Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.21 Пĕтĕмпех çамрăк ăрушăн

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Вăрнар тăрăхĕ мухтава тивĕçлĕ ятлă-сумлă çынсемпе пуян. Тăван хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн вăй хурать-и вăл е çынлăхне упрассишĕн ырми-канми тăрăшать, ытти профессире тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе чапа тухать-и – пурте пысăк хисепре. Манăн паянхи сăмахăм вара – районăн вĕрентÿ тытăмне аталантарассине сумлă тÿпе хывнă. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта тимлекен Владимир Александрович Александров пирки.
Ĕçе кÿленнĕренпе 45 çул çитнĕ пулин те, суйласа илнĕ юратнă та çĕр çинчи чи сăваплă профессийĕ пирки нихăçан та ÿпкелешмен Владимир Александрович – çитĕнекен ăрăва тарăн ăс-тăн парассине таса чунпа пурнăçланă. Теприсем пек чапшăн та, парнешĕн те, «çемçе» пуканшăн та çунман. Пурнăç тÿрĕ кăмăллă педагога хăех мухтавлисен шайне çĕкленĕ. 1962 çултанпа учительте, каярахпа – районти халăха вĕрентес ĕç пайĕн пуçлăхĕн заместителĕнче тимленĕ, 20 çул ытла депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ пулнă.
Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулăн паянхи коллективĕ Владимир Александрович Александрова чăнахах хаклама, тав тума тивĕç. Кунта çирĕм çул ытла тимленĕ тапхăрта (вăл шутран 16-шне – директорта) вăл вĕрентÿ учрежденийĕн ят-сумне район та çеç мар, республикăра та çĕклеме пултарнă. Унччен вара...
Директор тивĕçĕсене пурннăçлама тытăннă вăхăтра (1987 çул) поселокри 2-мĕш шкул районĕпе, республипе «кĕрленĕ» кăна. «Чи криминаллă», «чи конфликлă» ятсем унран ниепле те хăпман. Çакна пулах ĕнтĕ, кашни çул тенĕ пекех пуçлăх пуканĕ çĕнĕ çынна «йышăннă». Коллектива пуçтарас тата сыхласа хăварас ыйтупа республикăри влаç органĕсем çеç мар, Раççей министерстви те сахал мар пуç ватнă. Педколлективăн тĕп çитменлĕхĕ вара палăртнă аталану планĕ çуккинче, дирекци вĕрентÿпе воспитани процесне çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнинче, вĕрентÿпе пурлăх бази чухăннинче «пытаннă».
Çĕнĕ директор вĕрентĕве каялла туртакан çак чăрмавсене витĕр курнă, çавăнпа пĕрремĕш кунранах вĕсемпе кĕрешме тытăннă. Мĕн тетĕр – ырă улшăнусем пĕрин хыççăн тепри савăнтарнă.
Чи малтан тунă ĕçсенчен пĕри вăл – шкулăн тĕп çурчĕ çумне 120 ача вырнаçмалăх çурт тĕксе хăпартни. Кирлĕ объектсен шутĕнче çавăн пекех – склад çурчĕсем, пахча-çимĕç хранилищи. Малаллахи çулсенче мĕнпĕр вĕрентÿ кабинетне, лаборатори, столовăя, спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Ăшă тата шыв пăрăхĕсене çĕннипе улăштарнă. Шкулăн пĕрремĕш хутĕнчи йывăç урай вырăнне бетон, спортзала резина сарнă. Кашни класра шкафсем вырнаçтарнă.
Çулталăкранах, районта пуçласа, тăватă блокран тăракан вĕрентÿ мастерскойне хута янă, оборудованипе пуянлатнă. Вĕренекенсемшĕн çакă хаклă парне вырăннех пулнă – уроксенче вĕсем йывăçран, металран тĕрлĕ япаласем касса кăларма, çĕлеме, пĕçерме вĕреннĕ.
Владимир Александровича шкулăн сăн-сăпатне илемлетес ыйту та канăç паман. Вăл пуçарнипех кĕçех классене çĕнĕ сăн çапнă. Ачасем çуркунне-кĕркунне пылчăк çăрма пăрахнă – шкул умĕнчи территорие пĕтĕмпех асфальтпа хытарнă.
– Çĕршыври пăтрануллă саманара, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тата ăс-хакăл культури кризис тÿснĕ тапхăрта эпир çухалса каймарăмăр, аталану стратегине çирĕп тытса пытăмăр. Шкулăн престижĕ те ÿсрĕ, вĕренекенсен шучĕ 600-тен 1500-е çитрĕ. Çакă пире тата 400 ача вырнаçмалăх çурт тĕксее хăпартма хистерĕ, – тет шкулшăн хыпса çунакан Владимир Александрович.
Çĕнĕ ертÿçĕ вĕрентÿпе воспитани процесне те чĕрĕ вăркăш илсе килнĕ. Тĕп тĕллевре – пахалăхлă та тарăн пĕлÿ парассине – çÿллĕ шайра тытсва пынă коллектив. Районта чи малтан уçнă компьютер класĕсен алăкĕсем информатика урокĕсене ирттерме 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн те уçă пулнă. Вĕрентÿпе воспитани тата программăпа методика процесĕн пĕрлехи уçлăхне туса хурас тесе 2-мĕш шкул поселокри ача сачĕсемпе хутшăнса ĕçлеме тытăннă.
Ют чĕлхене иккĕмĕш класранах вĕрентме пуçлассипе те 2-мĕш вăтам шкул малтисен шутĕнче пулнă. Çакăншăн хирĕçлекенсем те тупăннă, анчах коллектив палăртнă программăна пăрахăçламан. Çитменнине, ку енĕпе вăл темиçе çул каяллах малашлăха уççăн тишкернĕ – паянхи кун кĕçĕн класри ют чĕлхе урокĕсем вĕрентÿ планĕн тĕп элеменчĕ пулса тăчĕç.
Владимир Александрович вĕрентÿ тытăмне «килекен» çĕнĕлĕхсене витĕр курса тăнă тейĕн. Ун пуçарăвĕпе ку шкулта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех профиллĕ вĕрентĕве анлă çул панă. Тĕрĕссипе, шкул ун чухнех ресурс центрĕн функцийĕсене пурнăçланă. Республикăра аслă шкулсен пĕрремĕш наукăпа вĕрентÿ центрĕ пулса тăнă, Чăваш патшалăх университечĕпе, ял хуçалăх академийĕпе, социаллă университетпа, Мускаври çул-йĕр хуçалăхĕн институчĕпе, С-Петербургри инженерпа экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕпе пĕрлешсе ĕçленĕ. ЧПУ-н «Пулас инженерăн шкулĕ» те чи малтан Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта йĕркеленнĕ, хыççăн – Патăрьелĕнче.
Шкул вĕрентÿпе воспитание çĕнетес ĕçĕн ытти енĕпе те активлă ĕçленĕ. Йыша пысăк квалификациллĕ, ачасене юратакан, инновацилле шутлакан педагогсем чăмăртаннă. Вĕренекенсем олимпиадăсенче çулсерен малти вырăнсене йышăнма тытăннă. Çак ырă традицисене, паха енсене паянхи коллектив çирĕп тытса пырать, малалла аталанма çирĕп çул-йĕр шырать.
Куратпăр ĕнтĕ, Владимир Александровичăн вĕрентÿ ĕçĕнчи, ертсе пырас ĕçри пултарулăхĕ çав тери пысăк. Йывăрлăхсене çĕнтерме, çĕннине алла илме ăна чи шанчăклă туссем – чыслăх, тĕрĕслĕх, этемлĕх, ыр кăмăллăх – пулăшса пынă. Педагогăн паха ĕçне хакламасăр хăварман – ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята парса чысланă. Районти вĕрентÿ пайĕн, ЧР Вĕрентÿ министерствин грамотисем те чылай унăн. Астăвасса, пĕлтĕр ăна çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн Чăваш Републикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе те наградăланăччĕ.
Мухтава тивĕçлĕ педагог анчахрах 65 çул тултарчĕ. Юбилейлă çулĕнче савăнмалли-мăнаçланмалли унăн чăнахах чылай, вăл – çамрăк ăрăвăн ăс-тăнĕпе ăс-хакăл культурине ÿстерме тивĕçлĕ условисем туса параканĕ, пурлăх никĕсне хываканĕ.
С. ЧИКМЯКОВА
 («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика