Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.22 Пултаруллă каччă вăл

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Кашни шкултах тĕрлĕ енлĕ аталаннă ачасем сахал мар. Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти Николай Исаев та лайăххипе кăна палăрса тăрать. Вун пĕрмĕш класра ăс пухакан каччă паян шкулта иртекен мероприятисенчи чи ăста ертÿçĕ, чи лайăх командир, пултаруллă та хастар çĕнтерÿçĕ. Вĕренÿре те лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать вăл. Вĕрентекенсем те унпа мухтанма пултараççĕ, хушнă ĕçе пурнăçламасăр нихăçан та пăрăнса каймасть вăл, хăй çинчен сирсе ямасть. Пĕр класра вĕренекенсемшĕн кăна мар, шкулти ытти нумай хĕрсемпе каччăсемшĕн те вăл тус-юлташ пулса тăрать.
Вĕренÿре чи юратнă предмечĕсем те пур унăн. Право, географи, физика, истори, технологи урокĕсене пĕтĕм чун хавалĕпе çÿрет вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ Коля çак предметсемпе шкулта тата районта йĕркелекен ачасен олимпиадисенче малти вырăнсене йышăннă.
Спортпа та питĕ туслă Н.Исаев. Уншăн спортăн хăть те хăш тĕсĕ те ют мар. Анчах вăл çăмăл атлетикăна юратарах панине вăрттăн та пулсан систерет. Вăл сывлăхлă та паттăр арçын пулса çитĕнессишĕн сывлăхне кашни кунах çирĕплетет, физзарядка тăвать.
Çамрăк каччăн ĕмĕчĕсем те питĕ нумай. Умне лартнă тĕллевĕсене пурнăçлама ăна ăнăçу сунмалли кăна юлать. Тепĕр тесен, тăрăшсан темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать, пуçа кăна усмалла мар. Пурнăçа юратсан, ваттисене хисеплесен, кĕçĕннисене кÿрентермесен çитĕнÿ пурнăçра пулатех.
А. МИХАЙЛОВ
(«Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика