Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 Уçă алăксен кунĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
КИВĔ ВĂРМАР. ЧР Президенчĕн «Çĕнĕ шкул» программине йышăннăранпа 10 çул çитнине халалласа «Уçă алăксен кунне» ирттерчĕç. Шкула ашшĕ-амăшĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков, район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пай начальникĕ Ю.Соколов тата ыттисем пуçтарăннă. Çак кун тĕрлĕ выставкăсемпе паллашма май пулчĕ.
Уçă алăксен кунне пуçтарăннисем шкулăн иртнĕ çулсенчи çитĕнĕвĕсемпе, ĕçе-хĕлĕпе паллаштаракан кадрсене экран çинче курма пултарчĕç. Çĕнĕ технологисене алла илессипе нумай тăрăшаççĕ кунти учительсем. Çакна иккĕмĕш класра вырăс чĕлхипе И.Николаева ирттернĕ урок та аван кăтартрĕ.
Шкул директорĕ А.Никифоров пухăннисем умĕнче шкулăн 2006 çулхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарса анлă доклад турĕ. Унăн калаçăвĕнчен çакă курăнчĕ: шкулта хальхи вăхăтра 181 ача вĕренет, вĕсем пурте Кивĕ Вăрмар ялĕнчен. Çитес вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа килекенсен йышĕ ÿсмелле. Кашни çул 2-3 ача кĕмĕл е ылтăн медальпе вĕренсе тухать. Шкулта вĕрентсе воспитани парассине тĕллевлĕ туса пыраççĕ. Ачасене вĕренме, пĕлĕве ÿстерме пур майсем те пур. Шкулта çĕнĕ йышши 9 компьютерпа, медиапроекторпа, видеомагнитофонпа, 2 музыка центрĕпе, фотоаппаратпа анлăн усă кураççĕ. Çаксем ĕнтĕ вĕренĕве лайăхлатма чылай майсем туса параççĕ. Ачасем Интернетпа çыхăнса та хăйсен тавракурăмне аталантараççĕ, тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче олимпиадăсенче çĕнтернĕ ачасен çитĕнĕвĕсемпе шкул районта 2-мĕш вырăн йышăннă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 3-мĕш вырăна тухрĕç. Учительсем те ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. 22 учительтен 13-шĕ - 1-мĕш квалификациллĕ, 2 çын - 2-мĕш квалификациллĕ. Шкулта информатика кабинечĕ, спортзал, библиотека яланах ачасене тараватлăн йышăнаççĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсем тĕрлĕ кружоксенче хăйсен пĕлĕвне аталантарма пултараççĕ.
И. АЛЕКСЕЕВА
(«Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика