн тытăмне пырса тиврĕ. Кăçалтан шкул çулĕчченхи учрежденисем бюджетран нормăпа укçа уйăрмалли мел çине куçать. Проект йĕркипе, акă, районти чылай шкул укçа-тенкĕпе хăй тĕллĕн усă курма тытăнчĕ. Çак мел вĕрентÿ учрежденийĕсен яваплăхне ÿстерет, çавăн пекех вăл хăйĕн бюджетĕнче мĕн чухлĕ укçа хăварассине тата унпа еплерех усă курассине малтанах пĕлсе тăрĕ тата палăртĕ, перекетлĕрех пулма хăнăхтарĕ.
– Вĕрентÿ тытăмне реформăлани чылай çĕнĕлĕхе çул пачĕ. Вăл шутра – профиллĕ вĕрентĕве те. Çĕнĕ базислă плана куçнă май ку ĕçе районта мĕнле йĕркеленĕ-ши?
– Ачан туртăмне тата вĕренÿри пултарулăхне кура пурнăçа хатĕрлесси, професси суйласа илме пулăшасси – паянхи вĕрентÿ тытăмĕнче йышăннă çĕнĕ çулсенчен пĕри. Профессилле вĕрентÿ мелĕ вара аслă классенче вĕренекенсене шкултах хăйсен пуласлăхне палăртма май парать.
Практика çакна кăтартса пачĕ: шкул администрацийĕ, квалификациллĕ кадрсене тата тивĕçлĕ условисене кура икĕ е виçĕ профиль суйласа илет. Анчах ял шкулĕсенче классем тулли мар пулнă пирки ушкăнсем çине пайлама йывăр. Çакна шута илсе профиллĕ вĕрентĕве ресурс центрĕсенче йĕркелерĕмĕр. Вăрнарти 1-мĕ тата 2-мĕш, Калининăри шкулсенче физикăпа математикăна, биологипе химие, социаллă гуманатарие, информатикăпа технологие тарăннăн вĕрентеççĕ. Ытти шкулсенчен ачасене палăртнă кун шкул автобусĕпе илсе килеççĕ.
– Наци проектĕнче шкулсен инноваци программисен тата педагогсене пулăшмалли тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕрне – ачасен пултарулăхне аталантарассине тата вĕсемпе çине тăрса ĕçлессине – уйрăммăн палăртнă. Пирĕн ку енĕпе мухтанмалли пур-и?
– Районти шкул ачисем проект, тĕпчев, шырав ĕçĕсене пысăк кăмăлпа хутшăннипе ырласа палăртмалла. «Эпĕ – Раççей гражданинĕ», «Манăн инициатива» конкурссем гражданла тата патриотла воспитани парас ĕçе пысăк витĕм кÿреççĕ. Вĕсем вĕренекенсен активлăхне ÿстереççĕ çеç мар, тавракурăм шайне пысăклатма, илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма, хăйсен ăс-хакăл вăйне тĕрĕслеме пулăшаççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем паянхи ялăн çивĕч ыйтăвне – ватăлса пынипе çĕклесе «Сÿннĕ вучахсем» проекчĕпе районта пĕрремĕш, республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Виçĕмçул вĕсемех саккунсăр вырăнта çÿп-çап купи йĕркелессине чарассипе хатĕрленĕ проекта республикăра ăнăçлă хÿтĕлерĕç, виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Шкулсенче уйрăмах наукăпа тĕпчев ĕçĕсем анлă сарăлнă. Вĕсемпе чылай вĕренекен районта иртекен «Наукăна – пĕр утăм», “EXCELSIOR” наукăпа практика конференцийĕсенче республикăри палăрчĕç.
Ачасен пултарулăхне аталантарассипе тата хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтарассипе сахал мар тата çине тăрса ĕçлетпĕр. «Çамрăк экскурсовод», «Чĕрĕлÿ хунавĕсем», тĕрлĕ слетсем, обществăлла йĕркелÿсем – мероприятисен кулленхи списокĕ вăрăм...
– Вĕрентĕве информаци технологийĕсенчен уйăрма май çук. Анчах та эпир паян кашни шкул, кашни вĕрентекен, кашни ача вĕсемпе туллин усă курни çинчен мăнаçлăхпа калама пултаратпăр-и?
– Вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас ĕçре информаци технологийĕсемпе усă курни пĕлтерĕшлĕ. Паянхи тĕллев – пĕрлехи информаци уçлăхне туса хурса мĕнпур вĕренекене, вĕрентекене унпа ĕçлеме майсем туса парасси. Пирĕн мухтанмалли те сахал мар – кашни шкулăн хăйĕн сайчĕ, электронлă почта пур. Уроксенче электронлă вĕренÿ пособийĕсемпе, вĕрентĕвĕн дистанци формисемпе усă кураççĕ. Калининăри вăтам шкул ку енĕпе пушшех мала кайрĕ – кунта вĕсем туяннă Wi – Fi технологи вĕренекенĕн компьютера алла илеслĕхе çăмăллатрĕ. Кунта вырнаçтарнă интерактивлă доска вĕрентекене слайдсем, видео кăтартма, ÿкерме, схемăсем хатĕрлеме тата вĕсене компьютер файлĕсенче упраса хăварма май парать.
Малашнехи плансем те пĕчĕк мар. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкулсене анлă интернетпа çыхăнтарасшăн.
– Николай Никитич, вĕрентÿ сферинче татса памалли ыйтусем, паллах, чылай. Çапах та паянхи калаçу пирки мĕн пĕтĕмлетсе каланă пулăттăр.
– «Çĕнĕ шкул» программа чылай çĕнĕлĕхе алла илме май пачĕ. Пирĕн районта паха опыт пухнă шкул та, вĕрентекен те сахал мар. Вĕренекенсем те республика, Раççей шайĕнчи ăс-хакăл тупăшăвĕсенче пĕрре кăна палăрмарĕç. Апла пулин те, пирĕн вĕренмелле, тата та вĕренмелле, пурнăçпа тан аталанса пымалла. Уйрăмах учителĕн хăйĕн сăваплă ятне тÿрре кăлармалла. Вăл кашни урока ячĕшĕн мар, таса чунпа, çÿллĕ те пахалăхлă шайра ирттертĕр, ĕçе çĕнĕ меслетсене хывтăр. Вĕрентÿ тытăмне реформăланин кăтартăвĕсенчен пĕри вăл – çĕнĕ тапхăрти педагог. Вăл ачана предмет тăрăх кăна пĕлÿ ан патăр. Унра чи малтанах тавракурăмне аталантарассишĕн, хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессишĕн çунакан туйăм çураттăр.
Ыйту чăнахах чылай. Вăл шутра – вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, компьютер, спорт оборудованийĕсемпе, вĕренÿ пособийĕсемпе пуянлатасси, вĕренекенсен пултарулăхне аталантарма условисемпе тивĕçтересси тата ыт.те. çапах та пирĕн малалла талпăнмалла. Хамăр тăрăшмасан, çунмасан нимĕн те пулмĕ.
С. ЧИКМЯКОВА
(«Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары)